04 марта 2021 г.
Чăваш хĕрарăмĕ, кун-çулу санăн
Иртет пĕр сисĕнмесĕрех ялта.
Татти-сыпписĕр ĕмĕрне васканă,
Çулсем нумайăшĕ халь хыçалта.
Тул çутăлмасăрах ĕне сăватăн,
Ăна кĕтÿ кайма ĕлкĕртмелле.
Чупса çул майăн вунă ĕç тăватăн,
Кил-çурт ăшне тирпей те кĕртмелле.
Çемье шăп çывăрнă чух пĕçеретĕн,
Апат çимесĕрех юлан пуль ху.
Ăçтан-ха мĕн пурне эс ĕлкĕретĕн?
Хăш вăхăтра канатăн? Çук ыйху.
Килти ĕçÿсене никам хаклаймĕ,
Кунран-кун çук вĕсен вĕçĕ-хĕрри.
Нимле пуян та тÿлесе татаймĕ,
Пĕри пĕтмен – кĕтсе тăрать тепри.
Килте пĕр çаврăнăш тапăртатсассăн
Ĕçе васкан. Чăваш кĕпи арки
Ваштăртатать çил майăн кассăн-кассăн,
Питре – ирхи хĕвелĕн пайăрки.
Ĕçре те арçынпа пĕр тан ĕçлетĕн.
Пĕр тан кăна-и? Чĕкĕнтĕр хирне
Чĕркуçленсе тухатăн, тирпейлетĕн,
Çемьешĕнех хавшатнă чĕрÿне.
Ялта сан ĕçлемен ĕçÿ юлман-тăр,
Чăваш хĕрарăмĕ вăл ÿркенмест.
Лаша та кÿлнĕ, çапнă кантăр,
Сан тарусăр тыр-пулли те ÿсмест.
Ачу-пăчу инкек курсан – сиресшĕн –
Ху витĕр кăларан ун хуйхине.
Пурнатăн çакă тĕнчере вĕсемшĕн,
Анне пулсассăн — лайăх ачине.
Мĕн ĕмĕрех ĕçленĕшĕн канмасăр
Пуçа çĕре перĕнтеретĕп. Тав!
Чунне веç панăшăн – ним хăвармасăр –
Чăваш хĕрарăмне пин хут мухтав!
Николай Ларионов-Йĕлмел.