04 марта 2021 г.
Сурăмхĕрри ялĕнчи Çĕнтерĕве 50 çул ячĕллĕ урамра пурăнать Римма Григорьевна Андреева. Тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармасть. Римма аппа ĕне, чăх-чĕп усрать. Çу кунĕсенче пахчара кăштăртатать.
Çичĕ çул каялла мăшăрсăр тăрса юлчĕ вăл. Карай тăрăхĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ Анатолий Андреевичпа Римма Григорьевна. Алла-аллăн тытăнса, пĕр чĕлхерен калаçса, юратса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнчĕ çак мăшăр.
Çемье çулĕ вăл нихăçан та яка пулмасть, 2014 çулта кил хуçи йывăр чирлесе сыватмăша лекет. Шăп вăл вăхăталла Андреевсем çемье чăмăртанăранпа çур ĕмĕр çитетчĕ. Ылтăн туй кунне пурăнса ирттерсен, тепĕр кун ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă 73 çулти Анатолий Андреевич.
Римма аппа йывăр вăхăтра та пуçне усман. Ачисемпе мăнукĕсем тунсăхлама паман ăна. Риммăн ачалăхĕ Çĕньял Карайри ĕçчен те туслă çемьере иртнĕ. Амăшĕ, Варвара Васильевна, чăх-чĕп ферминче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Ашшĕ, Григорий Ильич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен парти райкомĕн инструкторĕнче вăй хунă. Кирлĕ специалист пулнăран броня панă ăна. Çапах та 1942 çул пуçламăшĕнче фронта кайнă вăл. Аслă çула тухас умĕн çирĕп ыйтакан ашшĕ амăшне çапла каланă: «Ачасене тĕрĕс воспитани парса вĕрентме тăрăш».
Григорий Ильича тăван киле таврăнма шăпа пÿрмен. Вăл ăçта пуç хунине те пĕлмен çемье. Чылай çул иртсен ачисемпе мăнукĕсем паттăр салтак Ленинград çывăхĕнче йывăр аманса пуç хунине пĕлнĕ. Григорий Ильин тăванла масарта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
Римма çурма тăлăх çитĕнсе вăл вăхăтри ытти ача пекех нуши-тертне чылай курнă. 1941 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Карай, Юнтапа шкулĕсенче вĕреннĕ. Алла аттестат илсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Дипломлă пулсан тăван тăрăха таврăннă, Карайри участок больницинче ĕçлеме тытăннă. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пынă, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Кунти сыватмăшра сипленнĕ Яманакпа Тусай тăрăхĕнчи, пилĕк Карай ялĕнчи çынсенчен нумайăшĕ Римма Григорьевнăна пĕлет тата паллать. Ял-йыш хушшинче те пысăк хисепре вăл. Карайри участок больницинче 42 çул ĕçленĕ вăл. Николай Примаченко тухтăр больницăран кайсан, мĕн пур ĕçе пурнăçлама Римма Андреева фельдшера шаннă. Пачах та çăмăл пулман: чир историне çырмалла, ирсерен кунта сипленекенсен сывлăхĕпе интересленмелле... Киле çитсен те канăç пулман. Кирек хăш самантра та васкавлă шăнкăрав янăраса кайма пултарнă. Вара вăл çийĕнчех мăшăрĕ кÿлсе панă лашапа чирлĕ çын патне кайнă…
Ĕçсĕр пĕр кун та ларайманскере «Караево» хуçалăх ертÿçи Виталий Платонов асăрханă. Мехпаркра водительсене ĕçе кăларса яриччен тĕрĕслеме шăпах медицина ĕçченĕ кирлĕ пулнă. Çапла вара ĕçчен те пултаруллăскер 70 çула çитиччен кунта вăй хунă. Хастарлăхне курах ентешĕме икĕ хутчен ял Совет депутатне суйланă. Чыслă ĕçшĕн панă вун-вун Хисеп хутне упрать вăл, «Ĕç ветеранĕ» медале вара уйрăммăн палăртать.
Анатолий Андреев савнă мăшăрĕ пулма никама та мар, пĕр класра вĕреннĕ сарă çÿçлĕ хĕре — Риммăна суйласа илнĕ. Кĕçех каччă ăна ашшĕ килне илсе кĕнĕ. Кил хуçи арçынĕ кун-çулĕн пысăк пайне «хурçă утпа» çÿресе ирттернĕ. Андреевсем икĕ ывăлпа хĕрне çитĕнтерсе аслă пĕлÿ панă. Сергейпа Станислав И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машинăсем тăвакан факультетĕнчен вĕренсе тухнă, инженер профессине алла илнĕ. Светлана Юнтапари шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Мăшăрĕпе икĕ хĕрне аслă пĕлÿ парса ура çине тăратнă. Иккĕшĕ те фармацевтсем.
Римма Григорьевна тăванĕсемпе туллин савăнать. Пиччĕшĕ, Владимир, Улатăр хулинче пурăнать, эндоскопист. Халĕ тивĕçлĕ канура. Тепĕр пиччĕшĕ, Алексей, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен ветеринар профессине алла илнĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех çак профессипе вăй хунă.
Галина Егорова.