04 марта 2021 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ лăрăвĕнче «ял специалисчĕсен» коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма уйăракан тÿлеве ÿстерме йышăннă.
Ÿсĕм 3,4 процентпа танлашĕ. «Ял специалисчĕсем çак тÿлеве, 1221 тенке, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен илсе тăма пуçлĕç. Ăна республикăра пурăнакан 14,8 пине яхăн çын тивĕçет», — ăнлантарнă ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова.
Çавăн пекех ача опекунĕсене тата попечителĕсене хушса тÿлессине çирĕплетнĕ. Тÿлеве 900 яхăн çынна кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа шутласа парĕç, вăл 2,91 процент ÿсĕ. Граждансене ачашăн паракан пособисем те хăпарĕç. Организаци хупăннă май ĕçсĕр тăрса юлнă амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене, сусăрсене, Чернобыль аварийĕнче сывлăхне хавшатнăран вилнисен ачисене апат-çимĕç туянма паракан тÿлевсем те пысăкланĕç.
Ирина Сергеева.