04 марта 2021 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов Красноармейски ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă тытăмсен ертÿçисене васкавлă канашлăва пухрĕ.
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче район центрĕнчи çуртсенче пурăнакансенчен хваттерсенче сивĕ пулнă пирки çăхавсем килме тытăннă.
— Хĕлĕн юлашки кунĕсем тăраççĕ, паян-ыран çуркунне пуçланать. Çынсем вара хваттерсенче сывлăш температури çителĕксĕрри пирки пĕлтереççĕ, — палăртрĕ Александр Николаевич.
Районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн ертÿçи Леонид Антипов хурав пама чи малтан сăмах илчĕ.
— Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнче ăшă трасси шăтнă, вĕри шывăн пусăмĕ куллен чакса пырать. Пирĕн ĕçченсем паян ирех ура çинче, шыв тапса тухнă вырăна шыратпăр, — терĕ Леонид Владимирович. — Кăлтăка çийĕнчех тупса ăна пĕтерме çине тăрăпăр.
Канашлуран вăл Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алексей Степановпа пĕрле авари пулнă вырăна кайрĕ.
Юлашкинчен Александр Николаевич ларăва пĕтĕмлетсе çакна палăртрĕ: «Паян — хĕл кунĕ, айăплине шырамалли вăхăт мар. Çу кунĕсенче нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтермелли тапхăр валли хатĕрленĕ чухне тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тумалла пулнă. Сăмах май каласан, çак тытăма ĕçе янăранпа 20 çул ытла иртнĕ. Райцентрти тĕп котельнăйра та юсав ĕçĕсем ирттерме тахçанах вăхăт çитнĕ. Асăннă тапхăрта ăшă трасси 80-95 процент таран кивелнĕ. Çакă вара экономика тăкакĕсем патне илсе пырать те. Паян нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн ăшăтса тăрасси, çĕнĕ перекетлĕ блок-модульлĕ котельнăйсене хута ярасси çинчен калаçма пуçламалла, ку ыйтăва çынсемпе сÿтсе явмалла».