25 февраля 2021 г.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне Трак енре те савăнăçлăн паллă турĕç. Çак ятпа районти культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ.
Кăштах историрен
1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче совет çĕршывĕнчи Халăх комиссарĕсен канашĕ рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ çарне туса хурасси çинчен декрет кăларнă. 1922 çулта нарăсăн 23-мĕшне официаллă майпа Хĕрлĕ çар кунĕ тесе пĕлтернĕ. Çавăнтанпа çĕршывра вăл пĕтĕм халăх уявĕ — Совет çарĕпе Тинĕс çар флочĕн кунĕ пулса юлнă. Каярахпа РФ Патшалăх Думи «Раççей çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккун йышăннă, нарăсăн 23-мĕшне «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ» ят панă.
Нарăс сиввине пăхмасăр культура çуртне халăх йышлă пухăннă. Коронавирус эпидемийĕ сарăлнă вăхăтра хамăрăн артистсене сцена çинче чылайччен курманччĕ. Уяв паянхи лару-тăрăва пăхăнса иртрĕ те. Фойере районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсен ĕçĕсен «Раççей çарĕ ачасен куçĕсемпе» курав йĕркеленĕ. Уява килнисем вĕсемпе тулли кăмăлпа паллашрĕç.
— Нарăсри тĕп уяв çывхарать, — терĕ мероприятие ертсе пынă Надежда Филиппова. — Вăл пирĕн çĕршывра тата тĕнчере тăнăç пурнăç пултăр тесе тăрăшакансен праçникĕ. Çак кун эпир Тăван çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсене аса илетпĕр. Ветерансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă паттăрсем, хаяр тытăçусенчен тăван килне таврăнайман ентешсем умĕнче пуçа таятпăр, Раççейĕн хальхи вăхăтри салтакĕсемпе офицерĕсене — хăйсен кун-çулне юратнă çĕршыва тата унăн интересĕсемпе хăрушсăрлăхне хÿтĕлес ĕçе панă мĕн пур харсăр çынна — тав сăмахĕ калатпăр. Çар служби хăть хăçан та çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхĕшĕн хăрушлăха хирĕç тăма май паракан ĕç шутланнă. Хăйсен тивĕçне мирлĕ вăхăтра пысăк яваплăхпа пурнăçлакансене, çывăх çыннисемпе тăванĕсемшĕн тăрăшакансене ăшшăн саламлатпăр.
Праçнике пухăннисем хаяр тытăçусенче тата хыççăн пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертÿçи Валерий Иванов тухса калаçрĕ, пухăннисем патне район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Кузнецовăн ăшă сăмахĕсене çитерчĕ. «Нарăсăн 23-мĕшĕ — чăн-чăн арçынсен уявĕ. Кил хуçи — çемье тĕрекĕ. Уявра пирĕн юратнă çыннăмăрсене, хĕрарăмсене, саламламасăр епле хăварăн? Вĕсемсĕр эпир чухăн, вăйсăр. Вĕсем — пирĕн тыл».
Епле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Куракансене районти искусство шкулĕн вĕ-ренекенĕсем саламларĕç. Вĕсем «Наша Родина сильна» /Дима Яковлев юрларĕ/, «Аист на крыше», «Летим на встречу ветру» /«СМАЙЛ» ансамбль, ертÿçи Наталия Григорьева/, «А закаты алые» /Ирина Степанова/, «Конь» /«Солнышко» ансамбль, ертÿçи Елена Михеева/ юрăсене шăрантарчĕç. «Взгляд» /Алиса Яковлева/ тата «Бусинки» /Алина Козлова/ ташă ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сцена çине искусство шкулĕн вĕренекенĕ Ярослав Никоноров тата унăн ашшĕ — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров тухрĕç. Вĕсем Роберт Шуманăн «Солдатский марш» кĕввине каларĕç.
Праçникре Трак тăрăхĕн паллă сăвăçин Гурий Дубровăн хайлавĕсемпе кĕвĕленĕ юрăсем те янăрарĕç: «Ыр ячĕсем юлаççĕ чĕрере» /ăна Афганистан çĕрĕ çинче пуç хунă Валерий Кацовпа Виталий Степанова халалланă/, «Асран тухмаççĕ паттăрсем» /Кăмакал каччине Кондратий Илларионова хисеп туса çырнă/, «Тăван çĕре çăлса хăвартăн» /Ржев патĕнче пуç хунă Василий Михайлов пирки/. Эльвира Федоровăпа Антонина Никонорова юрланă «Икĕ пилеш», Николай Никоноровпа Николай Яковлев шăрантарнă «На солнечной поляночке», Антонинăпа Николай Никоноровсен «И çил вĕрет», «Телей юрри», Наталия Григорьевăн вырăс юррисем те пухăннисен кăмăлне кайрĕç. Уява чăваш эстрада юрăçи, пирĕн ентеш, Тусайра çуралса ÿснĕ Сергей Петров хăйĕн илемлĕ юррисемпе пуянлатрĕ. Праçнике пухăннă халăх тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ.
Сергей Самсонов.