АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атя, яра пар…

25 февраля 2021 г.

 

Район центрĕнчен яла Хĕветут çитрĕ. Хĕрĕх урлă каçнă вăл. Сарă сухалне шит анлăш ÿстернĕ хăй. Çÿçне яп-яка кастарнă. Кĕсйинчен «Прима» ятлă пирус пачкине кăларчĕ те чĕртсе ячĕ, кăвак тĕтĕме ункăн-ункăн авкалантарать кăна.

— Çÿç кастарасшăн çак… — çук ÿслĕкне хырчĕ пĕчĕкрех арçын. — Эпĕ хамăнне хамах майлаштаратăп.

Çакна вăл укçа-тенкĕ тивĕçменнипе çыхăнтарчĕ. Пĕрре çÿç-пуçа йĕркене кĕртессишĕн 200 тенкĕ хăйпăтса юлнине пĕлтерчĕ.

— Çапла, хамах касатăп. Хама хам ырă ĕç тăватăп вĕт. Виççĕмĕш çул тикĕслесе якататăп пуçа, — хăмăр куçĕсене мăчлаттарчĕ Хĕветут. — Акă çапла мелпе усă куратăп…

Сап-сарă сухалне кисĕп евĕр аллисемпе якатса сăтăрса илчĕ те стена çине çакнă анлă тĕкĕр умĕнчи пукан çине вырнаçрĕ.

— Çÿçне тураса якат. Тата пĕркенме пĕр-пĕр япала ил. Халех, — васкатрĕ сарă сухал. — Ан мĕшĕлтет.

Çур сехетрех якалчĕ Хĕветут. Хăйĕн чăп-чăмăр сăн-питне тĕкĕр умĕнче хак пачĕ.

— Аптрамасть вĕт. Халĕ эсĕ те вырнаç. Çур сехетрен «чăн-чăн каччă» пулатăн, — лăх! лăх! сасăпах кĕмсĕртетрĕ вăл. — Ытла та ватă сăн çапнă сана.

Ялта çÿç касакансем пур-ха пирĕн. Пĕри те тепри район центрĕнче ĕçлеççĕ. Канмалли кунсенче те ерçеймеççĕ вĕсем. Чăрмантарасси тата… 200 тенкĕ хăйпăтса юлаççĕ тенипе те çураçрăм.

— Атя, хăямата… Касса яр эппин. Мăкла пуçпа çÿреме те аванах мар. Мунча та хутса кĕресшĕн, — çураçса пукан çине вырнаçрĕ. — Атя, яра пар.

Яра пачĕ вара Хĕветут. Хачăпа та, турапа та ăшталанчĕ çеç. Ман тавралла çур сехет ытла та çаврăнчĕ. Лачкам тара ÿкрĕ хăй.

— Сана паянхи вăхăт ыйтакан мелпе касса ятăм. Фу! — ĕç хатĕрĕсене хăйĕн вырăнне вырнаçтарчĕ пĕчĕкрех арçын.

Кашни япалан хăйĕн хакĕ. Пĕчĕкрех çан-çурăмлă арçын кăштах хăналаннă хыççăн çула тухрĕ.

— Манăн çи-пуç улшăнчĕ паян. Çÿç кастартăм. Хакĕ еплерех-ши? — ыйтуллăн пăхрăм мăшăра. — Хакĕ еплерех-ши?

— Хакĕ — шывĕ, мĕн… — мăкăртатса илчĕ мăшăр. — Урамра ан курăнах капла.

Тĕкĕр çине пăхрăм. Тĕллĕн-тĕллĕн тикĕсленĕ, тĕллĕн-тĕллĕн тĕпĕпех çаратнă пуçа асăрхасан хаштах! сывларăм… 200 тенкĕ хĕрхентĕм вĕт…

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика