25 февраля 2021 г.
Çил-тăман кăçал хуçаланать кăна. Кун сиктермесĕр хĕвет те хĕвет. Çырма та, тăкăрлăк та юр кĕрчĕсемпе тулчĕ. Апла пулин те ял çынни канса лармасть. Çанталăк кăштах лăпланать те арçынсем килĕсенчен тухаççĕ…
Акă, Колхоз урамĕнче те хĕрÿ ĕç вĕрет. Ултă теçетке урлă каçнă Юркка Фадеевăн аллинче пластик кĕреçе вылять кăна. Арçын кил умне туххăмрах тасатрĕ. Çамки çине чалăшрах лартнă хуп-хура çĕлĕкне хывса уçă сывлăшпа тарăннăн сывласа илчĕ те: «Вăт, кăçал юр хулăн. Тыр-пул тухăçлă пуласси куç кĕрет», — терĕ.
Ун шухăшĕпе çураçнăнах Ăвăс çырми леш енче Юркка Терентьев сасси илтĕнчĕ: «Юр çутăр, юр çутăр, пире Турă пулăштăр». Çăм калпак тăхăннăскер, çамки çине капланнă тар пĕрчисене çанă вĕçĕпе шăла-шăла илчĕ.
Çырма урлă çуртсенче пурăнакан икĕ арçын кăштах сывлăш çавăрмалла тесе сăмахласа та илчĕç.
— Юркка, эпĕ те Юркка, — мĕн калассине пытармарĕ Фадеев. — Кăçал, юр хулăнрах выртнă çул, ача-пăчана тăвайккине хăпартас темерĕн-им?
— Чăнах та, иртнĕ çул юр кĕрчĕсене купаласа хăпартнăччĕ-ха. Питĕ çÿллĕччĕ. Шыв сапса пăрлантарнăччĕ тата… — хуравларĕ Терентьев. — Кăçал та мăнуксемпе ярăнма хатĕрленетĕп-ха.
Кĕçĕнрех Юрккасенчен анатарах тĕпленнĕ çулĕсемпе аслă Юркка та юр кĕрчĕсемпе вăй виçрĕ. Алăри кĕреçине çамрăк чухнехиллех вăшт! та вăшт! вылянтарчĕ. Ĕçлес тесех тăрăшрĕ. Кил умне хырса тасатсан Ванюш çурчĕ еннелле утма çул уçрĕ. Ун тăрăх Çĕнĕ урамри арçынĕ-хĕрарăмĕ те лавккана васкать. «Спаççипах», — мухтаççĕ Юрккана Çĕнĕ урамра пурăнакансем. Юркка хăй те: «Спаççипах», — тет.
Мĕншĕн? Утма çул уçнипех укçаллă та пулать тата. Хальхинче те утасранах юр ăшĕнчен 50 тенкĕ тухрĕ.
— Укçа тупрăм. Укçа! — сасăпах вăратрĕ вăл урама. — Укçа!
Унăн сассине илтсе Фадеевпа Терентьев та туххăмрах çитрĕç.
— Укçа! Вăт телей, — тăпăртатрĕç вĕсем. — Укçа.
Укçа çухатаканни ÿсĕр е кĕсйи шăтăк пулнă-ши?
Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ.