25 февраля 2021 г.
Вĕсен ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов та хутшăнать. Иртнĕ кунсенче Красноармейски, Упи, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерчĕç.
Янкас тăрăхĕнчи халăха Александр Николаевич, тĕпрен илсен, районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 2020 çул Трак еншĕн ÿсĕмлĕ пулнă. Акă, тĕслĕхрен, Красноармейскинче республикăра чи малтан çĕнĕ йышши футбол уйне /проект хакĕ 32 млн тенкĕ/ хута янă. Красноармейски ялĕнче газпа тивĕçтермелли тытăма, Трак вăтам, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене, «Колосок» ача садне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Пĕлтĕр 16 шыв башнине йĕркене кĕртнĕ, 17 ял территорийĕнче тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçленĕ, 122 социаллă об±ект патне 15 çухрăм тăршшĕ тротуар сарнă, 75 ялта ача-пăчапа спорт лапамĕсем тунă, общество инфратытăмне аталантарма пуçару бюджетне тĕпе хурса 33 проект ĕçе кĕртнĕ, 15 çухрăма яхăн автоçул юсанă. Вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче котельнăйсене юсаса çĕнетнĕ, тĕрлĕ об±ектпа çĕр участокĕн докуменчĕсене хатĕрленĕ чухне бюджет укçине чылай перекетлеме пултарнă.
; ; ;
Ял тăрăхĕсенче те пĕлтĕр хĕрÿ ĕç вĕренĕ. Уписем акă вырăнти сĕнÿсене тĕпе хурса общество инфратытăмĕн аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçленĕ. Тусай ялĕн масарĕ çинче пÿрт лартнă, Тури Кушар, Анат Кушар тата Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕсенче шыв пăрăхĕсене тĕпрен çĕнетнĕ, Тусай ялĕнчи Пролетари, Совет, Симĕс урамсене тата пĕр тăкăрлăка йĕркене кĕртнĕ. Çавăн пекех Упири, Янмурçинти тата Анат Кушарти шыв башнисене юсанă, çапла вара малашне халăха таса шывпа тивĕçтерме май килĕ. Тĕп усадьбăри Сапожников урамĕнчи территорие тирпей-илем кĕртнĕ, ача-пăча тата спорт лапамĕсене ĕçе янă, «Культурăна аталантарасси» республика программипе кану центрне тĕпрен юсама вăй çитернĕ.
; ; ;
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Иванова палăртнă тăрăх, ку тăрăхра пурăнакансем те тăрăшуллă çынсем. Иртнĕ çул Мăн Шетмĕсем тĕп усадьбăри масара тирпейленĕ. Кушарта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене асăнса палăк çĕкленĕ. Дворикри Ярмушкин, Анат Типçырмари Димитров, Йĕпремри Шоссе тата Пĕве урамсенчи çула юсанă. Тури Типçырмара пушар хăрушсăрлăхне сирме шыв тăракан вырăна тасатма пултарнă. «Кăçалхи тĕллевсем те пĕчĕк мар, — терĕ Галина Ивановна. — Чи малти вырăнта, паллах, бюджетăн тупăш пайне ÿстересси, кăçалхи проектсене тивĕçлипе ĕçе кĕртесси, çул-йĕре тытса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхне сирме тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçласси, урамсене çутăпа тивĕçтересси. Пĕр сăмахпа, ял халăхне пурăнма хăтлăх туса парасси». С. Самсонов.