АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмран каймасть ентеш-композитор

25 февраля 2021 г.

Илья Романович Степанова эпĕ мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ. Çывăх тăван пулнăран пирĕн пата, Пăрăнтăка, час-часах килсе çÿретчĕ. Эпĕ астăвасса, йăрăс пÿллĕ каччăн хул пуççи çинче фотоаппарачĕ, кĕсйинче вара блокнотпа кăранташчĕ.

Эпир ăна питĕ кĕтеттĕмĕр. «Илюш пичей килет, пире сăн ÿкерет ĕнтĕ — тетчĕ йăмăкăм. — Калăр-ха, ан ÿкертĕр, кĕпи лапăртанать, апи ятлаçать» тенине халĕ те астăватăп. Илюш пичи тунă сăн ÿкерчĕксем халĕ те упранаççĕ.

Каярахпа хăй Ленинградра ĕçленĕ чухне те çырусем çырсах тăратчĕ. Эпĕ аслă классенче вĕреннĕ чух Илья Романович Мăн Шетмĕ шкулĕнче юрă урокĕсем ирттерме пуçларĕ. Шкулта йĕркелекен тĕрлĕ мероприятисенче яланах мана уйрăммăн юрлаттаратчĕ.

Каярахпа эпĕ пĕр хушă Пăрăнтăкри клубра ĕçлерĕм. Илья Романович ун чухне Кушкăри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçиччĕ.

Пĕрле ĕçленĕ чухне, хĕллехи вăхăтсенче, концертсем хатĕрлеттĕмĕр, юнашар ялсене тухса çÿреттĕмĕр. Илья Романовича чĕнсен вăл яланах мероприятисем йĕркелеме пулăшатчĕ. Çуллахи вăхăтра агитбригадăпа çÿреттĕмĕр. Вăл вăхăтра Георгий Трофимов сăвăç Мăн Шетмĕ библиотекинче ĕçлерĕ. Вăл та пирĕнпе пĕрле уй-хир ĕçченĕсем патне тухса çÿретчĕ, сăвăсем вулатчĕ. Çав вăхăтра Илья Степанов унăн сăввисемпе темиçе юрă та çырнăччĕ. «Тавтапуç учительсем сире» юрă питех те аван янăрать.

Пирĕн ентешĕн Леонтий Семеновăн тăван тавралăха юратса çырнă сăввисемпе те темиçе юрă кĕвĕленĕ. Районти Ĕçпе юрă уявне хатĕрленме пуçтарăнаттăмăр. Çав вăхăтра хуçалăх ертÿçисенчен, партипе комсомол, профсоюз организацийĕсене ертсе пыракансенчен çирĕп ыйтатчĕç. Уява хутшăнма пысăк коллектив тăратмалаччĕ. Районти пĕрлештернĕ хорпа юрламалли юрăсене вĕренме пĕрле пуçтарăнаттăмăр. Фермăра, уй-хирте ĕçлекен çамрăксене пуçтарса Кушкăна каяттăмăр, çурçĕр иртичченех хатĕрленеттĕмĕр тĕп праçнике.

Унсăр пуçне хамăр коллективăн та программа тăратмалла пулнă. Илья Романович ытларах унта Филипп Лукин юррисене кĕртме тăрăшатчĕ. Уявра тĕл пулсан иккĕшĕ уйрăлми калаçатчĕç вара. Эпĕ хам урăх ĕçе куçсан та юрă-ташăран уйрăлман. Музыкçăна пулăшма тăрăшнă. «Мичуринец» хуçалăх çулсерен вăтăр çынран хор тăратнă уявра.

Кушкă, Карай, Мăн Шетмĕ шкулĕсенче, «Хĕвелĕм» ача сачĕнче ачасене юрлама вĕрентнĕ. Кушкăри шкулта хор коллективне йĕркелерĕ. Хĕллехи вăхăтра бригадăсем, ферма коллективĕсем хушшинче смотр-конкурссем ирттереттĕмĕр.

Коллективсене хатĕрлеме Илья Степановран пулăшу ыйтаттăмăр. Клубсенче музыка инструменчĕсем сахалччĕ. Илья Романович çуллахи вăхăтра баянне велосипед çине лартса, хĕллехи вăхăтра утиялпа чĕркесе çунашкапа туртса çÿретчĕ.

Кушкăран Анаткаса çитме 8 çухрăма яхăн. Ÿркенменскер хĕллехи каçсенче çапла çÿретчĕ. Хамăр çамрăк пулнăран-ши шутлама пĕлмен, ăна çурран уттарнă. Халĕ вара телефонĕ те пур, машини те чупать. «Хĕвелĕм» ача сачĕнче илемлĕ саслă хĕрсем ĕçлетчĕç. Çак коллектив нумай концертсене, смотр-конкурссене хутшăнчĕ, районти Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ.

Йĕпремри «Чамăш» ушкăна та çав вăхăтрах йĕркелерĕç. Чамăшсем те хăйсен юрри-ташшипе халăха нумай савăнтарчĕç.

Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ ентешĕм. Çав хушăрах 4000 юрă çырма та, вĕсенчен 1200-ĕшне кĕнекере пичетлеме ăçтан вăй-халĕ çитнĕ-ши унăн?

Юлашки вăхăтра «Шурăмпуç» ушкăнпа нумай ĕçлерĕ вăл. Районти конкурссене хутшăннисĕр пуçне çывăхри ялсенче, юнашар районти клубсенче концерт кăтартнă.

2016 çулта темиçе çĕре те çитрĕмĕр. «Ĕçсем пуçланиччен тепĕр çĕре кайса килер-ха, программа йĕркеленсе çитрĕ», — терĕ. Тем май килмерĕ кайма.

Пĕррехинче, çул çинче, Илья Степанова аякранах асăрхарăм. Калаçмалли сăмах пурччĕ. Тулă пусси еннелле пăхнă та мандалинипе пăнтăртаттарса илет, блокночĕ çине темĕн çырать.

Юрă çырать ĕнтĕ, чăрмантарас темерĕм. Хăш юррине çырчĕ-ши вăл çав вăхăтра, тен, хамăра та юрлаттарчĕ пуль кайран.

Питĕ сăпайлă, ырă кăмăллă çынччĕ çав вăл, хăшĕ-пĕрисем пек «эпĕ мĕнле маттур» тесе кăкăр çапса çÿремен.

Репетицисенче те нихăçан та вăрçмастчĕ, вĕрентсе çеç калатчĕ.

«Атьăр, пуçлар» тетчĕ те баяна тăсса яратчĕ.

Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор пулсан та таланчĕ иксĕлми. Ахаль мар унăн тав хучĕсем, дипломсемпе мухтав хучĕсем, медальсем нумай.

«Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята та ахальтен паман ĕнтĕ ăна. Удостоверенисене, хаклă хутсене тирпейлĕ упрама пултарнишĕн, Илья Романовича ĕçлеме хавхалантарса пынишĕн, паллах, мăшăрне Нина Ивановнăна тав тумалла. Хăй сăпайлă, йăваш пулсан та юррисем мĕнле илемлĕ. Хăватлăн янăраççĕ. Красноармейскисен гимнĕ мĕне тăрать.

Шел, вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлчĕ. Пурăннă пулсан татах çĕнĕ, илемлĕ юрăсемпе савăнтаратчĕ пуль халăха. Галина ТИХОНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика