25 февраля 2021 г.
Кун пирки Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова «вăрçă ачисене» тивĕçекен çăмăллăхсем тавра ирттернĕ брифингра пĕлтернĕ.
Пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнĕ май «Вăрçă ачисем çинчен» саккун йышăннă. Пирĕн республикăра çак йышра — 65 пине яхăн çын. 40 пинĕшĕ ятарлă удостоверени илнĕ. Енчен те çак документа илме чăрмавлă пулсан социаллă хÿтлĕх центрĕсемпе çыхăнма май пур — унти специалистсем пулăшĕç.
Алена Елизарова республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче «вăрçă ачисене» укçан пулăшу парасси çинчен каланине палăртнă. ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче «вăрçă ачисен» çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсен 25 процентне саплаштарас ыйтăва пăхса тухнă. Саккун проекчĕ вăя кĕрсен кăçалхи утă уйăхĕнчен çак çăмăллăхпа усă куракансенчен ыйту йышăнма пуçлаççĕ. Енчен те «вăрçă ачисем» категорири çынсем тĕрлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ пулсан — вĕсен пĕрне суйламалла. Ирина Сергеева