18 февраля 2021 г.
Упи тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян. Çакна кун-çулăма ку енпе çыхăнтарсан пушшех те аван туйса илтĕм. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вара ытларах аслă ăру çыннисемпе çыхăнăва çирĕплетрĕм. Вĕсем хушшинче мĕн тума пĕлмен çын çук пулĕ? Ку хутĕнче Янмурçин ялĕнче тĕпленнĕ Юлия Леонидовăна тĕл пултăм. Чылайччен пуплерĕмĕр, çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ. Çывăх кунсенче Юлия Константиновна пурнăçĕнчи сумлă юбилейне паллă тăвать-çке.
— Эпĕ Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Хусакассинче 1946 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, — пуçларĕ калаçăвне Юлия Константиновна. — Хама кун-çул пилленĕшĕн, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн аттепе аннене тав тума тивĕç. Кил хуçи Константин Федоров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Хаклă çыннăмăра 1941 çулхи авăн уйăхĕнче фронта илнĕ. Хура тинĕс флочĕн пехотинецĕ пулнă вăл. Атте хăй вăрçă пирки ытлашшиех каласа пама юратмастчĕ. Анчах калаçăвĕнче тăтăшах Сухуми, Батуми, Феодосия, ытти хуласене асăнатчĕ. 1942 çулхи кăрлачра пĕр хаяр çапăçура ураран йывăр аманать вăл, госпитальсенче нумай сипленет. Анчах мина ванчăкĕсемпе сиенленнĕ хăрах урине чĕркуççинчен аяларах татма тивнĕ. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса Константин Федорович тăван киле таврăнать. Çул çинче атте ăнсăртран аслă пиччĕшне Афанасие тĕл пулать. Лешĕ те ун чухне фронтра ирсĕр тăшманпа çапăçнă. Хаклă çыннăмăра кĕçех колхоз бригадирĕ пулма шанаççĕ, вăл ут хатĕрĕсем, урапа-çуна юсаса тăрать. Чылай хушă ферма заведующийĕнче тимлет.
1943 çулта яла медсестра пулса ĕçлеме килнĕ 19 çулхи Нина Павловăпа паллашать вăл. Хусакассинче çĕнĕ çемье тĕвĕленет. Пирĕн анне Канаш районĕнчи Матьшу ялĕнче йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Кукаçи Павел Семенов вăтам хресчен шутланнă, таврари ялсенче тырă, кĕрпе арманĕсем тытнă. Вăрçă вăхăтĕнче анне пурнăçламан ĕç те юлман пулĕ: тырă вырнă, ăна çапса кĕлете кĕртнĕ, утă çулнă, ферма кормоцехĕнче тăрăшнă… Тата мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă-çке.
Аттепе анне 7 ача — тăватă ывăлпа виçĕ хĕр — çуратса ÿстерчĕç. Шел, атте вăрçă суранĕсене пула 40 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Пĕтĕм йывăрлăх аннен хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Апла пулин те вăл пире пурне те тĕрĕс-тĕкел, сывă \çитĕнтерчĕ, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентрĕ. Пире нихăçан та выçă лартман, çĕтĕк çÿретмен. Хуçалăх ĕçĕнчен пушансанах анне çăматă йăвалама ларатчĕ. Ăна туянма вара аякри ялсенче те килетчĕç. «Нина йăваланă çăматăсем сукна пек, хутлатсан та йĕр юлмасть», — тетчĕç.
1962 çулта Нина Павловна хăй 1940 çулта Канашри медицина училищи вĕренсе пĕтерни çинчен калакан диплома çĕнетрĕ, ун хыççăн Хусакассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçларĕ, ялти, Крентейкассинчи тата Йÿçкассинчи çынсен сывлăхне сыхлассишĕн тăрăшрĕ. Хăй кăмăлланă профессипе вăл 1981 çулхи çу уйăхĕччен вăй хучĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан ахаль лармарĕ — райцентрти предприятисемпе учрежденисенче техслужащире тăрăшрĕ. Ăна тирпейлĕхшĕн, ăшă та ырă кăмăлĕшĕн яланах хисепленĕ. Вăл ял совет депутачĕ те пулнă. Ĕç ветеранĕ. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пус çумне пус пуçтарса пысăк кирпĕч çурт хăпартса лартма вăй çитерчĕ анне. Анчах усал чирĕ те хыçран çÿрет тейĕн, 1993 çулта шалкăм çапрĕ ăна. Вунă çул Красноармейскинчи Зина хĕрĕ пăхса пурăнчĕ. 89 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ хаклă çыннăм.
Юля — çемьери иккĕмĕш ача. Вăл 1953-1957 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Паян кун та хăйне пĕлÿ панă Анна Осиповнăна, Елена Антоновнăна, Марфа Дмитриевнăна манаймасть. Серафима Дмитриевна вара пукане театрне йĕркелесе янă. Пуканисене вĕренекенсемпе пĕрле ăсталанă. Хусакасси хĕрĕ «Тилĕпе кашкăр», «Çарăк», «Виçĕ упапа Маша», «Красная шапочка» юмахсене лартнине паян кун та аса илет.
— Пирĕн ачалăх ĕçпе иртрĕ, — тет паян Юля аппа. — Йышлă çемье пирки тата асли пулнă май шăллăмсемпе йăмăксене асăрхама тивнĕ. Хурсем пăхнă, ĕне çитерме çÿренĕ. Пĕчĕклех хуран çакса вучахра яшка пĕçерме вĕрентнĕ пире. Пиччепе чуста çăрса кăмакара йăвапа кукăль пĕçереттĕмĕр. Хĕллехи каникул кунĕсенче хире юр тытма çÿренĕ, çуркунне вара выльăх-чĕрлĕх, лаша витисене тислĕк хырма кайнă. çулла вара кану мĕнне пĕлмен. Эпĕ пĕлÿ илнĕ çулсенче шкулти пионер отрячĕсем хушшинче кивĕ хут, тимĕр-тăмăр, кĕл, чăх каяшĕ пуçтарассипе ăмăртусем йĕркелетчĕç. Пирĕн класс ялан мала тухатчĕ. Пионер организацийĕ çуралнă кун вăрманта чĕртнĕ кăвайт умĕнче пултарулăхшăн тутăрпа чернил кĕленчи панине ăçтан манăн?
Трак вăтам шкулĕнчен аяларах кĕнеке лавкки пурччĕ. Унта пирĕн ялти Максим Михайлов суту-илÿ тăватчĕ. Вăл пире те ялсем тăрăх кĕнекесем сутма явăçтаратчĕ. Вĕсем питĕ хитретчĕ, 2, 3, 5 пус тăратчĕç. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисене сутуçă пĕрер юмах кĕнеки тыттаратчĕ. Эх, епле савăнман пулĕ?
Красноармейски вăтам шкулĕн саккăрмĕш класне пĕтерсен Юля Канашри медицина училищине кайма çирĕп тĕллев тытать. Ялти виçĕ хĕрача — Юлия Чеботарева, Зоя Павлова тата Юля Федорова вăрăм çула тухаççĕ. Пĕрремĕшĕ экзаменсене ăнăçлă тытаймасть, Улатăрти чукун çул техникумне вĕренме каять. Зойăпа Юля медицина училищин студенчĕсем пулса тăраççĕ.
— Медицина сестри пулма анне витĕм кÿчĕ пулас. Тата тырă вырнă чухне çурлапа алла кастарни сахал мар пулнă. Ана çине пĕчĕк йывăç арча йăтса шурă халат тăхăннă хĕрарăм-медсестра тухатчĕ. Алăри сурансене сиплетчĕ. Куçсене эмел яратчĕ. Эпĕ ун чухне сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ çине питех те ăмсанса пăхаттăм. Çавăн чухне çуралчĕ пулĕ ĕнтĕ çак специальноçе алла илес шухăш, — сăмах çăмхине сÿтет паян сывлăха сыхлас ĕç ветеранĕ.
1961-1964 çулсенче Канашра пĕлÿ пухать Юля. Икĕ çул çын патĕнче хваттерте пурăнма тивнĕ.
— Зойăпа пĕрле вырнаçрăмăр хваттере. Тепĕр чухне кил хуçисем электричество нумай çунтаратăр тесе ятлама та пăхатчĕç. Апатне кăмака плити çинче кăна пĕçерме ирĕк панă. Тепĕр чухне, эпир занятисенчен каярах юлса килнĕ кунсенче, кăмака хутса кăларнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш хут хутаймастăн. Çăкăрпа, чейпе çĕр каçни те пулнă, Юрать-ха виççĕмĕш курсра общежитинче вырăн пачĕç. 9-ăн пурăнма пуçларăмăр, — аса илет çав тапхăра Янмурçинсен кинĕ.
Алăра тахçанах кĕтнĕ диплом. Хĕр направленипе хамăр район больницине ĕçе вырнаçать. Малтанах стационарта медсестрара тăрăшать. Унтан Шупашкарти ача çуратмалли 3-мĕш учрежденире специализаци тухнă хыççăн, 1970 çулхи юпа уйăхĕччен, райбольницăн ача çуратмалли уйрăмĕнче вăй хурать. Çакăн хыççăн Юлия Константиновнăна Янмурçинти ФАПăн заведующине çирĕплетеççĕ. 37 çул тăрăшать кунта вăл — Акулина Клементьева акушеркăпа /35 çул/, Ирина Владимирова медсестрапа, Вера Алексеева /21/, Ирина Кузьмина /16/ санитаркăсемпе, Алина Никифоровăпа ĕçленĕ çулсене ăçтан манăн? Пĕр вăхăт Пайсупинри ФАПра фельдшер пулман пирки кунти çула та Юлия Леонидовăн такăрлатма тивнĕ. Каярах Кĕрекаç ялĕн çыннисен ыйтăвĕсене те тивĕçтермелле пулнă. Çавна май вăл Зинаида Архипова санитаркăн ĕçне уйрăммăн палăртать.
— Пирĕн ĕçе грампа та, метрпа та виçме çук. Эпир хамăрăн пĕрремĕш тивĕçе нихăçан та манман. Кирек епле çанталăкра та — сивĕ-и е ăшă-и, çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать-и, чĕннĕ çĕре ялан вăхăтра çитме тăрăшнă — тет халĕ ĕç ветеранĕ. — Ахальтен мар пулĕ 1981 çулта ĕç кăтартăвĕсемпе пирĕн ФАП пĕрремĕш вырăна тухрĕ, кану çуртне кайма тÿлевсĕр путевка çĕнсе илчĕ. Манăн сăна районти Хисеп хăми çине кĕртрĕç. 1993 çулта вара пĕрремĕш категориллĕ медсестра квалификацине тивĕçрĕм. 1979 çулта «Çĕршывăн санитарипе оборона отличникĕ» ят пачĕç, 2001 çултанпа «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» эпĕ, 2007 çулта «Районти чи лайăх кăтартуллă ФАП» конкурса çĕнтертĕмĕр. Çак тапхăрта аса илмелли çук мар. Медицина ĕçченĕн чирлисемшĕн сывлăх хуралçи анчах мар, çывăх юлташ, тăван, унтан та ытларах – амăшĕ вырăнĕнче пулмалла.
Юлия Леонидова çак тапхăрта обществăлла пĕр ĕçрен те юлман тесен тĕрĕсех пулĕ. Вăл — вырăнти хĕрарăмсен канашĕн, художество пултарулăх коллективĕн членĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Константинова ертсе пыракан «Сурпан» фольклор ушкăнĕнче юрлать. 2010 çулта вара ăна Янмурçинти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен /пенсионерсен/ канашĕн ертÿçи пулма суйланă. Çак çăмăлах мар лава тивĕçлипе туртса пырать вăл. Акă, ватăсем пĕр пулса, «Манăçми ялăм, Янмурçин» историллĕ кĕнекене ял халăхĕ патне çитернĕ, ентешĕсем пулăшу кÿнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене хисеп туса стела вырнаçтарнă. Ача-пăча лапамĕ тунă, 144 фронтовика ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма парк никĕсне хывнă, йывăçсем, каярах кедрсем лартса хăварнă. Унчченхи ФАП çуртĕнче таврапĕлÿ музей-кĕтесне уçнă, Аслă Çĕнтерÿ\ 75 çул тултарнине халалласа сăн ÿкерчĕксен альбомне хатĕрленĕ. Ку евĕр ырă ĕçсен ячĕсене малалла та тăсма пулать. Пирĕн тăрăхра пархатарлă ĕçсем ялан хисепре. Общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн ентешĕмĕре тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе чыс тунă, «Упи ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Хăйне кулленхи ĕçсенче пулăшса пыракансен вун-вун хушаматне асăнчĕ вăл, çапах калаçăвĕнче Ленин орденĕн кавалерĕн, тăван хуçалăхра 40 çул ытла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшнă Апполинария Ивановăн ячĕ темиçе хут та тухрĕ.
— Мăн Çавал хĕрринчи Хусакассинче çуралса ÿсрĕм, кун-çулăм çак юханшыв хĕрринче ларакан Янмурçинпа çыхăнчĕ, — тет манпа сывпуллашнă май кинемей. — Ку ял çыннипе Николай Леонидовпа пĕрлешрĕмĕр. Нимĕнле ĕçрен те хăраман арçын пулчĕ вăл манăн. Хуçалăхра уй-хир, трактор бригадисен бригадирĕнче, гараж пуçлăхĕнче, экспедитор-диспетчерта тăрăшрĕ, вăрман касса та турттарчĕ…
Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Асли — Валерий, строительство керамикин «КЕТРА» заводĕнче вăй хурать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе, Алинăпа, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Вăталăх ывăлĕ, Юрий, предприниматель, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетне пĕтернĕ. Çемьере тăватă ача çитĕнет. Кĕçĕнни — Галина, аслă пĕлÿллĕ тухтăр, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне, Самарти медицина институтне пĕтернĕ. Галина Сушко пĕр вăхăт районти тĕп сыватмăш коллективне ертсе пычĕ, халĕ врач-нарколог-психиатр, поликлиника ертÿçи. Мăшăрĕ, Юрий Леонидович, газ уçлакан станцире тăрăшать. Ывăлĕ Кирилл аслă шкулта ăс пухать.
Леонидовсен медицинăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 95 çултан иртнĕ.
…Çавăн пек çын вăл Юлия Леонидова, Янмурçинти ватăсен хастар ертÿçи, çитес юнкун 75 çул тултаракан юратнă та ăш пиллĕ амăшĕ, хастар, ларма-тăма пĕлмен кинемей. Малашне мĕн палăртнине пурнăçлама Турри сывлăхне патăрччĕ ăна. Т. Борисова.