18 февраля 2021 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе Трак енре кăçал аграри секторĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевсене сÿтсе явнă.
Александр Николаевич 2021 çулта Трак енре производство объекчĕсем тума тата вĕсене юсаса çĕнетме 12 инвестици проекчĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 91,1 млн тенкĕ. Уйрăммăн илсен, «Красное Сормово» обществăра 400 пуç вырнаçмалăх ĕне вити тума, зерносушилкăна юсаса çĕнетме, «Нива» ЯХПКра 150 пуç\ вырнаçмалăх ĕне вити, «ВОЛИТ» хуçалăхра СЗТ-16 зерносушилка, 350 пуç пăру вырнаçмалăх вите, Анатолий Игнатьев ХФХинче 100 пуç вырнаçмалăх пăру вити, кормоцех, Леонид Посадский хресчен фермер хуçалăхĕнче 500 пуç вырнаçмалăх сурăх ферми, Ирина Игнатьева ХФХинче 150 пуç выльăх вырнаçмалăх вите çĕклесе лартма, Владислав Степанов ХФХинче гараж юсаса çĕнетме пăхаççĕ. Пĕр хуçалăхра фермăна юсаса çĕнетесшĕн, тепринче çĕр çырли çитĕнтерме тытăнасшăн.
Сергей Геннадьевич коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăрта экономикăри лару-тăру çăмăлах маррине, çапах регионта агропромышленность комплексĕн инвестици проекчĕсем вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Çакă вара хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ытларах ял хуçалăх продукчĕсем туса илме, çĕршывăн, регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне ÿстерме май парать те.