18 февраля 2021 г.
Канмалли кунсенче ытти çĕрти пекех Трак енре те «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2021» спорт уявĕ иртрĕ.
Унăн тĕллевĕ — йĕлтĕр спортне халăх хушшинче сарасси, ăна малалла аталантарса пырасси, ачасемпе яш-кĕрĕме физкультурăпа спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси.
Çулленех нарăс уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри асăннă спорт мероприятийĕ йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма кăмăллакан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çĕршер те çĕршер çынна йыхравлать. Юлашки вăхăтра çанталăк кăларса тăратакан пăтăрмахсене пăхмасăр Трак енче пурăнакансем те йĕлтĕр йĕрĕ çине йышлăн тăчĕç. Газ уçлакансен стадионне вун-вун çын пухăнчĕ: районти 10 шкулта вĕренекенсемпе педагогсем, шкул çулне çитмен учрежденисенче воспитани илекен пепкесем, Алманч. Кĕçĕн Шетмĕ, Карай, Красноармейски тата Упи ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, райпора, «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Красноармейскинчи ветеринари станцийĕнче», ЧР Сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕ больници» БУн «Красноармейски районĕн тĕп больници» филиалĕнче, «Автошвейпред» обществăра, газ уçлакан Заволжская станцире тăрăшакансем — пĕр сăмахпа, физкультурăпа спорта кăмăллакансем, хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăракансем. Илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Спорт уявне хутшăнакансене регистрацилесси, старт номерĕсем парасси пырать.
Палăртнă вăхăт çитрĕ. Спортсменсем парада йĕркеленсе тăраççĕ. Патшалăх гимнĕ янăранă май Раççейĕн виçĕ тĕслĕ ялавне çĕклеççĕ. Спорт уявне пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов саламлать. Вăл куллен уçă сывлăшра пулакансем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине палăртрĕ. Александр Николаевич пурне те ăнăçлă старт илсе финала тулли те савăк кăмăлпа çитме сунчĕ. Спорт праçникĕн тĕп судйи Владимир Моисеев программăпа паллаштарчĕ.
Уйрăмах шкулсенче вĕренекенсем старта йышлăн тухни палăрчĕ. Мероприятие йĕркелесе ирттерме Трак тата Красноармейски вăтам шкулĕсен волонтерĕсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Дистанцие чупса тухнисене вĕри чейпе хăналарĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсене, дипломсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
VIP чупура хĕрарăмсенчен Упи вăтам шкул директорĕ Галина Германова, арçынсенчен Игорь Дмитриев /«Автошвейпред»/, Эдуард Сорокин /ветстанци/, Анатолий Гаврилов /Пикшик шкулĕ/ палăрчĕç. Шкул çулне çитмен хĕрачасем хушшинче Софья Филиппова /Карай/ мала тухрĕ. 1-4 классенчи хĕрачасем хушшинче Анастасия Мефодьева /Трак/, Анастасия Пирошкина /Кĕçĕн Шетмĕ/, Лиза Романова /Красноармейски/, арçын ачасенчен Андрей Николаев, Сергей Григорьев /Трак/, Лев Игнатьев /Кĕçĕн Шетмĕ/ пъедесталăн 1-2-3 картлашки çине улăхрĕç. 1961 ç.ç. тата унран аслăрах арçынсем хушшинче Юрий Федоров /Карай/, Исай Иванов /ЗЛПУМГ/, Эдуард Арсентьев /Упи/, 1966 ç.ç. тата унран аслăрах хĕрарăмсенчен Вера Иванова /Пикшик/, Ираида Петрова /Чатукасси/, Надежда Григорьева /Карай/ мала тухрĕç. 1967-1986 ç.ç. хĕрарăмсенчен хăйсен дистанцийĕсенче Нионила Николаевăна /Упири ПНИ/, Лариса Ильинана /Карай/, Татьяна Семеновăна /райпо/, 1962-1981 ç.ç. арçынсенчен Евгений Яковлева /Красноармейски/, Владислав Терентьеа /райпо/, Юрий Иванова /ЗЛПУМГ/ çитекенни пулмарĕ. 1987-2002 ç.ç. хĕрарăмсенчен Олеся Ефимова /«Сеспель»/, Людмила Голова /«Колосок»/, 1982-2002 ç.ç. арçынсенчен Владимир Петров, Петр Григорьев /ЗЛПУМГ/, Иван Гаврилов /Кĕçĕн Шетмĕ/ çĕнтерчĕç.
Шкулсенче вĕренекенсем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Вĕсен икĕ çухрăма чупма тиврĕ. 5-8-мĕш классенчи хĕрачасем хушшинче Анастасия Николаева /Трак/, Анна Львовăпа Любовь Игнатьева /Кĕçĕн Шетмĕ/, çак ÿсĕмри арçын ачасенчен Владимир Козлов /Кĕçĕн Шетмĕ/, Егор Иванов /Карай/, Кирилл Игнатьев /Кĕçĕн Шетмĕ/ наградăсене тивĕçрĕç. 9-11-мĕш классенчи хĕрсенчен Юлиана Лаврентьева, Софья Лаврентьева /Трак/, Татьяна Димитриева /Карай/, асăннă ÿсĕмри арçын ачасенчен Александр Антонов, Петр Яковлев /Трак/, Никита Семенов /Кĕçĕн Шетмĕ/ парнеллĕ пулчĕç.
Кăштах историрен. Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва 1982 çултанпа йĕркелесе ирттереççĕ. Унта профессионал-йĕлтĕрçĕсемпе пĕрлех спортăн çак енне килĕштерекенсем те — 7-рен пуçласа 70 çул тултарнисем — хутшăнаççĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» уяв спорт пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăчĕ. С. Самсонов.