АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитре çурт ăсти

18 февраля 2021 г.

Хитре çурт ăсти

 

Хальхи вăхăтра ялсенче чаплăран та чаплă çуртсем хăпартма пуçларĕç. Çакна эпĕ журналист ĕçĕпе Трак тăрăхĕнче çÿренĕ май сахал мар курнă-асăрханă.

 

Акă, Красноармейски ял тăрăхĕнчи Янкас ялĕнчи пĕр çурт ыттисенчен самаях уйрăлса тăрать. Унăн хуçипе Галина Илларионовна Юлмасовăпа калаçма тÿр килчĕ. «Сирĕн çурт хăйне май хитре, çынсене хăй çине пăхтарать. Мĕнле майпа çак кермене çĕклесе лартма пултартăр?» — ыйтатăп кил хуçинчен. «Хитрелĕх пĕтĕмпех Слава Васильевра. Вăл çурт çавăрнă вăхăтра мĕн пур ĕçе хăй çине илчĕ. Çу пуçламăшĕнче тытăнтăмăр та кĕркунне çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрăмăр. Çут çанталăк газĕ, çутă, шыв кĕртнĕ, канализаци пур», — каласа кăтартрĕ Галина Илларионовна.

Çакăн хыççăн Юлмасовсен çуртне хăпартнă маçтăрпа тĕл пулма шутларăм. Акă Вячеслав Федоровичпа тата унăн мăшăрĕпе райцентрти Карл Маркс урамĕнче хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă çуртĕнче ларатпăр. Сĕтел çинче вĕри чей пăсланать. Вĕсен пÿрчĕ пысăках мар, питех те килĕшÿллĕ, сăпайлă.

— Пире, пенсионерсене, çакăн евĕрлĕ çурт çителеклĕ пуль терĕмĕр, — пĕлтерет кил хуçи. — Çурма путвалта мунча пур, бильярд валли те вырăн тупăнчĕ. Мансардăра хăнасем валли вырăн уйăртăмăр.

Мана ытларах Вячеслав Федоровичăн ăсталăхĕ çинчен пĕлес килчĕ.

— И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет-авт./ ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн кÿртĕм /заочно/ майпа архитектура институтне вĕренме кĕме шут тытрăм. Анчах ку специальноçе капла мелпе вĕрентмеççĕ иккен. Халĕ кулянмастăп çакăншăн, ватлăх енне кайсан хамăн проектпа 5 çурт хăпартрăм. Ĕмĕтсем пурнăçланчĕç пек, — сăмахне тăсать кил хуçи. — Пĕрремĕш çурта хам валли турăм, ăна 2005 çулта хута ятăм. Ун чухне çуртсене керамблок текен шăтăклă кирпĕчрен купалатчĕç, çиелтен силикат кирпĕчпе хуплатчĕç. Ку меслет мана питех килĕшместчĕ. Эпĕ заводра ăсталанă керамзит блокĕ керамблок кирпĕчрен ăшăраххине пĕлнĕ-ха.

Çав çулсенче Çĕнĕ Шупашкарта нимĕçсен çĕнĕ йышши блок кăларакан линине хута яни пирки илтрĕм. Атăл çинчи хулари тĕп архитекторпа тĕл пулса канашлама шут тытрăм. Манăн килте архитектура çинчен çырнă кĕнеке-журнал нумай, вĕсемпе самаях паллашнă. Мускаври архитектура куравĕсене те пĕрре мар çитсе курнă. Çавăнпа кĕрнеклĕ, шурă çÿçлĕ архитекторпа калаçу лайăхах сыпăнса пычĕ. Унпа эпир уйрăм çынсен керменĕсемпе нумай хутлă çуртсене хăпартнă чух мĕнле уйрăмлăхсем пурри çинчен калаçрăмăр. Иксĕмĕр те пĕр шухăш патне пытăмăр: харпăр хăй валли тунă çуртсем тавра бетон отмостка тума кирлех мар. Ун вырăнне пÿрт çумне тăм тултарса хытармалла. Вăл йĕпенет те типет. Бетон отмостка айĕнче вара нÿрĕ тăрать. Хальхи технологипе тунă штукатурка ĕмĕрĕпех çирĕп тăрать, термос евĕр ăшă тытать. Çапла хамăн шухăшсемпе паллаштартăм, пулас çуртсен хам хатĕрленĕ планĕсемпе проекчĕсене те кăтартрăм. Вĕсем те килĕшрĕç ăна.

Майĕпен керамзит блок теми çине куçрăмăр. Хула архитекторĕ каланă тăрăх, нимĕçсен блок тăвакан конвейерĕнче компьютер вырнаçтарнă. Тĕрлĕрен пысăкăш керамзит шарикĕсем хушшине вăрман мăйăрĕ, унтан пăрçа пекки лексе монолит пулса тăрать. Ăна вĕри цементлă нÿрĕ пăспа хăвăрт хытарнă хыççăн пĕр пек виçеллĕ блок тухать. Хутăш шариксем тĕрĕс пулмасан компьютер конвейера чарса лартать имĕш. «Нимĕçсем ытларах хăйсен çурчĕсене блокран купалаççĕ терĕн. Эпир вара çавăн евĕрлĕ блок кăларатпăр та. Вăл керамблок кирпĕчрен нумай ăшă тытать, — савăнтарчĕ мана хайхискер. — Сире аслă шкулта сопромат элеменчĕсене вĕрентнĕ-и?» «Кăштах пулнă. Маятник форматлă лабаратори станокĕ пурччĕ, унпа усă курса болтсем мĕнле йывăрлăхпа татăлнине сăнанăччĕ», — аса илтĕм эпĕ. «Апла эпĕ сана нимĕçсен ăшă блокне парнелетĕп, унăн çирĕплĕхне килте тĕрĕслесе пăх», — сĕнчĕ çурт проекчĕсен маçтăрĕ калаçăва вĕçленĕ май. Архитектор патĕнчен хавхаланса тухрăм эпĕ.

Киле çитсенех кувалда аврине рейкăпа тăсрăм. Хайхи рейкăна сехет маятникĕ пек çакса ятăм. Пĕр метр çÿллĕшĕнчен кувалдăна вĕçертсе ярса хайхи нимĕç керамзит блокне çапăнтартăм. Чăтрĕ мăнтарăн. Чун лăпланчĕ. Эпĕ хам проектланă пилĕк çурта та çакăн йышши керамзит блокĕсемпе купалама сĕннĕ.

— Камсене çурт çĕклеме пулăшнă-ха эсир?

— Хам çуралса ÿснĕ ялта — Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Выççăлккăра — çурт туни асрах-ха. Çу пуçламăшĕнче йăмăк аттен кивĕ çуртне пăсса çĕннине лартма шут тытрĕ. Хаклă çыннăмсене хамăн проектпа паллаштартăм, хавхалантартăм. Атте сакăр вуннă урлă каçнă пулин те канăçсăр ĕçпе килĕшрĕ. «Кивĕ çурта пăснă хыççăн аттепе сарай умĕнче лартăмăр. Иксĕмĕр те макăратпăр. Эпир пурăннă вырăнта пуш-пушă. Кĕркуннеччен çĕнĕ çурт çĕклейĕпĕр-и?» — пăшăрханса калаçнăччĕ йăмăк. Мĕн тетĕр? Çав çулхи кĕркунне аттепе иккĕшĕ мансардăллă çĕнĕ çуртра пурăнма тытăнчĕç.

— Юлашки çулсенче район центрĕн хĕвел тухăçпа хĕвел анăç мирорайонĕсенче çĕнĕ çуртсем нумай çĕкленчĕç. Вĕсен пахалăхĕ пирки мĕн шутлатăр эсир?

— Институтра искусство историне вĕреннĕ чухне каланине аса илетĕп: «Архитектура — чулри кĕвĕ». Çуртсене сăнама юрататăп. Хăшĕ илемĕпе савăнтарать. Тепри килĕшÿсĕр, музыкăри суя нота хăлхана чĕрнĕ евĕр куçа ыраттарать. Тÿрех калатăп: çурт-йĕр хитрелĕхĕн правилисем пирĕн çĕршывра çирĕпех мар. Ют çĕршывсенче ку йĕрке пачах урăхла. Çывăх тăван патĕнче хăнара пулнă чухне илтни аса килчĕ. Вăл упăшкипе, фразцузпа, Париж хĕрринче хăйсен çуртĕнче пурăнать. Бруно, çапла чĕнеççĕ кил хуçи арçынне, мансарда стенине касса çĕнĕ чÿрече вырнаçтарнă. Канăçсăр кÿрши Бруно чÿречи пирки хула мэрине кайса евитленĕ. Часах комисси персе çитнĕ, чÿречен проектне пăхнă, ăна явăплă органта çирĕплетнине тĕрĕсленĕ. Документсем йĕркеллех иккен. Тĕрĕслевçĕсем тĕрĕс мар сăлтавпа чăрмантарнăшăн кÿршĕне штраф хунă.

— Строительство енĕпе сирĕн опыт самаях пысăк ĕнтĕ. Çурт тума пуçлакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Çурта çĕр лаптăкĕн çурçĕр енне лартма тăрăшмалла, кухньăпа зал чÿречисем кăнтăр еннелле пăхсан лайăх. Чÿречерен пахча курăнтăр. Гаража пÿрт умне кăларма юрамасть. Вăл çурт илемне хуплать тата çирĕплетнĕ правилăсене пăсать. Çакна шута илмелле тата: хуралтăсене урам енне лартма юрамасть. Пÿлĕмсене тăваткал тума тăрăшмалла: сĕтел-пукана вырнаçтарма меллĕрех пулĕ. Мансарда пулсан кил хуçисен çывăрмалли пÿлĕмне пĕрремĕш хутра тумалла. Çулсем иртнĕ май çÿлти пÿлĕме хăпарса анма кансĕр.

— Эсир вунă çул ытла тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, апла пулин те хастар, тăрăшуллă, пуçаруллă. Малашнехи тĕллевсем пурах ĕнтĕ?

— Юлашки вăхăтра ландшафт архитектурипе дизайнĕ интереслентереççĕ. Çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

— Ăнăçу сунатăп сире, Вячеслав Федорович. Интереслĕ калаçушăн тав. Сире малашне те «Ял пурнăçĕн» тĕпелĕнче курма хавас. Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика