АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн кил хуçисем

18 февраля 2021 г.

Первомайски урамĕнчи Зинаидăпа Венямин Прокопьевсем патĕнче пулса курман-и эсир? Тăпăл-тăпăл йывăç кил-çурт, тавраллах тирпейлĕ хуралтăсем. Уйрăмах çуллахи вăхăтра кунта хăвна чăн-чăн çăтмахри евĕр туятăн. Сад пахчи те, картишĕ те ем-ешĕл тумпа тата тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илĕртеççĕ.

Ÿркенмеççĕ Прокопьевсем. Пахча-анкартипе туллин усă кураççĕ. Ĕне выльăх та чун туртăмĕ. Унччен маларах вĕсем Красноармейскинче пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара яла таврăннă.

— Атте килĕ – тăван кил. Унран хаклăраххи, çывăхраххи урăх çуках пуль. Вăт пурăнатпăр шăкăлтатса… — теççĕ вĕсем.

Веньăн ашшĕне ялта Таник тесе чĕннĕ. Хут çинче Данил Прокопьев ятпа çырăннă. Тăван çĕршыва нимĕç эшкерĕнчен хÿтĕленĕ вăл. Ентешсем амăшне Марфа Архипова ят-хушаматпа пĕлнĕ. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра вăй хунă. Зинаида Николаевна ашшĕне ир çухатнă. Унăн чун-чĕрин ăшшине туяйман çав. Юрать-ха юнашар ăш пиллĕ амăшĕ пулнă. Шел, халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ Антонина Егорова.

Прокопьевсем — хаçат тусĕсем те. «Ял пурнăçĕсĕр» пурăнаймаççĕ вĕсем. Мăшăр кил хушшинчи ĕçсене вĕçлесен, пÿрт-çурта тирпейлесен сĕтел хушшине вырнаçать, алла хаçат тытать.

— «Кулленхи уттипе сывлăхне çирĕплетет» пысăк статьяна вулатăп-ха. Ара, Аврам Николаев манăн йыснан Туçи Чуракассинчи Петр Николаевăн кун-çулне çутатать. Анчахрах 85 çулхи юбилейне паллă турĕ вăл. Манăн аппан Мария Прокопьевăн мăшăрĕ пулать вăл, — сăмахне сыпăнтарчĕ Венямин Данилович.

Калаçăва Веняминăн мăшăрĕ Зина та хутшăнать. Сăвă тĕнчипе çывăх иккен кил хуçи хĕрарăмĕ.

— Хамăр ялти Владимир Харитонов поэт сăввисем çывăх мана. Тата Янкасри Николай Ершов-Янгер сăввисем те килĕшеççĕ.

Курайманлăх вăрçтарса ярать,

Юрату вара йăлт каçарать.

Çавăнпа юратăр пĕр-пĕрне, —

Уйрăлса ан кайăр ĕмĕрне! — шăрçалать автор. Аван каланă, — чунне уçрĕ Зинаида Николаевна.

 

Георгий Ефимов-Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика