18 февраля 2021 г.
Ăслăлăх докторĕсем хушшинче арçынсем хĕрарăмсенчен икĕ хут ытларах. Çакнашкал «танмарлăх» мĕнрен килет-ши?
Пĕтĕм Раççейри юлашки халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕршывра 596 пин ăслăлăх кандидачĕ тата 124 пин доктор шутланать. Хисеплĕ ят мĕн чухлĕ пысăкрах, гендерлă уйрăмлăх çавăн чухлĕ ытларах палăрать. Калăпăр, кандидатсен йышĕнче 265 пин хĕрарăм /е 44 процент/, докторсем – 41 пин /е 33 процент/.
Этнологипе антропологи институчĕн ăслăлăх тĕп сотрудникĕ Владимир Зорин çакнашкал уйрăмлăха об±ективлă сăлтавсемпе çыхăнтарать. Пĕрремĕшĕ, ăслăлăх кандидачĕ пулса тăнă аспирант çамрăк, унăн пысăк хуçалăх çук. Мăшăрлансан вара хĕрарăмсем хушшинче çемье пурнăçĕпе ăслăлăха çыхăнтарас текенсем сахалланаççĕ. Иккĕмĕшĕ, техника тата гуманитари ăслăлăхĕсенче диссертаци хатĕрлеме тĕрлĕ вăхăт кирлĕ. Урăхла каласан, гуманитарире доктор ятне илес тесен «технарсенчен» нумайрах ĕçлемелле. Хĕрарăмсем хушшинче вара гуманитарсем ытларах.
Ученăй степенĕ пирки 2010 çулхи çыравра «Вĕренÿ» пайра пĕрремĕш хут ыйту кĕртнĕ. Ку кăтартусем экономикăна малалла аталантарма тата демографи лару-тăрăвне хак пама пулăшаççĕ. Г.В. Плеханов ячĕллĕ университет проректорĕ Дмитрий Штыхно палăртнă тăрăх, çавăн пекех «вĕренÿ шайĕпе регионсенчи ĕç ресурсĕсем пирки пĕлме пулать. Ку вара паянхи кунпа килĕшсе тăракан производство тата тĕпчев центрĕ уçнă чухне питĕ кирлĕ. Тата паха тепĕр ен — чи пысăк квалификациллĕ кадрсене хатĕрлекен тытăм тухăçлăхне, вĕсемпе малашне мĕнле усă курнине пĕлме пулăшни».
«1990 çултан пуçласа çамрăксем Раççей ăслăлăхне хăйсен пурнăç çулĕ тесе йышăнма пăрахнă. Çĕнĕ шухăшсем çукки, кадрсем çитменни, ăслăлăх организацийĕсене ертсе пырассинчи тата вĕсен ĕçне йĕркелессинчи йывăрлăхсем çакăнтан пуçланаççĕ те ĕнтĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсем хăйсен конкурентлăхне тата хуçалăх ĕçĕсен тухăçлăхне ÿстерессишĕн 2010 çулта тăрăшма пуçланă. Ăслăлăх организацийĕсем вара ку ĕçе пуçăннă кăна-ха. Ăслăлăх тата технологисен çулталăкĕ паракан майсемпе анлăрах усă курмалла, ума тухса тăракан çивĕч ыйтусене палăртмалла, вĕсене татса памалли çул-йĕре тупмалла», — тенĕ эксперт.
Чăвашстат.