18 февраля 2021 г.
Кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Çак яваплă ĕçе хутшăннисем, шел те, çулран-çул сахаллансах пыраççĕ.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн нумай нациллĕ çĕршыва фашистла Германин вăрă-хурахĕ тапăнса кĕнĕ. Тăван халăх бомба-снаряд, вут-çулăм айне пулнă. Гитлер çарĕсем шалтан-шала кĕрсе Мускава çавăрса илессишĕн çуннă. Çавăнпа та çĕршывăн Патшалăх оборона комитечĕ васкавлăн хÿтĕлев чиккисем тăвас ĕçе пуçăннă. Вăй питтисем, çирĕп сывлăхлисем фронта тухса кайнă. Ватăсемпе салтак арăмĕсем, 16-17 çулсенчи çамрăксем Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене тăвас ĕçе кÿлĕннĕ. Сăмах май, асăннă ĕç Тăвай тăрăхĕнче 1941 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланнă. Кунти окопсен тăршшĕ 50 çухрăм ытла. Вăл Тăвай районĕнчи тăхăр, Вăрмар районĕнчи икĕ ял тăрăх Тутарстан Республики енне тăсăлнă.
Хÿтĕлев чиккисем пирки чылай çул ĕнтĕ уйрăммăн калаçман. Окоп чавакансен манăçа тухнă ят-хушаматне çĕклени, пархатарлăхне историре хăварма тăрăшни вара çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тылри халăхăн паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ пирки каласа кăтартас тĕллевпе эпĕ те аслă ăру çыннисемпе тĕл пулса калаçрăм.
Ленин урамĕнче пурăнакан Григорий Яковлев акă мĕн каласа кăтартрĕ: «Аттен аппăшĕ, Анна, Тăвай çĕрĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси çывăхне окоп чавма илсе кайни çинчен пире, вĕтĕр-шакăра, тăтăшах каласа паратчĕ. «Малтанах çĕр шăнса \çитменччĕ. Хĕле кĕрес умĕн сивĕсем тапранчĕç. Çанталăк куллен сивĕтсех пычĕ, çĕр тарăнрах та тарăнрах шăнчĕ. Ăна лумсемпе, пуртăсемпе такка-такка катнă. Тăмлă çĕр вак укçа пек хăйпăнатчĕ. Никам та вăй пĕтнине, ывăннине систермен. Çире ăшă тытакан çи-пуç та пулман. Урана та тăлапа çăпата çеç сырнă. Аттен аппăшĕ çемьеллĕ те пулаймарĕ».
Çĕнĕ Пуянкасси тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тума Пайсупинри Игнатий Уваров та хутшăннă. Ашшĕн пурнăçĕпе кун-çулне унăн хĕрĕ Маргарита Иванова аса илчĕ: «Аттепе пĕр тăван Никон, Иван тата Никонăн ывăлĕ Федор Тăван çĕршыва нимĕç эшкерĕнчен хÿтĕленĕ. Иван Уваров аслă сержант Украина фронтĕнче çапăçнă, Киев, Житомир хулисене фашистсенчен тасатнă. Вăл II степень Тăван çĕршыв вăрçин, III степень Мухтав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçнĕ. Берлина çитнĕ. Манăн атте 33 çул ялта арманçăра ĕçленĕ. Вăрçа кайиччен Çĕнĕ Пуянкасси таврашĕнче окоп чавнă. Выççи те, тутти те юнашарах çÿренĕ. Çав вăхăта атте тăтăшах аса илетчĕ. Хĕрарăмсене, çамрăк хĕрсене питĕ хĕрхенетчĕ. Чылайăшĕн килте 4-5 ача юлнă-çке. «Ман çулхисене час-часах повестка паратчĕç, — тетчĕ атте. — Мана та 1942 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче фронта ăсатрĕç».
МАРЬЕ ЮРТАШ