АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икçĕр кун, икçĕр каç…

18 февраля 2021 г.

Сталинград патĕнчи çапăçусем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Хаяр тытăçусем Дон юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче 1942 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче пуçланнă, 200 куна тăсăлнă, 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕччен пынă. 1995 çултанпа çак куна Раççейре Çар мухтавĕн кунĕ тесе паллă тăваççĕ.

 

Сталинградшăн пынă çапăçусене икĕ миллион ытла çын хутшăннă, пĕр миллион ытла салтак пуç хунă.

…Хаяр тытăçусем ултă уйăх çурăна тăсăлнă. Кунсем питĕ тискер те хăрушă иртнĕ. Хула — вут-çулăм ăшĕнче. Çуртсемпе пĕрле çĕр те, шыв та çуннă. Хĕрĕх пин ытла мирлĕ çын пурнăçĕ татăлнă.

1942 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ. Сталинград хулине хÿтĕлекенсен комитечĕн йышăнăвĕ: «Хаклă юлташсем! Хамăрăн тăван хуламăра, тăван килĕмĕре, тăван çемьене тăшман аллине памастпăр! Хулан пур урамĕсене те баррикадăсемпе хуплар! Кашни çурта, кашни тăкăрлăка, кашни урама тăшман пырса кĕмелле мар çирĕплетер! Пурте! Пурте! Баррикада купалама тухар!» Хулана хăйсен ирĕкĕпе сыхлакансем тунă тупа сăмахĕсенчен: «Тăван хуламăра, Сталинграда, хÿтĕлеме хамăр ирĕкпе сыхлакансен ретне кĕрсе Тăван \Çĕршывăмăр-Анне умĕнче тупа тăватпăр. Тăван çĕрĕн, Сталинградăн, кашни вершук çĕрĕшĕн хамăр юна, пурнăçа шеллемесĕр çапăçма, тăшмана Сталинградшăн, ишĕлнĕ заводсемшĕн, çунса кĕлленнĕ кашни шкулшăн, çуртшăн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçатпăр. Юлашки сывлăш тухиччен вĕсене пĕтерме шантаратпăр. Тăван çĕршĕн çĕклен, паттăр халăх!»

Сталинграда Михаил Шумилов ертсе пынă 64-мĕш тата Василий Чуйков ертсе пынă 62-мĕш çарсем хÿтĕленĕ. Василий Иванович аса илĕвĕсенчен: «Фашистсен пехота колоннисем машинăсемпе танксем çинче Сталинграда вăркăнса кĕнĕ. Вĕсем васкавлăн хула варрине, Атăл хĕрне çитсе çаратса пуйма шутланă. Анчах тăшманăн тĕллевне пурнăçлама паман. Хĕсĕк хула урамĕсенче çĕршер те çĕршер фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Пирĕн чаçсем те салтаксене, техникăна чылай çухатнă. Çапах та пирĕннисем пĕр пулса паттăррăн çапăçнă». Сталинград çулăмĕ çарсен çулне çутатса пырса Берлина, Аслă Çĕнтерÿ патне илсе çитернĕ. Совет салтакĕ сĕмсĕр, хăрушă тăшмана аркатса тăкса Тăван çĕршыва, халăх ирĕклĕхне сыхласа хăварнă.

1942 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕччен Мамай курганĕшĕн çав тери хăрушă çапăçусем пынă. Кунта совет салтакĕсем пĕр утăм каялла чакмасăр тăван çĕре хÿтĕленĕ. Çакăнта пирĕн чăваш салтакĕсенчен чылайăшĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Эпир Атăл çинчи хулана хÿтĕлеме хутшăннă ентешсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр: Нестер Васильев /Пикшик/, Петр Васильев /Пăрăнтăк/, Лев Лукин /Чатукасси/, Лука Спасов /Вăтакас/, Родион Христофоров /Красноармейски/, ыттисем. Паян вĕсем пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Прохор Трофимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче салтакран полковнике çитнĕ. Вунă ордена тивĕçнĕ. Пирĕн ентеш Хĕрлĕ Ялав орденне виçĕ хутчен илме пултарнă. Çапăçу хирĕнче мĕн тÿссе ирттернине вăл «Сталинградцы» романра, «Атăл хĕрринчен Берлина çити» аса илÿре, «Сталинград çулăмĕ» /икĕ кĕнеке/, «Ухабистые дороги» тата ытти кĕнекере çырса кăтартнă.

Паянхи хула — Волгоград — çутă, таса, илемлĕ. Унти çĕре чавсан тĕксĕм хĕрлĕ тĕслĕ хăйăр тухать. Вăл паттăрсен юнĕпе пĕвеннĕ. Сталинграда хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн 125 салтак Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă.

 

Клавдия Васильева

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика