18 февраля 2021 г.
Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче «Мĕн пур кăмăлтан» ятпа савăнăçлă каç иртнĕ. Уява Демократиллĕ Афганистан Республикинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă салтаксене халалланă.
Ăшă тĕл пулăва Ванюшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, çар тивĕçне туллă-сăртлă Афганистан çĕршывĕнче пурнăçланă Александр Терентьев хутшăннă. Вăл кÿршĕллĕ çĕршывра иртнĕ çар хĕсмечĕ, хаяр çапăçусем, вĕсенче тус-юлташсене çухатни пирки каласа кăтартнă. Праçнике хутшăннисем пĕрле «Катюша» юрра шăрантарнă. Культура ĕçченĕсем Александр Ильича сывлăхпа ăнăçу сунса асăнмалăх парне кÿнĕ.