18 февраля 2021 г.

Афганистанри хирĕçÿсенчен пирĕн салтаксене илсе тухнăранпа 32 çул çитрĕ.
Çапла, вăхăт пĕр шелсĕр малалла шăвать. Ун чухне вĕсем, сроклă службăна пурнăçлакан салтаксем, 20-ре е унран аслăрах çеç пулнă. Паян вара нумайăшĕ аслашшĕ-кукашшĕ ята тивĕçнĕ.
Раççейре кашни çулах нарăсăн 15-мĕшне Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун тесе паллă тăваççĕ. Вăлах интернационалист-салтаксен асăну кунĕ те.
Ку пирĕншĕн питех те хаяр вăрçă пулчĕ. Эпир малтанхи вăхăтра кун пирки шарламасăр пурăннă. Вăл кунсем вара пирĕн çемьесене хуйхи-суйхине чылай илсе килчĕç. Афганистан вăрçи вунă çула яхăн тăсăлчĕ. Пирĕн çар çыннисемшĕн вăл 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче пуçланчĕ, ун чухне пĕрремĕш совет салтакĕ туллă-сăртлă çĕршыв çĕрĕ çине ярса пусрĕ. Çавăн чухне çакăн пирки çырма та, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисен ун пирки тăванĕсене каласа пама та юраман. Пирĕннисем приказа пурнăçланă, ăна вара сÿтсе явмаççĕ.
Салтак вăрçа суйламасть. Афганистанра 15 пин совет салтакĕ пуç хунă, вилнисен тата хыпарсăр çухалнисен хисепĕ 14427 çынпа танлашать. Çав вăрçăра 53 пин çын сывлăхне хавшатнă, инвалид пулса юлнисем те чылай.
Асăннă вăрçă Трак ене те аякран пăрăнса иртмен. Çав юнлă тытăçусене 104 салтакпа офицер хутшăннă. Питех те шел, Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Кацовпа Енĕшкассинчи Виталий Степанов хаяр çапăçусенче вилмеллех аманнă. Вĕсен ÿчĕсене цинклă тупăкпа вырăнти масарсене илсе килсе пытарнă.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче, пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнă кун, ĕнерхи воин-интернационалистсен пĕр ушкăнĕ йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕл пулăва пухăнчĕ: Александр Терентьев, Александр Аркадьев, Константин Степанов, Николай Юманов, Анатолий Данилов, Андрей Андреев тата Чечен Республикинчи хаяр тытăçусене хутшăннисен Трак енри канашĕн ертÿçи Андрей Тюмеров. Вĕсене райадминистраци пуçлăхĕ Александр Кузнецов йышăнчĕ. Тĕл пулура унăн çумĕ — вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева та пулчĕ. Районти культура çурчĕн ĕçченĕ Надежда Филиппова «Афганистан — ман чĕрем ыратăвĕ» темăпа тухса калаçрĕ, вун-вун цифра илсе кăтартрĕ. Вĕсем Валерий Кацовпа Виталий Степанова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Малалла тĕл пулу çавра сĕтел тавра ларса, тутлă та сиплĕ вĕри чей ĕçсе «ыйту-хурав» мелĕпе иртрĕ.
Александр Николаевич пухăннисене тав турĕ. Кашнинех çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Ĕнерхи салтаксем район администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнче йĕркеленĕ Мухтав аллейинче воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк пулмаллах, терĕç.
Унтан тĕл пулу районти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров ертсе пыракан агитушкăн афганецсене çарпа патриотла юрăсем парнелерĕ. Унта «Афганистан», «Чечек татма Чечня чĕнмен», «Тăван çĕре çăлса хăваратăп», «Икĕ пилеш» юрăсем янăрарĕç, Александр Терентьевпа Анатолий Данилов «Салтак юрри», Николай Яковлев «Ваттисем каланă пек» юрăсем парнелерĕç. Районти историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕ Валентина Тихонова хăй ĕçлекен тытăм çинчен каласа кăтартрĕ, Афганистан çĕршывĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçланисен кĕтесне еплерех йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен ĕнерхи салтаксем райцентрти Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне чечек кăшăлĕ хучĕç.
Георгий Борзин