АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ

11 февраля 2021 г.

 

Пенси саккунĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 3,6 процент ÿснĕ. Унăн виçи 483881 тенкĕ те 83 пуспа танлашнă.

Иртнĕ çултан амăшĕн капиталне çак çулта çуралнă е усрава илнĕ пĕрремĕш пепкешĕн параççĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш ачашăн паракан амăшĕн капиталĕ тата 155550 тенкĕ ÿсет. Çемьере иккĕмĕш ача çут тĕнчене килнĕ, анчах та амăшĕ маларах амăшĕн капиталĕпе усă курман пулсан, çав виçе 639431,83 тенкĕпе танлашать.

Кăçал иккĕмĕш ачашăн амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен паракан укçа ÿснĕ. Чăваш Енте унăн виçи — 9851. Ăна çемьери кашни çын пуçне тивекен уйăхри тупăш 20722 тенкĕрен сахалтарах пулсан тÿлеççĕ.

2020 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн сертификатне Пенси фончĕн уйрăмне каймасăрах электрон ыйту çырнипех тивĕçтереççĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ача сачĕсемпе, 10 аслă шкулпа тата 3 училищăпа информаципе пĕр-пĕрне тивĕçтересси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Вĕренÿшĕн амăшăн капиталĕпе тÿлемешкĕн электрон ыйту çырса çак тĕллеве пурнăçлаççĕ.

2020 çулта Чăваш Енре амăшĕн капиталĕн 9636 сертификатне панă. Вĕсенчен 2914-шне пĕрремĕш ачашăн, 6722-шне — иккĕмĕш е ун хыççăнхи пепкешĕн.

Амăшĕн капиталĕнчен 858 çемье вĕренÿшĕн тÿленĕ. 4493 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн, 2 çемье амăшĕн пенсине йĕркелеме, 1410-шĕ уйăхсерен тÿлевпе илме кăмăл тунă.

 

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика