11 февраля 2021 г.
2021 çулта 4 ача çуратса 8 çула çити ÿстернĕ 56 çулхи хĕрарăмсем пенсие тухаççĕ. Иккĕмĕш çур çулта 56 çул та 6 уйăх тултарнă хĕрарăмсем, 61 çул та 6 уйăха çитнĕ арçынсем ватлăх укçине илеççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тивĕçлĕ канăва 1965 çулта çуралнă хĕрарăмсем, 1960 çулта çĕр çине килнĕ арçынсем тухаççĕ. Иккĕмĕш çур çулта 1965 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче çуралнă хĕрарăмсене тата 1960 çулта çуралнă арçынсене ватлăхра паракан пенсийĕсене 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çирĕплетĕç.
2021 çулта страховани пенсине йĕркелеме 12 çул стаж, 21 пенси коеффициенчĕ кирлĕ.
2019 çултан пуçласа арçынсем 42 тата хĕрарăмсем 37 çул стаж пухнисене маларах пенсие тухма ирĕк панă. Вĕсем ватлăх пенсине 2 çул маларах, анчах 60 тата 55 çулчен мар, йĕркелеççĕ. 2020 çулта çапла майпа республикăра 304 çын пенсие тухнă.
«Сиенлĕ» производствăра ĕçленисемшĕн, социаллă çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансемшĕн пенсие тухмалли йĕрке улшăнман.