11 февраля 2021 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕсене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 6,3 процент индексациленĕ. Вĕсен ватлăх страховани пенсийĕ вăтамран 930,21 тенкĕ ÿснĕ, 16309,8 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Енри ĕçлемен 274 677 пенсионер пысăкрах пенси илме пуçланă.
Кăçалтан страховани пенсийĕ çумне хушса паракан тÿлевсем те ÿснĕ. Ĕçлеме пултарайман çынна пăхнăшăн паракан тÿлев 2014,83, ял стажĕшĕн параканни 1511,12 тенкĕпе танлашнă.
2020 çулта пенсионерсен пурăнмалли миниум виçи ÿснине пула ăна ака уйăхĕнчен тата 2,6 процент ÿстерме палăртнă, çакă социаллă пенсие тата инвалидсен, вăрçа хутшăннисен иккĕмĕш пенсийĕсене ÿстерме май парĕ. Чăваш Енре ку ушкăнрисем 26 пин çын шутланаççĕ.
Çурла уйăхĕнче ĕçлекен пенсионерсен 2020 çулхи страховани взносĕсене шута илсе вĕсен пенсийĕсене çĕнĕлле шутласа парĕç.
2021 çулта РФ пенси фончĕ Чăваш Енри пенсисемпе социаллă тÿлевсем валли 70 миллиард тенкĕ уйăрать.