АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă туйăмсем çуратаççĕ

11 февраля 2021 г.

Ăшă туйăмсем çуратаççĕ

Ырă чун, ырă кăмăл, ырă шухăш, ырă сăмах, ырă çын, ырă ĕç... Епле сăпайлă та килĕшÿллĕ чăваш сăмахĕсем.

Çак сăмахсем чи ăшă туйăмсем çуратаççĕ, чун хавалне çĕклеççĕ, чĕрене вырнаçаççĕ, чуна хавхалантараççĕ. «Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш», — тенĕ И.Я. Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕр хăйĕн чăваш ачисем валли çырса хаварнă «Ÿкĕт» хайлавĕнче. Çак ăслă та тарăн шухăшлă сăмахсене тĕпе хурса Красноармейски шкулĕн 5 «а» класĕнче «Ырă çын пулар» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Ку тема ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕсем калаçăва хастар хутшăнса хăйсен шухăшне уççăн калама пултарчĕç. Мĕнле çынна эпир ырă çын тетпĕр-ха? Пиллĕкмĕшсен шучĕпе, ырă çын вăл ытти çынсене те, чĕр чунсене те, çут çанталăка та юратать, йывăр вăхăтра кирек кама та пулăшма пултарать. Ырă çын вăл тирпейлĕ, сăпайлă, ĕçчен, ырă кăмăллă. Ырă çын вăл ырă ĕçсем кăна тăвать, усал сăмахсем каласа çынна кÿрентермест. Чăнах та, çын ырă пулни ун калаçăвĕнчен, тыткаларăшĕнчен, ĕçĕ-хĕлĕнчен курăнать. Ырă çынран ырлăх тапса тăрать, унăн çынлăхĕ-чунлăхĕ, тараватлăхĕ ыттисене те витĕм курет, пурнăçа илемлетет. Ахальтен каламан ваттисем: «Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн».

Ачасем класс сехетĕнче ырăлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе те паллашрĕç, вĕсен пĕлтерĕшне те уçса пама пултарчĕç: «Ырăлăх ырă çуратать», «Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă», «Ырă çыннăн ĕçĕ те ырă», «Ырă сăмах сыватать», «Çын тумпа мар, ырă ĕçсемпе илемлĕ», «Ырă сăмах çурхи кун пек», «Ырă сăмах ылтăнран та хаклă», «Ырă сăмах чуна ăшăтать».

Ачасене «Ырă сăмах калам-ха» вăйă та питĕ килĕшрĕ. Вăййа пуçлаканни юнашар ларакан ачана ятран чĕнсе ырă сăмахсем /комплимент/ калать, çапла майпа йĕркипе ырă сăмахсем каласа пĕр-пĕрне хавхалантарма пултарчĕç.

Юмахсенчи ырă тата усал сăнарсене те аса илчĕç ачасем. Вашават сăмахсем калама манса каймалла марри çинчен те калаçрĕç: «Ырă кун пултăр!», «Салам!», «Тавтапуç!», «Тархасшăн», «Каçарăр». Пĕр-пĕринпе туслă пулмаллине те, туслăха упрамаллине те, пĕр-пĕрне яланах пулăшмаллине те, ырă ĕç тума васкамаллине те палăртса хăварчĕç. Зинаида МИХАЙЛОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика