АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех иртнĕ тапхăрпа çыхăннă

11 февраля 2021 г.

Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 4 «б» класĕнче /класс ертÿçи Оксана Иванова/ оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн Раççей çар мухтавĕн паллă кунĕсене халалласа «Помнят люди» темăпа урок иртнĕ.

 

Истори ÿсекен ăрăва та хăйĕн халăхне, хăй пурăнакан çĕрне-шывне юратма вĕрентет. Тăваттăмĕшсем çак мероприятире чылай çĕннине пĕлме пултарнă.

 

«Никама та манман, нимĕн те манăçман»

 

Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн Раççей çар мухтавĕн кунне — 900 куна пынă Ленинград блокадине сирнĕ куна халалласа «Никама та манман, нимĕн те манăçман» ятлă паттăрлăх урокĕ иртрĕ.

Çав кун шкулти вулавăшра вăрçă темипе çыхăннă кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Истори учителĕ Владимир Фризен пирĕн историн паттăрла кунĕсем çинчен калакан видеофильм кăтартрĕ. Кунтах Ямайкассинче пурăннă вăрçă ветеранĕн, Нева çинчи хулана хÿтĕлеме хутшăннă Иван Федоровăн асаилĕвĕсемпе паллашма май пулчĕ.

«Никама та манман, нимĕн те манăçман» сăмахсем кашни вĕренекенĕн асĕнче юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика