11 февраля 2021 г.
Профориентаци ĕçĕн уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн, Трак вăтам шкулĕн аслă класĕсенче вĕренекенсем Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн преподавателĕсемпе тĕл пулчĕç.
Профориентаци — наука тĕлĕшĕнчен никĕсленнĕ мероприятисен тытăмĕ, вăл яш-кĕрĕме ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсе пулас профессие алла илме пулăшас, ăна хăнăхтарас тĕллевпе çыхăннă.
Пултарулăх тĕл пулăвĕнче асăннă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илме кĕрес ыйтусене туллин тишкернĕ. Асăннă техникумра вăй хуракансем каччăсемпе хĕрсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Паян Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕ нумай профильлĕ вĕренÿ заведенийĕ шутланать. Кунта вăтам професси вĕренĕвĕн 21 программипе, пуçламăш вĕренÿ\ профессийĕн — 6 тата хушма вĕренĕвĕн 40 программипе кадрсем хатĕрлеççĕ.