11 февраля 2021 г.
Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май Мăн Шетмĕри вăтам шкулта «Нам доверена память» акци йĕркелерĕç. Унăн тĕллевĕ — Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи палăксен таврашне, вĕсем патне пыракан çулсене юртан тасатасси.
Шкулта вĕренекенсем асăннă акцие активлă хутшăнчĕç. Акă, шкулти технологи учителĕ Алла Скворцова ертсе пынипе вĕренекенсем ялсенчи икĕ тата тĕп усадьбăри Совет Союзĕн Паттăрне Владимир Васильева асăнса лартнă палăка тата унăн территорине юртан тасатрĕç, тав сăмахне тивĕçрĕç.