АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ÿнерçĕсен кружокĕнче

11 февраля 2021 г.

Çулталăкăн малтанхи уйăхĕнче Пикшикри кану çурчĕ çумĕнче ÿкерме кăмăллакансен кружокĕ вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе ĕçлеме пуçларĕ. Ăна кану çурчĕн ертÿçи Лидия Иванова йĕркелесе пырать.

«Эрнере пĕр хутчен пуçтарăнса кирек мĕнле пулăм е япала çине пăхма, унтан ăна хут çине сăнарласа пама вĕренетпĕр», — каласа парать Лидия Аркадьевна.

Кĕçĕннисем кружока уроксем хыççăн пуçтарăнаççĕ. Малтанах палăртнă темăпа калаçу иртет, унтан ăна тăрăшсах хут çине сăнарлаççĕ ачасем.

Малтанхи вăхăтра кашни ачах хăйĕн çемйи тата кил-йыш çинчен ÿкернĕ. Çитес вăхăтра Ленинград блокади çинчен калаçу йĕркелĕç, унтан сăнарсем пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика