11 февраля 2021 г.

Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Паттăрĕ В. Васильев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 2-11 классенче вĕренекенсем хушшинче сĕтел çи теннис енĕпе ăмăрту иртрĕ.
Спортăн çак вăййине килĕштерекен 9-17 çулсенчи 16 каччăпа хĕр тупăшрĕ унта. Ăмăртусен йĕркелÿçи шкулти физкультура учителĕ Владимир Григорьев пулчĕ.
Сĕтел çи теннис ăмăртăвĕ унта хутшăннă кашни спортсменах хавхалану тата ăнтăлу парнелерĕ. Спорт уявне курма килнисем кашни вĕренекенĕн ăсталăхне алă çупса хакларĕç.
Тупăшура çĕнтерме пĕртте çăмăл пулмарĕ. Çапах та çивĕч кĕрешÿре хĕр ачасем хушшинче малти виçĕ вырăна Карина Афанасьева /8-мĕш кл./, Ксения Егорова тата Таисия Степанова /иккĕшĕ те 4-мĕш кл./ тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче вара 1-2-3-мĕш вырăна Лев Никитин /8-мĕш кл./, Даниил Степанов /7-мĕш кл./ тата Константин Степанов /2-мĕш кл./ пайларĕç. Мала тухнисем парнесене тивĕçрĕç. Анчах тĕп парне вăл – вăйăсенче ырă сисĕм-туйăм илни, хĕллехи паха та савăк кăмăл туянни.
Полина Иванова.