11 февраля 2021 г.

Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче ирĕклĕ майпа йĕлтĕрпе чупса район шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ.
Спортсменсене тата спорт уявне килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева, ăмăртусен тĕп судйи Владислав Григорьев саламланă.
Ăмăртусене Трак енри шкулсенчи чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем хутшăннă. Вĕсем çак ÿсĕм ушкăнĕсенче тупăшнă: 2003-2004 ç.ç. /аслă/, 2005-2006 ç.ç. /вăтам/, 2007-2008 ç.ç. /кĕçĕн/ каччăсемпе хĕрсем. Ăмăртусенче Кĕçĕн Шетмĕ, Трак тата Красноармейски шкулĕсен вĕренекенĕсем палăрнă.
2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Анастасия Николаева /Трак/, арçын ачасенчен Дмитрий Гурьев /Кĕçĕн Шетмĕ/ çĕнтернĕ. Дистанцийĕ — 3 çухрăм.
2005-2006 ç.ç. хĕрсенчен Алена Игнатьева /3 км/, арçын ачасенчен Владимир Козлов /5 км, иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ/ палăрнă.
2003-2004 ç.ç. хĕрсенчен Юлиана Лаврентьева, арçын ачасенчен Александр Антонов /иккĕшĕ те Трак/ пĕрремĕш пулнă. Дистанци тăршшĕ 5 çухрăм.
Мала тухнисем наградăсене тивĕçнĕ.
Сергей Самсонов