11 февраля 2021 г.
Районăн общество канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Валерий Петров, район администрацийĕн ертÿçи Александр Кузнецов, канаш членĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăннă. Ларăва общество канашĕн председателĕ Лариса Анисимова йĕркелесе пынă.
«Халĕ муниципаллă пĕрлешÿсенче Чăваш Ен территорийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли çĕнĕ тытăма ĕçе кĕртесси пирки сÿтсе яваççĕ. Паян эпир сирĕнпе вăл е ку моделĕн лайăххипе çитменлĕхне тишкерсе тухăпăр», — тенĕ Александр Николаевич.
Çавра сĕтел хушшинче йĕркеленĕ мероприятие хутшăннисен пĕр ушкăнĕ муниципаллă пĕрлешÿн пуçлăхĕпе администраци ертÿçин /ĕç тăвакан-йĕркелекен орган/ должноçне пĕрлештерессишĕн, теприсем хальхи тытăма сыхласа хăварассишĕн тухса калаçнă.
Ларури сĕнÿ-канашсене пухса эксперт пĕтĕмлетĕвĕ хатĕрлеççĕ.