АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха утатпăр!

11 февраля 2021 г.

«Назад в будущее» фильмра кăтартнă мухтавлă спорт автомобилĕ тепĕр хут «чĕрĕлсе» тăма пултарать. Унпа усă курса 40 çул каялла кинори сăнарсем тĕрлĕ тапхăрсене çитсе курма, çав вăхăтри пурнăçа лайăхрах пĕлсе ăнланма 30 çул малалла тата каялла куçса мĕн те пулин улăштарма пултарнă. Халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх шăпах çапла тума вăхăт çитрĕ.

Тĕрлĕ тапхăрти уйрăмлăхсене статистика та палăртать. Халăх мĕнле улшăнса пыни, вăл мĕн ытларах килĕштерни, мĕн тума пултарни, унпа пĕрле çĕршывăн экономики пирки те каласа парать. 30, 20 е 10 çул каялла тата паян эпир мĕнлереххине пĕлсе пуласлăха курма çеç мар, ăна планлама пултаратпăр. Кĕске кăна çул çÿреве тухар.

1989 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх РСФСРта аслă пĕлÿллĕ 12,7 миллион çын пурăннă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем 21,7 миллион шутланнă. Ку вара 15 çултан аслăрах пĕтĕм халăх йышĕнчен 10 тата 18 процент пулать. 2002 çулта аслă пĕлÿллисем 15 процента çитнĕ /19 миллион çын/, профессиллĕ вăтам пĕлÿллисем – 27 процент /32,9 миллион/. Тепĕр сакăр çултан, 2010 çулхи çыравра, аслă пĕлÿ илнисем 22 процент /26,8 миллион/ шутланнă, профессиллĕ вăтам пĕлÿллисем – 30 процент /36,7 миллион/. Куратпăр ĕнтĕ, ку тапхăрта аслă пĕлÿ патне туртăм ÿснĕ. Çакă ĕç суйласа илесси çине мĕнлерех витĕм кÿнине пăхса тухăпăр.

Ăрусен теорийĕпе кашни тапхăрта анлă сарăлнă профессисем палăраççĕ. Экспертсем хальхи вăхăтра пысăк ĕç укçиллĕ профессисем мала тухнине асăнаççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ тытăмсенче пултаруллă специалистсем ытларах кирлипе те профессисем анлă сарăлнисем шутне кĕреççĕ: IT тытăмĕнче, биотехнологире, маркетингра, çыхăну тытăмĕсенче. Яланхи пекех, суту-илÿпе йăла пулăшăвĕнчи профессисене суйласа илекенсем сахал мар. Технологи енчен пысăк пĕлÿ кирлĕ специальноçсемпе 1985 çулта çуралнисем те ытларах интересленеççĕ: урбанистика, архитектура, дизайн. Паянхи ачасем ученăйсем пуласшăн, мĕншĕн тесен вĕсем ăслăлăхра çĕнĕ çулсем, йышăнусем кирлине ăнланаççĕ.

2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсене пăхса тухсан та эпир аслă пĕлÿ илнисен йышĕ малалла ÿсессине асăрхатпăр.

Тĕп тĕрĕс ÿкерчĕке çырав кăтартĕ.

 

Чăвашстат,

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ-2020.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика