04 февраля 2021 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче республикăра тухса тăнă «Капкăн» сатира журналĕн тĕп редакторне лартнă Василий Яковлевич Яковлев /хушма хушамачĕ Тоймак/ Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче çуралса уснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр пиçĕхсе тухнă Трофим Иванович Иванов-Таçука Шупашкара, редакцие ĕçлеме чĕнсе илнĕ.
Тăватă яла пĕрлештерсе тăракан «Мир» колхоза ертсе пынă пуçлăх ку вăхăт тĕлне шăпах хуçалăха юнашарти Ильич ячĕллĕ колхоз çумне «тĕртсе» хăварнă та /пĕрлешуллĕ хуçалăхсене пысăклатас тапхăр пынă ун чухне/ ĕнерхи председателе çĕнĕ ĕçе куçассипе çыхăннă ыйтăва татса пама йывăр пулман. «Ял-йыша ертсе пыма хуçа тупасси халăх хушшинчен тухнă пултаруллă сăвăç-сатирика шыраса тупассинчен чылай çăмăлтарах», — шутленĕ кун пирки «Капкăнăн» тĕп хуçи. Ара, Трофим Иванов-Таçук колхоз ертуçин çăмăл мар лавне туртса пынă хушăрах çĕнĕрен кăларса тăма тытăннă журналта тăтăш тенĕ пекех ытти сăвăçсенчен пачах уйрăлса тăракан çивĕч фельетонсемпе памфлетсем пичетлерĕ, вĕсене çийĕнчех килĕштерсе пăрахнă вулакансем çак поэтăн кашни япалинех кăмăлласа йышăнни Василий Яковлев тĕп редактора Трофим Таçука редакци çыннисен йышне чĕнсе илме хистенĕ те. Çапла пуçланса кайнă Трофим Ивановăн ?таврара ăна Таçук тесе чĕннĕрен вăл каярахпа унăн хушма хушамачĕ пулса тăнă? журналистикăри тата поэзири çул-йĕрĕ. Вăл — манăн тăван кукка, çавăнпа та Трофим Иванов-Таçук «Капкăн» журналта ĕçленĕ тапхăрта та, Шупашкартан Пукăртана тăтăш тенĕ пек килсе ç(реме вăхăт тупнă унăн ĕçтешĕсене те питĕ аван астăватăп. Кукка Василий Тоймака уйрăмах хисеплетчĕ, вăл тĕп редактор пулнăран кăна мар, хăйĕн ăс-тăнĕпе те, тавра курăмĕпе те интеллигентсен çемйишĕн те паха тĕслĕх кăтартнăран. Трак тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнче кун çути курнă çамрăк /вăл 1911 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă, кăçал унăн 110 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленетпĕр — авт./ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех Мускаври Я. Свердлов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухнă, «Канаш» /халĕ «Хыпар»/ хаçатра, «Социалистическое земледелие» журналта, Мускавра кăларнă «Коммунар» ятлă чăваш хаçатĕнче яваплă вырăнсенче тăрăшнă. Журналистикăри ăнăçлă утăмĕсене асăрхамалли япаласемех çыракан автора каярахпа «Правда» хаçатăн Чăваш тата Мари автономи республикисенчи ятарлă корреспонденчĕн тивĕçне пурнăçлама шаннă. Пи-рĕн ентеш иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен пуç-ламăшĕнче «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă. 1955 çулта Василий Яковлевича Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă, вăл 1955-1959 çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн председателĕ пулнă. Çав тапхăрта Василий Яковлевич партин Чăваш обкомĕн идеологи пайĕн пуçлăхĕ тата секретарĕн тивĕçне пурнăçланă. Трак тăрăхĕнче унпа танлашакан партин патшалăх деятельне паянхи кун та тупма йывăр.
Ентешĕмĕрĕн чун-чĕ-ри журналистика еннех туртăннă çав. Çĕршывра Н. Хрущев пуç пулса тăнă тапхăрта, тĕрĕсрех çырас-тăк, 1958 çулта Василий Яковлев «Советская Чувашия» ха-çат коллективне ертсе пыма тытăннă. Анчах кунта çулталăкран ытла ĕçлеме тур килмен: çакăн сăлтавне мĕн паянхи куна çитичченех уçăмлăн уçса кăтартни çук. Пурăннă чухне вăл хăй те кун пирки çăвар уçса калаçман…
Кукка «Капкăнра» тăрăшнă çулсенче эпĕ шурă Шупашкара килнĕ-килменех ун патне, редакцие, кĕрсе тухаттăм. 1971 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче те республика тĕп хулин Володарский урамĕнчи Пичет çуртĕнче вырнаçнă «Капкăн» журнал редакцине çитрĕм мар-и( Мана Трофим Иванов-Таçук кĕтсе илчĕ, кăмăлтан ăшшăн çупăрларĕ те п(лĕмре ларакан юлташĕпе паллаштарма васкарĕ. Унăн ĕç п(лĕмне Василий Яковлев тĕп редактор пынă-мĕн. «Çак çамрăк Кульцав вăтам шкулĕнчен пĕлу илсе тухнă, — терĕ тепĕртакран кукка. — Унти çынсене лайăх паллать, Сергей Короткова та пĕрре кăна мар курнă…».
«Сергей Коротков вара манăн çул-йĕрĕм çине урлă каска хураканĕ пулчĕ», — пуçласа тĕл пулнă-пулманах çакнашкал калаçăва пуçарма именсе тăман тĕп редактортан тĕлĕнтĕм те малтанах. Эпĕ хăйĕн çывăх ĕçтешĕн шанчăклă тăванĕ пулнăран вăл т(ртен сăмахлама шикленмерĕ пуль.
Акă мĕн каласа пачĕ мана çавăн чухне Василий Яковлев-Тоймак: «Кульцаври Ленин ячĕл-лĕ колхоз çав çулсенче куккурус çитĕнтерес енĕпе çĕршывĕпех чапа тухнăччĕ. «Советская Чувашия» хаçатра кунта «уй-хир пикин» ăстаçисемпе паллаштаракан статья кăларма палăртрăмăр. 1959 çулхи утă уйăхĕн пĕр кунĕнче пичетленсе тухрĕ хайхи материал. Тав сăмахĕ кĕтетпĕр Коротковран. Малаллахи уяр кунра кĕрлесе кайнă хаяр аçа пекех туйăнчĕ. Статьяпа пĕрле кун çути курнă укерчĕкре «Кульцав уйĕнчи куккурус «уй-хир пики» пек мар, пĕкĕрĕлсе ларнă карчăк пек курăнать, имĕш. Фотокорреспондент вырăна кайса укерсе килнĕ кадр хаçатра çапăнса тухиччен Н. Хрушев килĕштерекен культура чылай çуле туртăнма ĕлкĕрнĕ иккен. С. Коротков партин Чăваш обкомне мар, турех Мускава, Кремле, Никита Сергеевич патне шăнкăравлать…». Василий Яковлевичăн çавăншăн «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕн пуканне пушатма тивнĕ иккен. Çакăн хыççăн килсе лекнĕ те вăл «Капкăн» журнала. Мĕн тери çивĕччĕн те витĕмлĕн тухса тăратчĕ В.Я. Яковлев алă пусса кăларнă çулсенче пин-пин вулаканшăн чи юратнă та чи кĕтнĕ журнал пулса тăнă «Капкăн». Пĕлетĕр-и, пĕр вăхăтра унăн тиражĕ 100 пин экземпляра çитнĕччĕ. «Эх, «Капкăна» кăна лекес марччĕ» тесе сехĕрленекен тимсĕр пуçлăхсем çапла каланине хам та пĕрре çеç илтмен хăй вăхăтĕнче. Унта лекрĕн пулсан вара айăплине пуçран шăлман, ăна е выговор кĕтнĕ, е ĕçрен кăларса янă.
«Василий Яковлевич пирĕнтен питех те çирĕп ыйтатчĕ, статьяна вулакансен умне кăлариччен «çиччĕ виçсе пĕрре касмалли çинчен» астутарсах тăратчĕ журналистсене», — кукка аса илсе каласа панине хальчченех астăвăмра тытатăп эпĕ. — Тоймак хăй çырнă хайлавсем те лайăх пулса тухатчĕç, çав хушăрах вăл Чăвашгизра «Кулма пĕлекен телейлĕ», «Мĕн вăл сатира(» тата «Огрехи и помехи» кĕнекесене кун çути пама та ĕлкĕрчĕ…».
Шел, ăста та пултаруллă журналистăн, патшалăхпа общество деятелĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Вăл пирĕнтен утмăл çиччĕрех /1978 çулта/ уйрăлса кайнă.
Трофим Иванов-Таçук вара 54 çул çеç пурăннă çут тĕнче ырлăхĕпе киленсе. Чăваш сатиринче уйрăмах паллă йĕр хăварнă, çивĕч те кулăшла сăввисен янравлăхĕпе витĕмне (стерес тĕллевпе тулли састашсемпе ?рифмăсемпе? вырнаçуллă усă курнă, кĕске ĕмĕрĕнче «Тал пиçен», «Хĕлĕх ала», «Çĕнĕ милĕк» тата «Курман-илтмен çынсем мар» кĕнекесем кăларнă. Автор пирĕн хушăра çукки питĕ уçăмлăн сисĕнсе тăрать паян та. Тоймакпа Таçук çак таранччен пурăннă пулсан-и( «Капкăн» журнал ĕмĕрĕ вăрăм килсе тухатчех, вăл Иван Мучи, Марк Аттай, Çĕпритун Шăпчăкĕ çирĕп тытса пынă çул-йĕре малалла такăрлатса, паха хайлавсем кĕтекенсене савăнăç хыççăн савăнăç к(ретчĕç ĕнтĕ.
Сăмах май каласан, кукка Марк Аттай кулăш-ш(чĕсене ытларах килĕштеретчĕ, вĕсенчен нумайăшне пăхмасăр калама пĕлетчĕ.
…Эпĕ ун чухне «Ял пурнăçĕ» хаçатра ĕçлеттĕм. 1971 çулхи нарăс уйăхĕн пĕр кунĕнче манăн ĕç п(лĕмне Трофим Иванов-Таçук кĕчĕ-тăчĕ. «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕн сĕнĕвне пурнăçласа, Марк Аттайăн ентешĕсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен паллаштаракан ятарлă кăларăм хатĕрлесшĕн-ха, — терĕ вăл яланхи тараватлăхĕпе вашаватлăхне уççăн палăртса. — «Капкăн» саламатпа çеç çаптармасть, ырринчен, лайăххинчен те пăрăнмасть…».
Çав кун каçченех Çĕньял Упире ç(рерĕ-мĕр, поэт-сатирикăн тăванĕсемпе, ăна лайăх пĕлнĕ ентешĕсемпе курса калаçрăмăр. Тулли кăмăлпа, хавхаланса уйрăлтăмăр иксĕмĕр. «Марк Аттайăн тăван ялĕнче ăна халалланă музей пулмаллах», —ял-йыша паха сĕну парса хăварчĕ çавăн чухне Иванов-Таçук. Мĕн тетĕр, Аттая сăпка сиктерсе устернĕ ялта халь музей кăна мар, вăл пурăннă çуртăн стени çинче Асăну хăми те пур.
Шупуçĕнче те, Василий Яковлевăн тăван ялĕнче мухтавлă ывăлне асăнса пархатарлă ĕçсем тăвасса шанас килет.
Геннадий КУЗНЕЦОВ,
журналист-тĕпчевçĕ