04 февраля 2021 г.
Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕ Вăкăр çулталăкĕнче çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш пепкене регистрациленĕ.
Упи ял тăрăхне кĕрекен Пайсупинри Ольгăпа Артем Владимировсен çемйинче иккĕмĕш ывăл çуралнă. Ăна вĕсем Егор ят панă, вăл грек чĕлхинчен куçарсан «çĕр çинче ĕçлекен» тенине пĕлтерет. Владимировсен Арсений ывăлĕ шăллĕ тăван киле килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Телейлĕ ашшĕне пепке çĕр çине килнине пĕлтерекен официаллă документ — çурални çинчен калакан свидетельство панă. Телейлĕ çемьере сывă та тĕреклĕ пепке çитĕнтĕр, вăл ашшĕ-амăшне, ас-ламăш-кукамăшне савăнтартăр, пирĕн пысăк çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса устĕр.