АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ тĕпренчĕк — виçĕ тĕрленчĕк

04 февраля 2021 г.

Çыравçă чĕлхипе калатăп çак тăватă сă-маха. Тĕпренчĕкех ĕнтĕ вăл тĕрленчĕк. Е урăхларах сăмах çаврăнăшĕпе (керчĕкех… Пурнăçри пулăма сăнама, уйăрма е ăна пур енлĕн хак парса вулакан патне çитересси çыравçăн тивĕçех тесе шутлатăп эпĕ.

— Тем çинчен те çыраççĕ халь… Шел пулин те, ял пурнăçне, унта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлне туллин кăтартса çырнисем сахал, — (пкелешрĕ манпа ялти урамра курнăçнă Григорий Фомин. — Ĕç çук ялта.

Тĕрĕсех пăшăрханать. Çавăнтах: “Пирĕн ялăн малашлăхĕпе пуласлăхĕ пур-и(” — тесе хурать.

“Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса илет Гри-горий Иванович. Тата юратса вулать.

Апла пулсан райхаçатăн чи çывăх юлта-шĕн чĕре çумĕнчи çивĕч шухăш-сĕнĕвĕсене пурнăçласа, ял пурнăçне, унта пурăнакансен ĕç-хĕлне кăтартса “Виçĕ тĕпренчĕк — виçĕ тĕрленчĕк” рубрикăпа материалсем çырăпăр, вулакансене сăмах парăпăр.

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ,

РФ журналистсен Союзĕн членĕ.

 

ÇĔНĔ ÇУЛТА — 71 ĔÇ

Тĕрĕсех… Çавах та кăçалхи кăрлачăн 2-мĕшĕпе çыхăннă ку. Манăн мăшăр 71 çул тултарнипе сыпăнать сăмахăм…

Çĕнĕ — 2021 çула — Вăкăр çулталăкĕн алăкне чиперех уçса кĕтĕмĕр. Пĕчĕк йышпа çавра сĕтел тавра вырнаçрăмăр. Вăкăр çулталăкĕ çемье уявĕпе ырă йĕр хăварчĕ. Апат-çимĕçĕ те, юрри-ташши те хăйсен ырăлăхне к(чĕç.

Тĕрĕссипе чăлкăм куç хупмарăмăр. Хамăр та хут купăса тăссах савăнтăмăр. “Сенкер экран” та хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе тыткăнларĕ.

71 çул çитмĕл пĕр кун мар-çке. Марье мăшăрăм, çичĕ теçетке тултарнăскер, 2021 çулта унăн пĕрремĕш картлашкинчен иккĕмĕшне ярса пусрĕ. Шутласа пăхăр-ха: кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă, халь Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш пусми çине хăпарса тăрать. Хăюллăн хăпарса тăрать, малашлăх, пуласлăх ĕмĕт-шухăшне палăртсах…

Манăн ĕмĕт-шухăш еплерех-ха( Кăрлачăн 2-мĕ--шĕнче, хăть мĕн пултăр, 71 ĕç-хĕле пурнăçа кĕртмелле…Тата кун тăршшĕ çав тери кĕске. Ыр кăмăллăх хĕвелĕ те ир к(лĕм 8 сехет иртсен çеç сенкер т(пе маччине улăхать-çке…

Яланхиллех ирпе ултă сехетре ура çинче эпĕ. Тĕрĕссипе, Чăваш наци радиовĕн уçă та илĕрт(ллĕ сасси çывăх мана. Хальхинче те хама çав тери хаклă юрă сăмахĕсем:

Ырă кун, тăван сана,

Мĕнле пурăнан…

хăлхана хупларĕç.

— Лайăхах пурăнатăп-ха, — тетĕп ăшра. Тата чунра, шалта эппин, паян 71 ĕç пурнăçласси канăç памасть.

Çĕнĕ çулта çĕнĕ кун пуçланчĕ маншăн. Чăн малтанах мăшăр витрепе çăл шывне ăсса кĕтĕм. “Тулăх пултăр, çăл шывĕ пек таса пултăр пурнăç”, — терĕм. Иккĕмĕш ĕç-хĕл çенĕк умĕнчи юр кĕрчĕсене хырса тасатассипе çыхăнчĕ. Виççĕмĕшĕ кил умĕнче купаласа лартнă Хĕл Мучипе Юр пикен пит-куçне мамăк юр пĕрчисенчен шăлса тасатнипе сыпăнчĕ. Иккĕшĕнне те куçĕсене мунча кăмакинчен илнĕ кăмрăкран, куç харшисене чăрăш тураттисенчен майлаштарнă эпĕ.

Ытти ĕç-хĕле кил картине тасатнипе, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке апатлантарнипе, шăварнипе пурнăçларăм. Вутă çуртăм, тĕп сакайĕнчен çĕр улми, н(хрепрен кишĕр, купăста илсе тухрăм. Мăшăрăм п(рнисем çине хурса шутланă мĕн пур ĕçе пурнăçларăм.

Çапла, пĕр сехет хушшинче каллĕ-маллĕ хыпăнсах кил-çуртри вак-тĕвексемпех ĕç-хĕл хисепĕ хĕрĕхпе танлашрĕ.

Çак сумлă ĕçсен хисепне тата çаксене кĕртес терĕм. Мăшăр шăппăн мăшлатса çывăрать те хупланайман урисене çепĕççĕн çăм утиял витсе ятăм. Краватьпе юнашар лартнă пушмакне кăвак тĕслĕ кушак сĕртĕнсе йăвантарнă та ăна чиперрĕн т(рлетсе лартрăм. Урай шăлтăм, каярах çуса тухрăм.

Кăвак тĕслĕ Куçукка кушак аçине халĕ “сенкер эк-ранпа” рекламăлакан “китекейтпа” хăналарăм. Хăть епле кăштăртатсан та ирхи шăв-шавпа Марье вăранчĕ.

— Çывăрасчĕ хăть. Ватлăхра ыйхă вĕçни куç-кĕретех санăн, — тăруках мăкăртатса илчĕ вăл. — Маншăн тăрăшнине сисетĕп, куратăп-ха.

Марье купăста кукăлĕ пĕçересшĕн. Чуста хатĕр ĕнтĕ. Манăн вара ăна хисеп тусах вăл çуралнă кун 71 ĕç пурнăçламалла. Эпĕ мĕн иртенпех ларма-тăма пĕлмесĕр хыпкаланнине туххăмрах сисрĕ-туйрĕ хаклă çыннăм.

— Ĕç-хĕл шутне хăпартасшăн ĕнтĕ. Çĕр улми шурат тата купăста тура…Мана çăмăллăх, чăнах та. Эх, эсĕ манăн, (ркенменскерĕм… — хĕпĕртенипе питрен чăпăрт! чуп турĕ мăшăрăм. — Эх, эсĕ манăн сылтăм аллах çав.

Манăн хам палăртнă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Марьене кăвак куçĕсенчен тинкеретĕп.

— Тата мĕн тутарас-ха ĕнтĕ манăн сана( Ачасем килнĕ çĕре така ш(рпи пĕçересшĕн эпĕ. Пуçĕпе вар-хырăм хатĕрĕсем сивĕтмĕшре аван упраннă. Çавсене илсе кĕр-ха. Тата така пуçне пуртăпа икĕ пая пайла, — савăк кăмăлпа пăхрĕ Марье. — Тата “Дарья” лавккана çитсе килмелле…

Асăннă лавккана çул тытрăм. Çĕнĕ çул пысăк праçникех çав. Çын хыççăн çын кĕрсе тухать суту-ил( çуртне. Эпĕ пурăнакан Колхозная урамра та халăх хĕвĕшет кăна. Акă, Никитинсемпе Петровсен тата Фадеевсен килĕсем умĕнче çăмăл автомашинăсем лараççĕ. Ачи-пăчине тарават ашшĕ-амăшĕ. Тата Виталий Алексеевич мунча хутса янă тăруках.

“Дарья” лавккапа çума-çумăнах вырнаçнă кил-çурт енчен юрă юхса килет тата. Арçын сасси… Палланă сас. Мускав тăрăхне ĕçлеме ç(рет хăй. Юрă сăмахĕсене илсе кăтартам-ха.

Эпир ĕçчен, пултаруллă,

Эпир вăйлă, тăрăшуллă.

Мухтав сана, Çĕнĕ çул

Вăкăр пекех вăйлă пул…

Мăшăр çуралнă кун мунча та хутса ятăм. Те-хĕмлĕрех пултăр тесе юман вуттине хĕрхенмерĕм. Сăвă каласах ĕçлерĕм лаçра. Сăвă та ĕç шутнех кĕрет вĕт. Сăвă йĕркисене Юрий Сементерпе Владимир Улăхсем çыравçăсене халалларăм. Пĕри — сакăр, тепри çичĕ теçетке çавăрса хучĕç-çке. Иккĕшĕ те манăн çывăх çыннăмăр çуралнă кун сумлă юбилейĕсен çул-йĕрне сарнă.

Чун-чĕре ăшшиллĕ Сементер

Чапа хăпартрăн Трак ене.

Ялан эс палăрнă, çĕнтер,

Халăх хаклать сăввусене.

Мăн Шетмĕ тăрăхне çитсем

Лапамра — Анатри Типçырма.

Çуралнă унта Улăхсем

Сăмах илтĕм сире тав тума…

Тĕрĕссипе, Трак ен мухтавĕшĕн вăй-халне, сывлăхне шеллемен ентешĕмĕрсене манмарăм, кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа саламларăм. Манăн ĕçсен шутне 71-не çитермелле-çке.

Сиплĕ мунча хыççăн икĕ ывăл — Сашăпа Сергей, Шупашкарти хĕрĕм Света, мăшăрпа иксĕмĕр çавра сĕтел тавра вырнаçрăмăр. К(ршĕсем — манран икĕ кил анаталла кирпĕч керменте пурăнакан Зойăпа Виталий Никитинсем те алăк урати урлă каçрĕç. Тата Ăвăс çырмин тепĕр çыранĕ енче вырнаçнă йывăç çуртра тĕпленнĕ Любăпа Андрей Великовсем те хул хушшине хут купăс хĕстерсех çитрĕç.

Тĕп хулара вĕрент(çĕре тăрăшакан Света амăшне ăш пиллĕх сунса сăвă йĕркисем шăрантарчĕ.

Çаврăнать, йăванать юр пĕрчи,

Хыçалтан хăвалать çил ачи.

Юр пĕрчи, çил ачи саламне

Йышăнсамăр, юратнă анне…

Чун уççиллĕ сăвă йĕркисем хыççăн Никитинсем т(сеймерĕç. “Люба, тăсса яр-ха купăсна. “Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать” юрра çавăрттар-ха, Зоя Ивановна”, — куçне хĕссе мăшăрĕ енне çаврăнчĕ Виталий.

“Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать” юрă мар, “Сан çуралнă кун паян” кĕвĕ хупларĕ кил-çурта. Маçтăр çав Кивĕ Йĕкĕт хĕрарăмĕ. Пĕчĕк п(рнисемпе çавăрттарать çеç хут купăс т(мисене пĕчĕкрех шăм-шаклă Люба. Мăшăрĕ, Андрей, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутартан, Ю. Кудаков композитор çуралнă ялтан.

Йышпа ташша тухрăмăр, эпĕ такмакласах кисетĕп урасемпе. Çĕнĕ çулта ĕçсен хисепне (стермелле-çке манăн. Юрă-ташă та хисеплĕ ĕçсен йышĕнче вĕт.

Тултартăн эс, 71,

Тăпăр-тăпăр тăвар-и…

Хăюллăнах таптăр чĕре

Ĕмĕр пĕрле пурнар-и?

Ĕмĕр пĕрле пурнар-и тесе урасене çăмăллăн хуçлатса урай варрипе аллисене саркаласа хире-хирĕç ташлаттаракан Марье умне çитсе тăтăм. Именмесĕрех халăх умĕнче кĕрен тĕс çапнă питĕнчен чуп туса илтĕм. 71-мĕш ĕç пулчĕ ку…

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика