28 января 2021 г.
Истори страницисем тăрăх çакă паллă: Хусан хỹтĕлев сооруженийĕсене Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче 1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче тума тытăннă. Кунти ĕç-хĕл вара 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен тăсăлнă. Хусанпа Сăр хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре Трак тăрăхĕнчи хĕрарăмсем, аслă çулти арçын ачасем, фронта кайман ватăсем хутшăннă. Тылри халăхăн мĕн тери пысăк паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ çыхăннă унпа. 2021 — Вăкăр çулталăкĕ Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене çĕкленĕренпе 80 çул тултарнипе çыхăннă. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев кăçалхи çула республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтерчĕ. Эпĕ журналист пулнă май, район хыпарçин страницисенче Хусан хỹтĕлев чиккине тума хутшăннă, сывлăхне, вăй-халне шеллемен ентешсене сума суса тата вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх ăрусен асĕнче хăварас тĕллевпе “ТЫЛРИ ХАЛĂХĂН ПАТТĂРЛĂХЪПЕ ХАСТАРЛĂХĔ” ятарлă конкурс йĕркелесшĕн. Эпир, общество корреспонденчĕсем, тупăшăва редакци журналисчĕсемпе пĕр пулса ирттересшĕн. Ĕмĕр сукмакĕ кĕскелсех пырать. Хỹтĕлев чиккисене чавса хатĕрленĕ пархатарлă ентешĕмĕрсен йышĕ те çуллен чакать. Апла пулин те, конкурса хутшăнар, туссем. Эпир çак тупăшăва хутшăнма шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, аслă классенче пĕлỹ илекенсене йыхравлатпăр. Алла ручка-кăранташ тытма кăмăл тăвакансене поэзи лаççине те, проза тĕнчине те чĕнетпĕр. Ал çырăвĕсене “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине çитерме васкатăр пулсан, “Тылри халăхăн паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ” тесе палăртма ан манăр. Ятарлă конкурс хăйĕн кăтартăвĕсене чỹк уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕтĕмлетет. Г. Тусли.