АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энциклопедие уçсан…

28 января 2021 г.

 Хамăн хайлавсене 2021 çулта — Вăкăр çулталăкĕнче çакăн пек рубрикăпа вулакан патне çитерес терĕм. Манăн сăмах, тус-юлташăн, ял-йышăн, хастар çынсен сăмахĕ пултăр вăл. Хастар çынсене, пултаруллă, ăш пиллĕ çынсене манар мар. Вĕсемпе курнăçар, çума-çумăн ларар, чуна уçса калаçар тата калем тĕнчинче тĕшĕллĕ материалсем çырса кăларар. Манăн ĕç хучĕсен йышĕнче районăн çĕнĕ энциклопедийĕ (2018 ç.) яланах юнашар. Куллен икĕ-виçĕ хутчен алла тытатăп ăна, унăн страницисенче хамăн чун-чĕре йăшканине шыратăп тата тупатăп. Хальхинче, хамăн пурнăçри ĕç-хĕле культура пурнăçĕпе çыхăнтарнă май, çак тытăм пурнăçĕпе кăсăклантăм, тĕрĕссипе Вăкăр çулталăкĕнче çавра цифрăсен хуçисем камсем пулнипе паллашрăм. Мĕншĕн тесен çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ, халăхшăн чун-чĕре, кăмăл уççипе иксĕлми вăй-хăватне паракан тата хушакан çынсем яланах ятлă-сумлă тата хисепре вĕт. Ку пысăках мар калăпăшлă статьяра, каçарăр та, кашнинех ят-хушаматпах асăнмасан та, алфавит йĕркипе хăшне-пĕрне аса илесшĕн. Тата вăхăт çитсен çавра цифрăсен, тĕрĕссипе юбилейсен хуçисем çинчен кăштах та пулин çырса кăларасшăн е хăйсене тĕшĕллĕ сăмах парасшăн. Çỹлти Турă сывлăх патăр çеç. Анатолий Петрович Алексеев ĕçтешĕм, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992 ç.), И.А. Патмар ячĕллĕ медаль хуçи (2015) тата районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2018). Сăмах май авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Лев Григорьевич Григорьев 1941 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче хамăр районти Вутлан ялĕнче çуралнă, хăй 12 çулта чухнех ялти сцена çине тухнă, чăваш юрри-кĕввисене шăрантарнă. Профессийĕпе вĕрентекен, 1997 çултанпа районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклорĕн сумлă йышĕнче юрлать, хăйĕн уçă, янăравлă сассипе халăха савăнтарать тата тыткăнлать. Л. Григорьев вĕрентекен-юрăç 1993 çултанпа районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Район энциклопедийĕнче çавăн пекех Йỹçкассинче пурăнакан Васса Ивановна Иванован (15. 10. 1931) ят-сумне кĕскен çырса кăтартнă. — Эпĕ 36 çула яхăн ялти клубăн “тилхепине” тытатăп. Вăй-хăват пур чух Крентейкасси клубĕпе тачă çыхăнураччĕ Васса Ивановна. Халь ватăлчĕ ĕнтĕ... Унăн юрри-ташшине пăхса савăннă тата ăмсаннă, — тет Крентейкасси клубĕн заведующийĕ Галина Яковлева. — 90 çул тултарать вĕт вĕрентекен-ветеран. Валентина Васильевна Рудникова (8.03.1941) — Çĕнĕ Выççăлккă хĕр-упраçĕ. Вăл вулаканшăн тата Трак еншĕн çĕнĕ ят-хушамат мар. Профессийĕпе вĕрентекен. Чун туртăмĕпе-хавхаланăвĕпе çыравçă, композитор тата юрăç вăл. Вунă кĕнеке ытла кун çути кăтартнă тата районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Çавăн пекех республика шайлĕ наградăсем те пур унăн. Александр Ильич Терентьев (20.10.1966) салтак-афганец Ванюшкассинче хисеплĕ, ырă ятлă, тарават арçын. Унăн пуçарулăхĕ тата ĕçченлĕхĕ куç умĕнче. — Иртсе кайнă çул асра юлать. Пуçару бюджечĕпе ял масарĕнче çĕнĕ çурт çĕклесе лартрăмăр. Пĕрлехи вăй-халпа тăрăшсан чун хĕпĕртет, — хăй шухăшне уçать фермер-хут купăсçă. — Хут купăс — чун-чĕре уççи. Вăл — çамрăклăх, çумри чăн-чăн тус-юлташ. Культурăллă кану ыйтăвне кун йĕркинчен кăлармасть Александр Ильич. Ванюшкасси хут купăс сассипе вăранать, Кĕçĕн Шетмĕ сцени те ăна час-часах хăй патне йыхравлать. Алевтина Александровна Федорова (21.10.1941) Карай тăрăхĕнчи Сурăмхĕрринче вăй илнĕ. Шăл тухтăрĕ, “ЧР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” (1978). Тивĕçлĕ канăва тухсан районти Культура çуртĕнче чăмăртаннă ветерансен хорĕнче тата “Трак ен” фольклор ансамблĕнче юрланă, ташланă та... Энциклопедирен сăвăрса илнĕ ултă ят-хушамат пирки асăнтăм эпĕ. Вĕсен сумлă, пархатарлă ĕç-хĕлне пур енлĕн тивĕçлĕ хак парса паллă вырăна вырнаçтарнă та ентешĕмĕрсене. Ман шутпа пĕри те тепри райхаçатра пĕр-пĕр корреспонденцире е тĕрленчĕкпе очеркра хăйсен çуралнă кунĕсенче сăн ỹкерчĕксемпе, паллах, вулакан умне тухĕç тесшĕн эпĕ. Çапла пулмалла та... Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика