28 января 2021 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкул ĕçченĕсен коллективĕпе тĕл пулнă. Чи малтанах Александр Николаевич пухăннисене иртнĕ уявсемпе саламланă. Вăл тĕл пулăва килнисене иртнĕ çул пурнăçланă тĕп ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем вара курăмлă. 2020 çулта район центрĕнчи Механизаторсен урамĕнчи тĕп стадионта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйне ĕçе кĕртме пултарнă. Сивĕсем çитиччен райцентрта çут çанталăк газĕпе тивĕçтерес тытăма тĕпрен реконструкциленĕ. Çавăн пекех Заволжски клуба, Трак вăтам, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене, "Колосок" ача садне, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн спорт залне юсаса çĕнетнĕ, 16 шыв башнине юсанă. Ял тăрăхĕсенчи чылай территорине, райцентрти Ленин урамĕнчи 20, 26, 28, 30, 95, В. Васильев урамĕнчи 17 çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, çĕнĕ тротуарсем туса хута янă. Пĕлтĕр бассейн, Красноармейски ялĕнче виçĕ хутлă Культура керменĕ тума про-ектпа смета докуменчĕсем хатĕрленĕ. А. Кузнецов тĕл пулăва килнисен ыйтăвĕсене хуравланă. Ку евĕр мероприятисем ытти вĕренỹ организацийĕсенче те иртеççĕ.