28 января 2021 г.
“Хыпар” [“Весть”] хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 115 çул çитнĕ май
1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче паллă ученăй-энциклопедистăн, Атăл тăрăхĕнчи халăхсен тĕпчевçин Н.В. Никольский профессорăн тăрăшулăхĕпе хастарлăхне пула “Хыпар” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Хусан кĕпĕрнаттăрĕн канцелярийĕ 1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче панă свидетельствăпа килĕшỹллĕн, Н.В. Никольский профессора Хусан хулинче чăваш чĕлхипе “Хыпар” хаçат кăларма ирĕк панă. Унта çапла çырнă (текстне вырăсла илсе паратăп): “Дано сие... Николаю Васильевичу Николь-скому в том, что он, Никольский, как видно из поданного им заявления, намерен издавать в г. Казани под личной ответственностью, в качестве ответствен-ного редактора, газету на чувашском языке под названием “Хыпар” (“Весть”), с подписною платою за год 3 рубля, за полгода 1 руб. 75 коп. по следующей программе: 1). Распоряжения правительства главным образом относительно крестьян. 2). Современные события. 3). Жизнь рус-ского народа и других национальностей. 4). Иностранные госу-дарства. 5). Сведения по сельскому хозяйству и другие полезные сведения. 6). Торговые известия. 7). Школы. 8). Общественная и приходская благотво-рительность. 9). Повести, рассказы и сочине-ния, как самостоятель-ные, так и переводные. 10). Сведения о новых книгах. 11). Вопросы и ответы редакции...”. (БУ “ГАСИ ЧР”. Ф.П-1045. Оп.1. Д.708. Л.1). Хаçат кăларма ирĕк илнĕ хыççăн Николай Ва-сильевич хăй тавра тăван халăха юратакан, унăн чĕлхипе литературишĕн, культуришĕн чунне пама хатĕр пĕлĕшĕсене явăçтарнă. Вĕсем хушшинче Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкултан кăларса янă студентсем те пулнă. “Хыпар” хаçат страницисенче кулленхи йăла-йĕрке, чăвашсен культури çинчен каласа паракан статьясем тăтăшах пичетленнĕ, унта политика темипе çырнă материалсем уйрăм вырăн йышăннă. Вĕсенче рабочисен пăлхавĕсемпе восстанисен сăлтавĕсене уçса па-нă. Асăннă статьясем патша влаçĕн ырăлăхне кăтартакан материалсем-пе пĕрле пичетленнĕ. Çак тапхăрта “Хыпар” наци культурине, чăваш халăхĕн революципе демокра-ти шухăшлавне аталанта-рас çĕрте калама çук пысăк вырăн йышăннă. Обществăра реакцилле шухăшлав ỹссе пынă, çакă вара “Хыпара” та пырса тивнĕ. Çỹлерех тăракан пуçлăхсем Н.В. Никольские “хаçату ăнăçсăр тата шанчăксăр” тесе айăплама пăхнă. Хĕсĕрленине чăтай-масăр Николай Васильевич кăларăмсен редакторĕн должноçĕнчен пăрахса кайнă. Çакна малашнехи ре-дакторсем те — С.К. Кириллов, С.И. Игнатьев, С.Н. Николаев, П.А. Алексеев, В.И. Иванов тата А.А. Николаева “астивсе” курнă. 1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче “Хыпар” хаçат редакцине тĕплĕн ухтараççĕ, каярах хупаççĕ. Çакăн хыççăн вунă çула яхăн, “1917 çулхи нарăс уйăхĕнче патша влаçне сирпĕтиччен”, чăваш чĕлхипе хаçатсем вуçех тухман. 1917 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче “Хыпар” çĕнĕрен тухма тытăнать. Вăл Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсен канашĕн чăваш секцийĕн, каярах Чăваш наци обществин органĕ пулнă. Асăннă общество нимĕнле партире те тăман, анчах унта тăтăшах сылтăм эссерсем майлă мате-риалсем кун çути курнă. Çавна май Чăваш енти тĕп çар канашĕн 1918 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнчи йы-шăнăвĕпе хаçата хупнă. 1918 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче “Хыпар” хаçатăн пурлăх никĕсĕ çинче “Канаш” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă, унăн иккĕ-мĕш номерĕнчен Чăваш енти тĕп çар канашĕ унăн органĕ пулса тăнă. Ун хыççăн “Канашăн” органĕ чăвашсен сулахай социал комитечĕпе Хусан кĕпĕрне канашĕ çумĕнчи Чăваш комиссариачĕ пулса тăнă. Çак çулăн çу уйăхĕнче хаçата РСФСР национальность ĕçĕсен халăх комис-сариачĕн Чăваш енри пайĕ ертсе пыма пуçланă. Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕ 1967 çулхи чỹк уйăхĕн 21-мĕ-шĕнче панă истори справ-кинче çакна палăртнă: “...Новая газета встала на платформу Советской власти. Она активно боролась против учредительцев и правых эсеров... Постепенно газета становилась выразительницей чаяний трудящихся крестьян, солдат и рабочих... Первые тридцать номеров газеты “Канаш” вышли без указания ответственного редактора: под текстом имеется подпись “редколлегия”. В состав редколлегии входили А.П. Лбов, А.Д. Краснов, Д.Е. Ефимов и др. С 14 номера редактором газеты работал Д.Е. Ефимов, с 54 номера — Д.С. Эльмень — зав. Чувашским отделом Наркомнаца...”. (БУ “ГАСИ ЧР”. Ф.П.-1. ОП.31. Д.61. Л.42). 1918 çулхи çурла уйă-хĕнче шурă гвардеецсем Хусана хăйсен аллине илсен, “Канаш” хаçат хупă-нать. Пуçару ушкăнĕ тимленипе “Хыпар” хаçат тух-ма тытăнать, вăл Хусана ирĕке кăларичченех тытăнса тăрать. 1918 çулхи кĕркунне “Канаш” хаçат РСФСР национальность ĕçĕсен ха-лăх комиссариачĕн орга-нĕ пулса тухма тытăнать. Ун чухнех вăл большевиксен хаçачĕ пулса тăрать. 1967 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче “Коммунизм ялавĕ” хаçат редакторĕ М. Якимов справкăра çак-на палăртнă: “...Она регулярно... печатала наиболее важные решения Сове-та Народных Комиссаров, публиковала материалы съездов РКП(б), информировала о деятельности Коммунистического интернационала, пробуждала классовое самосознание чувашских рабочих и крестьян... В газете “Канаш” в переводе на чувашский язык были опубликованы произведения В.И. Ленина “Письмо к рабочим Европы и Америки”, “Все на работу по продовольствию и транспор-ту!”... Газета “Канаш” поль-зовалась большой популярностью: в течение двух лет (февраль 1918 г. — февраль 1920 г.) общий тираж газеты составил 3.584.150 экз., из них чу-вашские села и деревни получили около 1.352.150 экз., части Красной Армии — 2.232.000 экз. ...”. (БУ “ГАСИ ЧР”. Ф.П.-1. Оп.31. Д.61. Л. 38-39). Малашнехи çулсенче “Канаш” хаçат уйрăм йы-вăрлăх тỹссе ирттерет. Çакă вăл Чăваш автономи облаçĕн, 1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен Чăваш АССРĕн ертсе пыракан органĕсен тытăмĕнче улшăнусем пулнипе çыхăннă. Унсăр пуçне 1937 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен вăл “Чăваш коммуни”, 1952 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен “Коммунизм ялавĕ” ятпа тухса тăма тытăннă. 1991 çулччен “Канаш” (“Чăваш коммуни”, “Ком-мунизм ялавĕ”) хаçат Чă-ваш Енре пурăнакансене хуçалăхпа культура строительствинче партипе по-литика тĕллевĕсене пур-нăçлама, массăллă воспитани пама пысăк ĕç туса ирттернĕ. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче вăл чăваш литература чĕлхине аталантарма тата наци публицистикине çирĕпленсе çитме май туса панă. Тăван çĕршывăн 1941 —1945 çулĕсенчи Ас-лă вăрçи вăхăтĕнче хаçат тăван халăха фронтпа тылра Çĕнтерỹ тума хав-халантарса пынă. Хаяр вăрçă хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратма, Тăван çĕршыва юратма чĕнсе калакан, ырă хыпарсене саракан пулнă. 1990 çулсен пуçламă-шĕ республика, çĕршыври пекех, политика тата со-циаллă пурнăçпа экономи-ка аталанăвĕнче уйрăм йывăрлăх тỹснĕ. Чăваш АССР ертỹçисем палăртнипе 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш АССР Министрсен Канашĕ республикăра тухса тăра-кан “Хыпар” хаçатăн Уставне çирĕплетнĕ. Документ-па килĕшỹллĕн, Чăваш АССР Аслă Канашĕпе рес-публикăри Министрсен Совечĕ хаçат учредителĕсем пулса тăнă. 1992 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен “Хыпар” хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин Пичетпе инфор-мацин патшалăх комите-чĕн аллине куçнă. 1998 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен “Хыпар” редакцийĕ “Хыпар” издательство çур-чĕ” республикăри патшалăх унитарлă предприятийĕ (РПУП) пулса тăнă. “Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ” БУра “Хыпар” хаçатăн такăр мар çулне уçса паракан чылай документ упранать. Çак тапхăрта темĕн те курнăскер, паян республикăри тĕп периодика кăларăмĕсенчен пĕри шутланать вăл. Асăннă хаçата пулах унăн страницисенче тăтăшах чăваш чĕлхипе наци культурине сарас, йăх-несĕлсен ырă йăли-йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе вун-вун материал пичетленет. Ку вара паянхи интеграци обществинче тĕпре тăрать. Эпир вара “Хыпар” çак ырă енсене малашне те тытса пырасса çирĕп шанатпăр.
Л. Афанасьева.