28 января 2021 г.
Этемлĕх историйĕнче кун шутне, кун, эрне, уйăх ятне пĕлмен вăхăт та пулнă. Хĕвел анса каç пулсан — выртнă, хĕвел тухсан, кун çути килсен — тăнă. Çанталăк, кунсем улшăнса пынине кашниех курнă та пĕлнĕ, анчах вăл мĕнле улшăнса черетленсе пынине ĕлĕкхи çынсем сăнаса калама пултарайман. Çул хыççăн çул, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртнĕ. Этем-лĕхĕн ăс-тăнĕ çирĕпленсе, улшăнса пынă. Этемлĕх историйĕ сăнавсемпе тата асăрхавсемпе пуянланнă. Çырулăх пулман халăхăн вара тĕрлĕ сăнавĕсем, пĕтĕмлетсе каланисем ăруран ăрăва сăмах вĕççĕн çеç куçса пынă. Каярах вара хăйсем сăнанине, курнине, хăйсем майлă ăнланса хут çине çырса пыра пуçланă. Çавăн пек кĕнекесен шутне 1867 çулта Николай Васильевич Золотницкий хатĕрлесе кăларнă “Сюлдалык кнеге” ятлă чăвашсен пĕрремĕш календарьне кĕртме пулать. Ку календаре, чăвашсем валли кăларнă çав вăхăтри “Чуваш кнеге” букварь пекех, вырăсла саспал-лисемпе çырнă, унта чăваш чĕлхинче тĕл пулакан сасăсене кăтартмалли паллăсем пулман. Иккĕмĕш календарь 1874 çулта пичетленсе тухнă, ăна та Н.И. Золотницкий хăй системипех кă-ларнă. Малтанхипе тан-лаштарсан, иккĕмĕш календарьте çĕнĕлĕхсем нумай, калăпăшĕ те пысăк. Виççĕмĕш календарь вăтăр çула яхăн иртсен кăна, 1903 çулта пичетленсе тухнă. Ăна К.П. Прокопьев “Çулталăк кĕнеки” ятпах хатĕрлесе кăларнă. 1914 çулччен вара, уйрăм çулсемсĕр пуçне, тăтăшах йĕркеллĕ тухса пынă. Революци хыççăн чăваш календарĕ 1923 — 1933 çулсенче, 1958 çул хыççăн вара 1970 çулччен çулсеренех Чăваш кĕнеке издательствинче тухса пынă. Çав вăхăтра хăш-пĕр çулсенче кăна пичетленмен вăл. Чăваш Республикин Наци библиотеки 1973 çулта “Время. События. Люди” ятпа календарь кăларма пуç-лать. Вăл 1996 çулччен çак ятпа тухса тăнă. Н.И. Зо-лотницкийăн “Сюлдалык кнеге” тухнăранпа 130 çул çитнĕ тĕлне библиотека хăй хатĕрлекен календаре “Çулталăк кĕнеки. Кален-дарь года” ятпа кăларма тытăнать. Кĕнеке хуплашки валли В.И. Агеев художник ỹкерчĕкне илнĕ. Вăл тĕнче тытăмне тата çулталăк çаврăнăшне палăртать. 2021 çула халал-ланă “Çулталăк кĕ-неки” çак кунсенче пичетрен тухрĕ. Ун-па Чăваш Республикин наци библиотекин краеведени уй-рăмĕнче паллашма пулать. Кăларăма историри паллă пулăмсем, пултаруллă çынсем, предприятисемпе учрежде-нисем çинчен çыр-нă 300-е яхăн материал кĕнĕ. Чăваш Енре 2021 çула Сăр шывĕпе Хусан енчи оборона чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Октябрĕн 28-мĕшĕнче хỹтĕлев йĕрне чавма пуçланăранпа 80 çул çитет. Чăваш Республикин Наци библиотеки те çак кунсенче хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавăн пекех 2021 çулăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри — чăвашсен çĕнĕ çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитни. 2021 çулта “Ĕмĕр сакки сарлака” роман авторĕ Никифор Мранькка çуралнăранпа 120 çул, чăваш халăх поэчĕ Николай Шелепи çуралнăранпа 140, “Кĕлпук мучи”, “Тутимĕр”, “Шуйттан чури” хайлавсен авторĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 110, Юрий Скворцов çуралнăранпа 90 çул çитет. Хăйсен юбилейĕсене чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Валери Туркай, Юрий Артемьев литературовед, Виталий Енĕш, Николай Иванов, Николай Сорокин, Юхма Мишши, Улькка Эльмен, Геннадий Максимов, Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Арсений Тарасов çыравçăсем паллă тăваççĕ. Тĕрлĕ ăслăлăхра палăрнă çынсем хушшинче те çавра çуллисем нумай. Вĕсен шутĕнче: медицина наукисен докторĕ Ана-толий Волков, истори наукисен докторĕсем Валерий Григорьевпа Виталий Орлов, истори наукисен кандидачĕсем Валерий Кочетковпа Борис Каховский, филологи наукисен докторĕсем Людмила Сарбашпа Галина Семенова... Искусство çыннисем хушшинче кăçал Анатолий Брындин, Анатолий Быков, Миша Григорян ỹнерçĕсене, Лидия Красова, Надежда Алферова, Любовь Федорова артисткăсене, Василий Павлов, Олег Попов артистсене, Тамара Гурьева, Людмила Семенова, Августа Уляндина юрăçсене саламламалла.
П. Семенова.