АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç каçалăкĕ анлăлантăр-и?

21 января 2021 г.

Семенов хушаматлă сăвăçсем йышлă пирĕн чăваш литературинче: Илья Семенов (Тукташ), Тимофей Семенов (Тайăр Тимкки), Илья Семенов (Илем), Иван Семенов (Шахтер), Юрий Семенов (Сементер). Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче пур вĕсем: Лука Семенов, Леонтий Семенов, Николай Семенов (Çемен Эреш). Çеменсен ачисене амăшĕсем пылпа çу сĕрсе тутлăлантарнă кăкăрĕсене ĕмтернĕ, вĕсен ыйхисене хураллама вара уйăхпа çăлтăрсене, каçăхса кайса юрланă хыççăн хăйсем те канса илме шут тытнă шăпчăксене чĕннĕ ĕнтĕ. Пирĕн малаллахи сăмах Юрий Семенов-Сементер çинчен пырĕ. Ун пирки пайăррăн калаçу пуçлама витĕмлĕ сăлтав пур: вăл кăçалхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче сакăр теçетке çул тултарчĕ, çапла вара, пурнăç каçалăкĕнчен вырса илнĕ 80-мĕш сулмаклă кĕлтене ятран лартнă капмар капанĕ çине тирпейлĕн майлаштарса хучĕ. Вулакан пĕлтĕр: пултарулăх йĕтемĕнчи капанĕ хальлĕхе тăрланман-ха. Халăх кăмăлласа йышăнакан сăвăçăмăр юбилей хыççăн унта ылтăн тĕшĕллĕ пучахсене хурса çыхнă тăпăл-тăпăл кĕлтесем хурасса шанса тăратпăр, мĕншĕн тесен, çанă тавăрса каçалăк хыççăн каçалăк илсе ĕçлекен Сементершĕн “ватлăх”, “тĕллев чиккисем” йышши ăнлавсем çуккине лайăх ăнланатпăр эпир. Вăл хăй те ку таранччен тунă ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетме иртерех пулнине пытармасть пирĕнтен. Поэзи лаççинче 60 çул ытла хĕрнĕ хурçă пек çуталса çиçекен сунтала сулмаклă мăлатукпа çапса мĕнпур тавралăх илтĕнмелле янравлă сасă саракан ентешĕмĕр вулакансене паянхи куна çитиччен миçе кĕнекепе савăнтарнине палăртма статистика пайĕнче ĕçлекен шутлавçă мар эпĕ тата вĕсен шучĕ пĕрре те кăсăклантармась мана. Çакна çеç уçăмлатса хăварам: пĕр хайлавĕнчен теприне ỹссе пынă талантпа сăвăçăмăр Шетмĕпе Çавал, Сурăмпа Ункă шывĕсене пуянлатма васкакан чĕр кĕмĕл çăл куçсенчен илмен-ши? Вĕсен шерпечĕ-сипечĕпе касăлса шăварăнман-тăк, Танăш ывăлĕн сăввисемпе поэмисем тăвар касман çăкăр пекех туйăнса тăнă пулĕччĕç. Юрий Сементер халĕчченех хăйне йỹнчĕкре сиктерсе ỹстернĕ тăван тăрăхĕпе шанчăклă çыхăнура пулни те çакна туллин çирĕплетмест-и вара? Халăх поэчĕ композиторсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ çепĕç юрăсен сăмахĕсене, ăшран кĕвĕлесе кăларни те — пĕчĕк тăван çĕршывĕн иксĕлми тивлечĕ мар-и? Çапла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çут тĕнчене килнĕ Юрий Семенов тăнăç пурнăçа тăванлăхпа туслăха пĕрлешỹллĕ те килĕшỹллĕ ĕçе мухтакан сăвăç-юрăç пулмах çуралнă. Вăл хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине те “Тупа” ятпа кăларнинче символ пĕлтерĕшне курса тăратăп эпĕ. Калас тенĕ сăмахне пикенсех шыракан çамрăк хăйне аслă тус-юлташĕсен умĕнче çав тери сăпайлă тытнине, поэзи мĕн тери пысăк яваплăх ыйтнине малашлăхра калама çук, пĕлтерĕшле ĕçсем кĕтнине, вĕсене пурнăçа кĕртме чун-чĕрин хĕрỹлĕхне пама хатĕррине тулли шанăçпа, тупа сăмахĕсемпе палăртса пĕлтерет. Юрий Сементер халал сăмахĕсем çырсах парнеленĕччĕ мана “Тупа” кĕнекине. “Тимĕрçĕ Хунатне — ытларах хăвна тие” тесе çырнăччĕ. Шел, аслă пиччемĕрĕн пил-халалне тỹрре кăлараймарăм пулсассăн та, тăван поэзире хам пултарнă таран сассăма пама тăрăшрăм темелле. Ĕмĕр тăршшĕпех Танăш ялĕн сăпайлă та мухтавлă ывăлĕн ăсталăхĕ, вăл поэзире кăна мар, юрă-кĕвĕре те, публицистикăра та, куçару ĕçĕнче те ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулнине туйса тăма мехел çитернипе чунтан савăнатăп. Унăн тăват йĕркеллĕ сăввисен кĕнеки республикăри сăвă кĕнекисенчен чи лайăххи пулнă хыççăн ăна хакласа ятарлă тĕпчев ĕçĕ çырнăччĕ, вăл вара Чăваш наци вулавăшĕ ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Лауреатсене Шупашкара чĕнсех чысларĕç ун чухне. Тĕл пулăва хутшăннă Юрий Сементер те мана алă тытсах саламланăччĕ. Юрий Сементерпе эпĕ 1965 çулта паллашнă. Ун чухне вăл Çĕрпỹ районĕнчи комсомол райкомĕнче ĕçлетчĕ. Кайран район хаçатне куçрĕ. Хам Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçатĕнче ĕçлеме тытăнсан, унпа тăтăшрах тĕл пулса тăма пуçларăмăр. Журналистикăра та самаях ăнăçлă утăмсем тăвакан ĕçтешĕмĕрĕн çĕнĕ сăввисемпе те эпĕ вĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта тухичченех паллашса пынă çав çулсенче. Юрий Семенов сăмах вылятма юратман, çине тăрсах унччен никам та тупайман çĕнĕ шухăшсене çичĕ хут тар кăларсах шыракан тăрăшуллă сăвăç пуласси уçăмлăнах сисĕнетчĕ. Вăл поэзи тỹпинче хăйĕн çăлтăрне тупнипе кăна çырлахмарĕ, ун тавра çĕннисем те йышлăн ялкăшчăр тесе тăрăшрĕ, çапла майпа Трак тăрăхĕнче çитĕннĕ яш-кĕрĕм хушшинче асăрханă çамрăк çырав-çăсенчен чылайăшне литературăна шанчăклăн пырса кĕме хавхалантарчĕ. Халĕ вĕсем Сементер пил-халалне çỹлте тытаççĕ, Вĕрентекенĕн çул-йĕрне малалла такăрланă май, çирĕп ыйтакан вулакансен кăмăлне çырлахтаракан хайлавсем çыраççĕ. Чыслă-сумлă сăвăçăмăр хăй те паянхи кунпа кăна пурăнмасть. Унăн ĕмĕт-тĕллевĕнче — самана таппипе килĕшсе тăракан эпикăллă хайлавсем те, халăх ыйтакан çĕнĕ юрăсем те, вулакансемпе тĕл пулма палăртса хунă литкаçсем те вырăн тупнă. Сывлăхĕ ытлашши çирĕп мар пулнине пăхмасăрах, канăçсăр чун-чĕреллĕ ентешĕмĕр вĕсене пурнăçа кĕртме хыпаланать. Пурнăç пуçламăшĕнче панă тупа сăмахĕсем ăна çĕнĕ çĕнтерỹсен çулĕпе хастаррăн утма хавхалантараççĕ. Пултарулăх уйĕнче илекен çĕнĕ каçалăксем те шырава тухма хистеççĕ. Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ĕçтеш-тусĕсенчен юбиляр шутсăр нумай салам илни те Юрий Сементере калеме тек вырттарма хушмасть. Чăвашăн мухтавĕпе чапĕ пулса тăнă кумирăмăр çирĕп сасси нумай чĕлхеллĕ Раççейĕн пысăк йышлă хорĕнче ỹлĕмрен те уççăн, мăнаçлăн янăрĕ. Çапла пултăр, çапла пултăр, çапла пултăр! Г. Кузнецов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика