21 января 2021 г.
2021 çулпа çыхăнать вăл. Ун валли кашниех, паллах, умри тĕллевсене палăртать. Журналист-çыравçăшăн та çаплах ĕнтĕ. Куллен шыравра, тĕпчевçĕре пулни, тен, ỹркенмесĕр шалти ĕмĕт-туйăмпа çула тухни, чăнах та, тавра курăма вăйлатать тата чун-чĕрери ĕçлес хастарлăха та ỹстерет. Çине тăрса тăрăшсан, палăрмаллах, вулакана юрамаллах тесшĕн эпĕ. Мĕнле шухăш-ĕмĕтсем хуçаланаççĕ, канăç памаççĕ-ха мана?.. Пĕрремĕшĕ вăл Çĕнĕ — 2021 çулта чăваш халăхĕ 1941 çулхи хĕл кунĕсенче чăн-чăн паттăрлăх кăтартса кĕске вăхăтра Сăр тата Хусан хỹтĕлев линийĕсене тунăранпа 80 çул тултарнипе ырă йĕр хăварать. Тăван республикăра Сăр оборона линийĕн историллĕ пысăк пĕлтерĕшне хак парса, паллă ĕнтĕ, 2021 çула Сăр тата Хусан хỹтĕлев линийĕн 80 çулхи юбилейĕпе çыхăнтарнă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин хальхи истори архивĕн хăш-пĕр кăтартăвĕ-сене илсе кăтартасшăн. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçе тухнă. Хăш-пĕр тапхăрсенче вĕсен йышĕ 100 пинрен те иртнĕ. Пĕтĕмпе 3 млн кубла метр çĕр чавса кăларнă. 1600 дзотпа дот, 1500 çĕр пỹрт хатĕрленĕ. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 380 çухрăм. Çакна аса илтересшĕн: пирĕн Трак ен çыннисем Хусан хỹтĕлев сооруженине тунă çĕрте Тăвай районĕн çĕрĕ çинче, тĕрĕссипе Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче окопсем чавнипе пурнăçланă. Паллах, 1941 çулта нимĕç эшкерĕнчен хỹтĕленсе окопсем, дзотсемпе дотсем хатĕрленĕ çĕре хутшăннă çынсем халĕ питĕ сахаллăн юлнă. Пур вĕсем, сăмахран, Ешкилт ялĕнче пĕр ватă пурăнать. Журналист-çыравçă тĕпчесен, çула тухсан, тен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçине татах тупма май пур. Çавăнпа та Сăр тата Хусан хỹтĕлев линийĕсене тунă çĕре хутшăннă çынсене манас марччĕ пирĕн. Çырасчĕ, вĕсен пурнăçĕ, кун-çулĕ тавра ытларах кăсăкланасчĕ. Тата ытти ыйтусем те канăç памаççĕ-ха мана. Мĕн пытармалли пур, халăх чунлĕ, ыранхи кун уттине ярса пусакан ентешĕмĕрсем те хисепре, кун йĕркинче çуталса, палăрса тăччăр тесшĕн эпĕ. Ку ыйтăва шута илсех вырăнсенче ветерансемпе (пенсионерсемпе) çума-çумăн утакан хастарсене — Галина Егорова (Кỹлхĕрри), Юлия Леонидова (Янмурçин), Нина Петрова (Еншик Чуллă), Екатерина Васильева (Чаканар), Василий Петров (Аслă Чуллă), Петр Яковлев (Пайсупин) пирки райхаçатра çырса кăларас кăмăл-туйăмпа пурăнатăп. Вăй-хал çитерсен хамăр йышри пултаруллă хĕрарăмсемпе тата ватă арçынсемпе курнăçасшăн. Очерксемпе тĕрленчĕксем тата уйрăм статьясем, кулăшпа шỹт темипе хускалнисем тата поэзи лаççинчен пухăнса, вăй хушса çутта тухнисем те “Ял пурнăçĕнче” вырăн тупаççех. Паллах, райхаçата çырăнса илни, кашни япалана пĕр сиктермесĕр вулани, ушкăнпа сỹтсе явни çав тери ят-сумлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тата калем вăй-халне, чун-чĕре уççине туйса хăв курни-илтнине вулакан патне çитерсен пăсăк пулмĕччĕ. Çĕнĕ çулта — 2021 çулта райхаçат тусĕсем, унпа çыхăну тытакансем, тĕрĕссипе çĕнĕ ят-хушаматсем хутшăнасса, палăрасса шанатăп эпĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çин йывăр та тертлĕ тата асаплă тапхăрĕсем халĕ те асран тухмаççĕ. Вăрçă ачисем мĕн курмарĕç-ши, тỹсмерĕç-ши хăйсен ĕмĕрĕнче? Вĕсем пурте 80-90 çул урлă каçнă ĕнтĕ. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, сывлăхĕ тавра кăсăкланса çырасчĕ, тĕл пуласчĕ вĕсемпе ытларах. Г. Ефимов.