21 января 2021 г.
“Эпĕ раштавăн 31-мĕшĕнче килнĕ çут тĕнчене. Тĕлĕнмелле вăхăт ку: кивĕ çул кайма ĕлкĕрмен, çĕнни вара ура ярса пусайман вăхăт. Утмăл пиллĕкмĕш каçалăка пуçланă май, çак тарана çитсе этемĕн виçĕ тивĕçне пурнăçларăм темелле. Ара, арçынăн чăн малтан çурт-йĕр çавăрмалла, ывăл çитĕнтермелле тата йывăç лартса хăвармалла. Эпĕ кирлĕ çак япаласене туса çитертĕм. Апла-тăк арçын шутне кĕтĕм ĕнтĕ. Паллах, çỹлерех асăннă атрибутсем вĕсем этем кун-çулĕн символне палăртакан пĕлтерĕшсем кăна. Кунсăр пуçне арçыннăн ĕмĕр тăршшĕпех кĕпе çухави çичĕ хут тарпа касăличченех хĕрỹ ĕçре пилĕк авмалла, çывăх çыннисене хăйĕн тăрăшулăхĕпе тĕслĕх кăтартмалла. Ку енĕпе те хама ỹпкелемешкĕн сăлтав çук пек...” Çак сăмахсенчен пуçларĕ кăмăл туртăмĕпе хăйĕн калаçăвне Чаканарта çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ Владимир Серафимович Прокопьев. Ăна пĕлмен çын тупăнĕ-ши Трак тăрăхĕнче! Варвара Федотовнăпа Серафим Прокопьевич Прокопьевсен кĕçĕн ывăлĕ Совет Çарĕнчен салтак тивĕçне чыслăн тытса таврăннă хыççăн районти вĕренỹ пайне шофера вырнаçнă та мĕн паянхи кунчченех çакăнта тăрăшать, хăй тытса пыракан çăмăл автомашина спидометрĕ çухрăм хыççăн çухрăм “çавăрнă” пекех, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çул. Ĕçтешĕсен ăмсанмалăх ỹсĕмне палăртма ытла та кăмăллă. Çĕр чăмăрĕ тавра миçе çаврăнма анлă çул тунине ветеран хăй те татăклăн татса калаймĕ. Ирĕк парас пулсан эпĕ ăна паян иккĕленмесĕрех рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртсе хунă пулăттăм. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче ĕçлеме тытăннăранпа Владимир Серафимовичăн килĕнче Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук пулас. “Ку тарана çитсе вунă ытла пуçлăхпа ĕçлеме тỹр килчĕ, — кăмăл еккине ярса калаçрĕ водитель. — Кашнинпех пĕр чĕлхе тупнă темелле, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă. Пуçлăха турттараканăн мĕн илтнине, мĕн калаçнине пурне те урама кăлармалла маррине лайăх пĕлсе çитрĕм ĕнтĕ хĕрĕх икĕ çул хушшинче. Нихăçан та чĕлхене ирĕке яман, сăмаха “Çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн тин çын çине кăларнă...”. Чăн сăмахăн суйи çук. Владимир Серафимович пĕрре те ỹстерсе, хăпартланса калаçмасть. Вăл çавăн пек çын пулнине эпĕ хамăн кулленхи пурнăçăмран та çав тери уçăмлăн курса тăратăп-çке. Владимир Серафимович — манăн хуняçа пулчĕ, Патăрьел салин хĕрĕ Чаканара кин пулса килнĕренпе те çак ял çуммипе юхса иртекен Мăн Çавал шывĕ вун пилĕк хутчен пăрпа витĕнсе пăртан тасалчĕ. Зоя Анатольевнăпа Владимир Серафимовичăн кĕçĕн ывăлĕпе, Игорьпе, пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа виçĕ чиперккене пурнăç парнелерĕмĕр. Катьăпа Ксюша тата Оля аслашшĕпе асламăшĕшĕн тем тума та хатĕр. Хама илес пулсан, эпĕ хунямапа хуняçаран тĕлĕнсе кăна тăратăп. Вĕсем килти хуçалăха тирпейлĕн тытса тăма та, йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама та, мăнукĕсене ăш пилĕх пама та вăхăт тупаççĕ. Пытармастăп, çак киле качча килнĕ-килменех эпĕ хунямаран мар, хуняçаран шикленеттĕмччĕ. Вăл çиллес çын пек туйăнатчĕ малтанах. Çамрăк кин йăнăшнă иккен. Владимир Серафимович — тĕлĕнмелле ырă та тараватлă кил хуçи. Унран сассине хăпартса калаçнине, ыттисем пирки япăх пупленине пĕрре те илтмен. Çукран пур тăвассине тĕпе хураканскер вара мул-тупрашăн çуннине нихăçан та асăрхаман. Хуняçа хăйĕн виçĕ ывăлне те ĕçе юратма, çынсене вăхăтра пулăшу парассине ăша хывса вĕсене ăс парса пурнăç çулĕ çине кăранă. “Мăнукăмсем, пурăна-киле кĕçĕн мăнукăмсем сывă та телейлĕ çитĕнессе чун-чĕрепе шанатăп, — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа сăмахлать Владимир Серафимович. — Вĕсем шкулта тăрăшса вĕренччĕр, пурнăç çулĕ çине тăриччен вара çăкăр хакне, тăварлă тар сипетне пĕлсе-тутанса ỹсчĕр! Хамăр та атте-анне ачашлăхне туйса çитĕнмесĕрех, сăпкаран уйрăлнă-уйрăлманах аслисемпе пĕрле уя çул тытнă, алла çурла-çава илме хăнăхнă, пĕрлехи йышпа тунă ĕçре телей-савăнăçа курса тăнă...” Çапла, кил хуçи пире кулленхи пурнăç шкулĕнче çутă ĕмĕт-тĕллевсене ĕçпе çирĕплетме пулăшакан витĕмлĕ сĕнỹ-канашсем парать. Çавăншăн ăна çĕре çитиех пуçăмăрсене тайса тараватлăн тав тăватпăр. Чаканарăн тĕп çырминче ĕмĕр тăршшĕпех тапса тăракан кĕмĕл çăл куçĕ пек иксĕлми вăй-хал сунатпăр. ...Эпир чун-чĕререн юратакан çыннăмăр К. Евруков “Шоферсен юррине” питĕ кăмăллать. Саншăн хăруш мар лапра та çумăр, Савнă çын кĕтсен, çитмеллех киле. Хыçа юлса пытăр çухрăм хыççăн çухрăм Çирĕпрех тытсамччĕ эс, шофер руле! Кирек хăçан та вăрăм çул тăвакан Чаканар ялĕнчи хăвна тỹсĕмсĕррĕн кĕтекен юратнă мăшăр, ачусем тата мăнукусем патне илсе çитертĕр сана, Кивĕ çулпа Çĕнĕ çул тĕл пулнă кăшт маларах кăна çут тĕнче ырлăхĕпе киленме килнĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ ырă çыннăмăр! Е. Прокопьева.