АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕн сумлă каччи

21 января 2021 г.

Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕн сумлă каччи

Пĕтĕм çĕршыв-тĕнче ирсĕр чирпе — кăшăллă вируспа кунĕн-çĕрĕн кĕрешнĕ, ку енĕпе çыхăннă хытарусене пăхăннă вăхăтра хăйĕн пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарнă хисеплĕ те сăпайлă юлташăмăр 65 çул тултарни шăппăн та сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Л.А. Матвеев 1955 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче хамăр районти Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Танăш ялĕнчи Матвеевсен сăпайлă та вашават, ĕçчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çемьери виçĕ ывăлтан чи асли пулнă. Ашшĕ, Алексей Матвеевич, Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çапăçнă, Чехословаки çĕрне ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çар тумне хывнă хыççăн, мирлĕ пурнăçа таврăнсан, чылай вăхăт тăван хуçалăхра агроном пулса тăрăшнă, ун хыççăн вунă çул ытла хуçалăх ертỹçин тилхепине тытса пынă. 1992 çулта çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Римма Алексеевна, Пшонка хĕрĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кĕçĕн Шетмĕри сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ, пысăк хисепе тивĕçнĕ, 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Вуншар, çĕршер унăн вĕренекенĕ паянхи кун та Римма Алексеевнăна ырăпа асăнаççĕ. Л. Матвеев 1971 çулта Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчен аван паллăсемпе вĕренсе тухать. Ун хыççăн республикăн тĕп хулине, шурă Шупашкара, çул тытать, медицина училищине вĕренме кĕрет. Тепĕр пилĕк çултан вара ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Танăшăн пултаруллă каччи кунта илнĕ медицина пĕлĕвне малалла аталантарма тĕллев лартать. Çавна май 1977 çулта Пушкăрт Республикин тĕп хулинчи, Уфари медицина институтĕнче пĕлỹ пухма пуçлать. 1983 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет, аслă шкултан “гигиена, санитария, эпидемиология” специальность илсе тухать. Çав çулах хăйĕн специальноçĕпе Салават хулинчи медицина училищинче вăтам пĕлỹллĕ медицина ĕçченĕсем хатĕрлес енĕпе вăй хума тытăнать. Леонид Алексеевич вĕрентнĕ вуншар, çĕршер шурă халатлă медицина ĕçченĕ сарлака та анлă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хурать, паянхи эпидемиллĕ çăмăл мар лару-тăрура ентеш панă пĕлỹ-сĕнỹпе усă курать. Анчах тăван ен, тăван ял, тăван кĕтес нихăçан та ун асĕнчен тухман. Çăл куç евĕр шăнкăртатса юхакан Шетмĕ шывĕ, йăмраллă Танăш ялĕ çамрăка ир те каç хăй патне туртнă пулас. Л. Матвеев 1995 çулта Чăваш Ене таврăнать. Вăл тĕп хулари “Васкавлă медицина пулăшăвĕ” (“БСМП”) сыватмăшра малтанах эпидемиологи тухтăрĕнче, тепĕр çултан çакăнтах уйрăм ертỹçинче вăй хума пуçлать. Часах пултаруллă, ĕçе йĕркелеме пĕлекен тата пултаракан çамрăк тухтăра Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн министерствинче те асăрханă. 2001 çул вĕçĕнче Л. Матвеева асăннă министерствăна чĕнсе илеççĕ, тин кăна йĕркеленекен “Хулари диагностика центрĕ” сыватмăш учрежденине ертсе пыма сĕнеççĕ. Ку вăхăтра тĕп хулари сыватмăшсенче микробиологилле диагностикăн шайĕ тата эффект парасси хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтереймен. Çанă тавăрса, кунне-çĕрне пăхмасăр çĕнĕ ĕçе кỹлĕнет Леонид Алексеевич. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ярать. Кĕске вăхăтрах 5 хутлă çуртра (малтан кунта Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн конструктор бюровĕ пулнă) реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Ентешĕм асăннă центрта паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен хаклă йышши оборудовани вырнаçтарать, ĕç вырăнĕсене тивĕçлĕ кадрсемпе тивĕçтерет тата ыт. те. Вун пĕр çул вăй хурать вăл хăй йĕркелесе янă центрта. Пысăк квалификациллĕ тухтăрсен коллективне хăй тавра пухать, сыватмăш ĕçне çỹллĕ шая çĕклет. Чыслă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ Т. Голикова алă пуснă Хисеп хутне (16. 03. 2010) тивĕçет. Ку вăхăтра çине-çинех хăйĕн квалификацине ỹстерет Леонид Алексеевич, Хусанти медицина академийĕн профессорĕсен лекцийĕсене итлет. 2012 çулта республикăри аттестаци комиссийĕ Л. Матвеева “Чи аслă категориллĕ тухтăр” квалификаци парать. Çав çул вĕçĕнчех Леонид Алексеевича ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине чĕнсе илеççĕ. Вăл вăхăтра А. Самойлова министр ертỹçĕ пултарулăхне кура Л. Матвеева Красноармейски районĕн тĕп больница коллективне ертсе пыма сĕнет. Трак ен яланах хăй патне туртнăран хирĕçлемест, савăнсах килĕшет вăл. Л. Матвеев Трак ен çыннисене вăхăтра тата тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас, тĕп сыватмăшри, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен, тухтăр офисĕсен пурлăх никĕсне çĕклес енĕпе çине тăрса ĕçлерĕ. Мĕн çĕре кĕричченех тар тăкрĕ вăл хăй килĕштернĕ ĕçре. 2019 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче чире пула пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пурнăçа юрататчĕ Леонид Алексеевич. Ун илемне çут çанталăкра, уй-хирте, вăрманта, тăван ялта, çуралнă кил-çуртра, сад-пахчара курма васкатчĕ. Пире, юлташ-пĕлĕшĕсене, пулла, сунара чĕнетчĕ. Шыв хĕрринче, кăвайт умĕнче çĕрĕпе калаçса ларни, тĕтĕм шăршиллĕ пулă шỹрпи çини паян та куç умĕнче. Канмалли кунсенче вăл вăхăтра “Нива” ЯХПК ертỹçипе И. Петровпа çут çанталăка сыхлас, тискер чĕр чунсен йышне пысăклатас енĕпе çине тăрса ĕçлерĕç. Юлташĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, çине тăрсах сывлăха сыхлама хистеччĕ, çăмăл мар лару-тăрура пулăшу кỹретчĕ. Пурăннă пулсан Л.А. Матвеев иртнĕ раштав уйăхĕнче 65 çул тултаратчĕ. Паянхи санитарипе эпидемиологи енчен йывăр лару-тăрура унăн ку енлĕ пуян ĕç опычĕ, тарăн пĕлĕвĕ нихăçанхинчен те кирлĕрехчĕ. Леонид Алексеевичăн çутă сăнарĕ яланах ĕçтешсен, ентешсен, тус-юлташĕсен чĕринче упранĕ. Н. Абрикосов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика