АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ сăвăç тĕл пулчĕç

21 января 2021 г.

Виçĕ сăвăç тĕл пулчĕç

 Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ общество корреспонденчĕсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсех пыма çине тăрать. Тĕнчере кăшăллă вирус алхаснине кура халĕ вĕсемпе пĕчĕк çеç ушкăнсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Акă, Çĕнĕ çул умĕн кăна-ха кунта виçĕ сăвăçпа курнăçрĕç. Тĕл пулăва Красноармейскинчи Леонид Антонов, Кĕçĕн Шетмĕри Николай Семенов (Çемен Эреш) тата Йĕпреçри Геннадий Кузнецов çыравçăсем хутшăнма кăмăл турĕç.

Кескен ку авторсем пирки.

Л. Антонов хамăр районти Малти Трак ялĕнче 1939 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен 1966 çулта вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çĕрте агрономра, çĕр ĕçĕпе çыхăннă ытти должноçра вăй хунă. Районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ — Раççей писателĕсен Пĕрлĕхĕн пайташĕ. Вăл — “Сăвăсем” (1990), “Чун туртăмĕ — йăмраллă Трак” (1991), “Çăлкуç сипечĕ” (1994), “Тулли пучах” (1996) кĕнекесен авторĕ. Красноармейски районĕн Гимнĕн сăмахĕсене çырнă. Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Леонид Илларионовича “Ĕçри хастарлăхшăн” медальпе, ытти наградăсемпе чысланă.

Н. Семенов (литературăри псевдонимĕ — Çемен Эреш) 1942 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче хамăр районти Кăмакал ялĕнче кун çути курнă. 1969 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Агрономра, хуçалăхсен ертỹçинче, чылай çул “Нива” совхоз директорĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, медальсемпе тĕрлĕ Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пĕр кĕнеке авторĕ, сăввисем районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра тăтăшах пичетленеççĕ.

Г. Кузнецов виçĕ район — Канаш, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсем — чикĕленекен вырăнта ларакан Çĕнĕ Шуртан ялĕнче 1943 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ. Вăл — республика журналистикинче палăрнă ят. Геннадий Васильевич Йĕпреç районĕн “Çĕнтерỹшĕн” хаçат редакцийĕнче вун-вун çул вăй хурса пиçĕхнĕ. Пĕр тапхăр пирĕн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра та тимленĕ. Тинтерех çеç-ха вăл тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Сăвăсен икĕ кĕнекин авторĕ, халĕ виççĕмĕшне хатĕрлет. Г. Кузнецов — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2004), чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Тĕл пулура ят-сумлă сăвăçсем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашрĕç, çамрăк авторсене сĕнỹсем пачĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç. Халĕ вĕсенчен пĕринпе — Геннадий Кузнецов Николай Семенова (Çемен Эреше) ăнăçусем сунса хайланипе паллаштаратпăр:

Çемен Эреш, манра эс юлнă

“Нива” совхоз директорĕ пулса.

Маттур, хастар, ырма пĕлмен, хăюллă

Семенова çтан кайăн-ха манса?

Пĕлмен эп ун чухне çак пултаруллă

Çынра асамлă вăй капланнине.

Трак ен паян чун мулĕпе пит тулăх —

Унта курап Эрешĕн тỹпине.

Вăл тахçанах капмар капан çĕкленĕ,

Сулмаклă кĕлтесен йышне хушса.

Утать поэт — чыс-сум кĕтмен хресченĕн

Çул-йĕрĕпе, çилпе тек тупăшса.

Тĕллевĕ унăн çутă, пархатарлă,

Кашни ире çĕн сăвă пултăр-и?

Йĕркисене çупăрласа ытарлăн

Илемлетет чечен хĕвел тĕрри.

Эреш эрешлĕн çырнине пĕлеççĕ

Вулакансем: эс ятлă çын Тракра.

Ку тăрăхшăн вара чăн-чăн поэзи —

Сементер хыççăн — уйрăмах хакра.

Вăт çапла, маттурсем! В. Тавкил.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика