21 января 2021 г.
Ĕмĕре çыравçă каçалăкĕнче ирттернĕрен аса илỹсем те нумай. Авă, калăпăр, сумлă ентешĕм — Илья Степанов композитор кăмăллă та вашават çын пулнипе асра юлчĕ. Унпа кирек хăçан та сăмах тупма пулатчĕ. Тен, чунĕ пурне те тараватранах-ши пурнăçĕ те кĕскерех килчĕ. Халĕ, акă, ун пирки иртнĕ вăхăтпа çеç çырма тивет. 2016 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче сасартăк куçне хупрĕ тусăм, аслă юлташăм. Пурăннă пулсан кăçалхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ вăл. ...Пĕр-икĕ самантпа аса илесшĕн. Ун чухне эпĕ районти радиовещани редакторĕнче ĕçлет-тĕм. Илья Степанов çырнă хыпарсене, юрат-нă композитор юррисене кăларăмсене час-часах кĕртеттĕм. Ытти хăш-пĕр районсенчи радио редакцийĕсем хăйсен передачисене позывнойпа пуçлани çинчен темиçе те илтсеттĕм. Эпир вара мĕн-рен кая? Çакăн пирки Илья Романовичпа та канашласа илтĕм. Вăл хирĕçлесе çăвар та уçмарĕ, шухăшласа пăхма пулчĕ. Кун хыççăн пĕр эрне иртрĕ-и — иккĕ-и — композитор радиовещани редакцине хашкаса пырса кĕчĕ те “Позывной хатĕр” тесе хавхаланса пĕлтерчĕ. Газ уçлакан станцин культура учрежденийĕнче вăй хуракан тепĕр тусăм — М.В. Дмитриев (халĕ Михаил Васильевич та Чăваш Республикин культурăн тава ти-вĕçлĕ ĕçченĕ) позывноя (урăхларах, чĕнỹ кĕвви темелле-ши ăна?) кассета çине çыртăмăр, тепĕр кун ирхинехи передачăра эфира та тухрĕ вăл. “Аван янăрарĕ”, — терĕ çав кунах телефонпа шăнкăравласа Илья Романович. Унтанпа кăларăмсенче миçе çĕр хут янăрарĕ-ши ку позывной? Ахăртнех, чылайăшĕн кăмăлне кайрĕ. Кун пирки Трак енри радио итлекенсем пĕрре кăна мар калатчĕç. Каярахпа унпа культура ĕçченĕсем те усă курма тытăнчĕç. Илья Романовичпа çывăх туссем пулнă эпир. Çыравçă каçалăкĕнче пуçланнă туслăх нумая пычĕ. Тата унран, аслă юлташăмран, сĕнỹ-канаш та пĕр хут кăна мар ыйтнă. Вăл нихăçан та пулăшмасăр тăман. Унăн килĕнче те пулса куртăм, çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенешкел, ман патне те çитрĕ. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытлашши сăмахлама юратмастчĕ. Анчах та унра юрă кĕвĕлес туртăм пысăккине, уншăн юнĕ вĕресе тăнине аванах сисеттĕм. Юррисем вара районти радиовещани передачисенче те тăтăшах янăратчĕç, вĕсене ял çыннисем “Юрă саламĕсенче” çине-çинех ыйтатчĕç. Çак кунсенче çеç-ха Красноармейскинчи педагогика ĕçĕн ветеранĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе М.Ф. Ильинапа Илья Романовичăн пултарулăхĕ çинчен сăмах пуçартăм. “Манăн мăшăрăма — М.И. Ильина та вăлах ỹнер тĕнчине илсе кĕчĕ, юрăсем кĕвĕлеме хăнăхтарчĕ, çакăнта пулăшса та пычĕ”, — савăнса пĕлтерчĕ Мария Федоровна. Тата миçе çынна аслă юлташĕ пулса пулăшу кỹмен-ши И. Степанов композитор? Çак статьяра ун çинчен кăштах та пулин —темиçе йĕркепе каласа хăварасшăн-ха. ...И.Р. Степанов 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче хамăр районти Кушкă ялĕнче çу-ралнă. Кушкăри 8 çул вĕренмелли, Мăн Шет-мĕри вăтам шкулсенчен, республикăри культура училищинчен вĕ-ренсе тухнă. Пĕр тапхăр Магнитогорск хулинчи Пĕтĕм Союзри комсомол стройкинче тăрăшнă. Каярахпа Çĕр-пỹри тата Муркашри Культура çурчĕсенче, ялти культура учрежденийĕнче тимленĕ. Кунпа пĕрлех вырăнти шкулсенче музыка урокĕсем ирттернĕ, çитĕнекен çамрăк ăрăва юрă-ташă тĕнчине илсе кĕнĕ. Илья Романович пурĕ 4 пине яхăн юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 1200-шĕ тĕрлĕ кĕнекесемпе хаçат-журналта кун çути курнă. “Ỹс, çĕклен эс, Красноармейски” вара (сăмахĕсем Леонид Антоновăн) район Гимнĕ пулса тăчĕ. И. Степанов — темиçе кĕнекепе брошюра авторĕ. Ỹнер тĕнчинчи сулмаклă утăмсемшĕн Илья Романовича 1993 çулта “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Вăл çавăн пекех — Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Ăна “Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн”, Федор Павловăн “Музыка искусствине тата театра аталантарнăшăн” медальсемпе наградăланă. Пĕр сăмахпа, чăн-чăн çын тата композитор! ...Халĕ, каларăмăр, халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ, Илья Романович Степанов композитор пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та унăн юррисем паян та радио-телевидени урлă, сцена çинчен янăраççĕ. Апла пулсан хăйĕн композиторне халăх чăннипех те юратать, юррисене кăмăлласа йышăнать. Малалла та çаплах пултăр! В. Данилов.