21 января 2021 г.
ятпа Шупашкарта пирĕн ентешĕн — Кушкă ялĕнче çуралнă халăх юратнă композиторăн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Илья Степановăн нотăланă юрăсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Çĕнĕ кĕнекен “Вăл юрăпа пурăннă” ум сăмахне çак йĕркесен авторĕ çырнă. Çакна уйрăммăн палăртса хăварассăм килет. Илья Степанов халĕ пирĕн хушăра çук пулин те, унăн хайлавĕсем юрра-кĕвве кăмăллакансем хушшинче малтанхиллех пурăнаççĕ, янăраççĕ, çĕнĕ ỹсĕмсем туптама хавхалантарса тăраççĕ. Композиторăн “Çул юхать, юхать”, “Хĕр юрри”, “Шăнкăрав курăкĕ”, “Ăшă тунсăх”, “Ма иртет часах çурхи каçĕ” тата ытти юррисем халăхра анлă сарăлнă. Вĕсене Тамара Чумакова, Клара Чекуш-кина, Зоя Ананьева, Василий Раймов, Рена Грачева, Людмила Семенова юрăçсем çĕкленỹллĕн шăрантарнă. Илья Романовичăн пултарулăх еткерлĕхĕ тĕлĕнмелле пуян: вăл 4 пин ытла юрă çырса хăварнă, вĕсенчен 1300-шĕ тĕрлĕ кĕнекере, хаçат-журналта пичетленсе тухнă, 800-шне вăл пичете пама хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, ыттисем нота альбомĕсенче упранаççĕ. Ялан халăхпа пулни пултаруллă композитора çĕнĕ юрă-кĕвĕ хывма пулăшнă, пурнăçпа тан утма хистенĕ. — Илья Романович пурнăçне юрăпах ирттерчĕ, — каласа парать композиторăн мăшăрĕ Нина Ивановна. — Ытларах чухне вăл çĕрле ĕçлетчĕ, хăш чухне пĕрре ларса 3-4 кĕвĕ таранах çырса хуратчĕ. Сăмахĕсем тупăнман чухне çав кĕвĕсем ăна чылайччен “асаплантаратчĕç”. Вăл яланах хăйпе блокнотпа кăранташ илсе çỹретчĕ, нумай юррисене утса пынă çĕртех çырнă темелле. Килте ĕçленĕ чух та кĕсйинчи блокнотне кăларса çыра-çыра хуратчĕ. Хăш-пĕр юррисене сăвăçсем килсе панă кĕвĕсемпе йĕркелесе çитеретчĕ... — Илья Степанов, тĕпрен илсен, искусствăра Филипп Лукин уçнă çулпа утнă, унран вĕренсе пынă, — пĕлтерет хăйĕн шухăшне кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ, хамăр районти Культура çурчĕн ĕçченĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров. Вĕсене тата мĕн пĕрлештерсе тăнă-ха? Çавалçырма ялĕнчи Ф. Лукин çурчĕ тарăн çырма урлă каçсан сăртра ларать, унти тавралăхпа киленсе тăрсан чăтаймастăн, юрласа яратăн. Илья Романович çурчĕ те Кушкă ялĕнчи сăрт çинче вырнаçнă, тăван уй-хир илемĕ ăна та юрăсем хайлама хавхалантарса тăнă... — Илья Степановăн каши юрри-кĕввинчех асра юлакан йĕркесем пур, — палăртать Красноар-мейскинчи халăх театрĕн ертỹçи Клавдия Васильева. — Вĕсем Тăван çĕршыв шăпи, чăвашлăх, этемĕн пурнăçри вырăнĕ пирки шутлаттараççĕ, çынсен асĕнче тарăн йĕр хăвараççĕ... Ку кĕнекене — нотăланă юрăсен пуххине — пĕтĕмпе Илья Степанов хайланă 50 юрă кĕнĕ, вĕсене пухса хатĕрлекенĕ, аса илтеретĕп, маттур та çамрăк çын, композиторсен çулĕ çине хăюллăнах тăнă Николай Никоноров. Николай Михайлович ỹнер тĕнчинче аслă юлташĕнчен вĕренсе пыма çине тăрать. Кĕнекери пал-лăрах юрăсем — “Тăван çĕршыв”, “Чăваш юрри”, “Шу-пашкарăм”, “Çуралнă кун”, “Тавах тухтăрсене”, “Чечексем çеçке çураççĕ”, “Ман çỹçĕмри çут кĕмĕле те савăн”, “Купăс сасси янрасан”, “Сана савма эп шутламанччĕ”, “Лар, савниçĕм, юнашар”, ачасем валли хывнă “Ытарайми тавралăх”, “Эпир çуралнă юрлама”, “Юратнă анне” тата ыттисем те. Вĕсен сăмахĕсене Раиса Сарпи, Юхма Миш-ши, Любовь Шашкина-Лĕпĕшпи, Клавдия Васильева-Тукайăкĕ, Леонид Волков, Чĕкеç Люççи, Николай Ункай, Олег Прокопьев, Альбина Павлова, Г. Трофимов, Ю. Пет-ров, С. Ефимов, С. Михайлов, Л. Антонов, И. Ахрат çырнă. Асăннă кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствинче 1 пин экземпляр тиражпа пичетленĕ.
В. Данилов.