АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пурнăç телейĕ” телейлĕ пурнăç пехиллет

21 января 2021 г.

“Пурнăç телейĕ” телейлĕ пурнăç пехиллет

Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи Писательсен Пĕрлĕхĕн членĕ, районти Н. Янкас, А. Талвир ячĕллĕ тата ытти премисемпе хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, Янкас ялĕнче пурăнакан Николай Ершов (литературăри псевдонимĕ — Янкер), тивĕçлĕ канура пулсан та, пĕртте алă усса лармасть. Сăвă çырман кун та çук пулĕ унăн. Вĕсене пĕр çĕре пуçтарса кĕнекесем пичетлесе те кăларать. Нумаях пулмасть Николай Гаврилович юлашки вăхăтра çырнă хайлавĕсенчен хатĕрленĕ “Пурнăç телейĕ” çĕнĕ кĕнеке кун çути кăтартрĕ. Ят-сумлă авторăн черетлĕ çирĕм виççĕмĕш кĕнеки пулчĕ вăл. Çĕнĕ ĕçĕ хулăнах мар пулсан та, вуласа пĕлмелли çук мар унта. Вăл Николай Гавриловича хисеплесе Иван Прокопьев-Чураль çырнă “Чысра та хисепре” сăвăпа уçăлать.

“Янкас ятлă ку ялтан,

Сăвăç тухрăр виççĕн тан.

Нестер пулчĕ чи малти,

Çул-йĕр кăтартаканни.

Ас илетпĕр Пехиле

Ыррипе, лайăххипе.

Янкер утрĕ сумлăн, тан,

Калемне-çке мăкатман.

Янкасçăсем хушшинче

Вăл чысра та хисепре".

Трак вăтам шкулĕн — “Пире ăс паратăн куллен” гимнĕн сăмахĕсене те Н. Ершовах çырнă. “Çĕнелекен ял çыннисене” (Пайсупин 270 çул тултарнă ятпа), “Пин юрă авторне” (Илья Степанов композитор пурăннă çурт çине Асăну хăмине уçнă май), “Хам ывăл мăшăрне — пĕртен-пĕр кине” (Маргарита Витальевна Ершовăна, çуралнăранпа 50 çул çитнĕ май) ятлисене те хумханмасăр вулама çук.

“Атте тесен — ума тухать арçын,

Çапла чĕнмешкĕн тивĕçĕм пур ман.

Тĕлĕксенче вăл маншăн патвар çын,

Анчах та атте тесе курман...”, — çырать “Тивĕçлĕ атте” сăввинче Николай Гаврилович. Хăй вăл ашшĕне курман, унччен хаклă çынни вăрçа тухса кайнă.

Е тата. “Итлĕр çынсен шухăшне”, “Кĕтỹçрен — поэт таран”, “Савăнатпăр тăван патĕнче”, “Муса Джалиле асилсе”, “Ырсунăм” хайлавĕсенче танлаштаруллă сăнарсемпе шухăшсем, калăпăр, пĕртте сахал мар.

Кĕнеке ятне кăларнă “Пурнăç телейĕ” сăвăри темиçе йĕркене илсе кăтартам-ха:

“Хастар утăмсем çеç тăватпăр ĕçре,

Епле çĕкленỹллĕ çынсен тĕп тĕллевĕ...

Апла пулсан, шанчăк йăлтах тивĕçре —

Çак мар-и-ха ĕнтĕ çĕнĕ пурнăç телейĕ!”

Николай Гаврилович хальхи тапхăрта “Тăватшар йĕркен” çырассипе уйрăмах палăрать.

Акă темиçе тĕслĕх:

“Пуçăмра ĕмĕтсем капланаççĕ,

Ĕмĕт тулнă çынсем чапланаççĕ...

Эп пурăнап çĕр çинче чапшăн мар —

Чап пĕтме пултарать-çке чăл-пар!”

“Лайăх пулсан юн пусăмĕ —

Епле аван чун туртăмĕ:

Ĕçлес килет, пурнас килет —

Çĕршыв çинчен юрлас килет”.

Кĕнекене çавăн пекех Янкас ялĕ çитĕнтернĕ авторăн “Пурнăç сыппи”, “Тăвана саламлани”, “Парне илни — яваплă”, “Туй умĕнхи шухăшсем”, “Ватлăх пăхтарать куçран” хайлавĕсем тата унăн сăмахĕсемпе Николай Никоноров кĕвĕленĕ “Чăвашсем, пурăнар чăвашла” юрă сăвви те кĕнĕ.

Кĕнекене Красноармейскинчи ача-пăча библиотеки çумĕнче пухса пичетлесе кăларнă. Эпĕ маттур сăвăçа хальхиллех малашне те пултарулăх лаççинче çĕнĕ ĕçсем туптаса вулакана савăнтарма вăй-хăватпа пархатар сунатăп.

В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика