АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чаппан вăрçи” — Трак тăрăхĕнче

21 января 2021 г.

“Чаппан вăрçи” — Трак тăрăхĕнче

1921 çулхи хресченсен совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ пăлхавĕ Чăвашра “Чаппан вăрçи” ятпа историе кĕрсе юлчĕ “Чаппан” — хĕл сиввинче ял çыннисен тăлăп (аçам) çинчен тăхăнмалли тумĕ. 2009 çулта Шупашкарта Е.В. КАСИМОВ пухса хатĕрленĕ “Крестьянское восстание 1921 года в Чувашии” документсен пуххи çак пăлхава уççăн палăртса тишкерет. Кĕнекене Шупашкарти гуманитари институчĕ республикăн авалхи тата хальхи самана патшалăх архивĕсемпе пĕрле калăпланă. Архив докуменчĕсем чăнлăха уçса çирĕплетеççĕ.

1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче В.И. ЛЕНИН, М.И. КАЛИНИН тата ВЦИК секретарĕ А.С. ЕНУКИДЗЕ Чăваш облаçне туса хуни çинчен Декрет çине алă пуснă. Пирĕн тăрăхри мĕнпур хресченсем çакăншăн чунтан савăннă. Анчах та çут çанталăк çĕршыври ĕç çыннисем умне йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Шăрăх çанталăка пула тыр-пул тухăçĕ, 1913 çулпа танлаштарсан, çуррипе кăна танлашнă, выльăх-чĕрлĕх шучĕ те палăрмаллах чакнă; лашасен шучĕ 16, ĕне-выльăх 17, сурăхсемпе сыснасен шучĕ 30 процент таран чакнă. 1920 çулхи декабрьти Пĕтĕм Раççейри Советсен IХ сьезчĕ 1921 çулхи çур акинче акма вăрлăхлăх тырра обществăлла ампарсене хывма тĕллев лартнă. 1921 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче Чăваш облаçĕнчи коммунистсен парти комитечĕ çур аки кампанине коммунистсемпе комсомолецсене, пуçаруллă хресченсене явăçтарса уездсемпе вулăссенче ака комитечĕсем тумаллине палăртса ĕçе пикеннĕ.

Паянхи кун чылай тĕпчевçĕсем вăрлăхлă тырра обществăлла ам-парсене пуçтарни 1921 çулта коммунистсен йăнăш утăмĕ пулнă тесе шурă хута хуратаççĕ. Выçлăх Раççей империйĕнче 19-мĕш ĕмĕрте пĕрре кăна мар халăха йывăрлăха кĕртсе нушалантарнă. Хусан хулинчи истори архивĕнчи кĕпĕрнери земство правленийĕн докуменчĕсем çакна уççăн палăртаççĕ. Архиври кĕпĕрне правленийĕн 81-мĕш фондĕнче упранакан 8, 61, 163, 181, 266-мĕш тата ытти ĕçĕсем те выçлăх çулĕсенче вăрлăхлă тырра об-ществăлла ампарсенче (магазинсенче) упранине çирĕплетсе параççĕ. 210-мĕш папкăра упранакан документ 1881 — 1883 çулсенче çакнашкал обществăлла тырра упрамалли йĕркене палăртса çирĕплетет. 1877, 1892, 1898, 1906 — 1911 çулсенчи выçлăх çулĕсенче обществăлла ам-парсенчен ссуда шучĕпе хресченсене ака валли тырă валеçнине уездсен управисем кĕ-пĕрне начальникне (губернатора) сводкăсем çитерсех тăнă. 1914 çулта Етĕрне уездĕнче земство тытăмне 1864 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнче II Александр патша Указĕпе туса хунин 50 çулхи юбилей-не чаплăн уявланă. Уездри земство управин 50 çулхи отчетне Аш-марин председатель, Свешников, Горбунов тата Зилотин управа членĕсем çирĕплетнĕ. Отчета вырăс чĕлхипе типографире пичет-ленĕ, отчетри сăмахсене вырăслах илсе паратăп: “Хлеб в неу-рожайные годы (1870) выдавался крестьянам из запасных общест-венных магазинов”. Владимир Николаевич Зилотинăн хуçалăхĕ 1906 çулхи март уйăхĕн 12-мĕшĕнче Малти Трак ялĕн хресченĕсене çĕнĕрен çĕр валеçес списокра — 27-мĕш. Патша империйĕнчи выçлăх çулĕсем çамрăк Совет çĕршывĕн ертỹçисем умне васкавлă утăмсем тума хистенĕ. Маларах илсе кăтартнă документсем тăрăх, çĕр çул иртнĕ хыççăн 1921 çулхи сивĕ январьте вăрлăхлă тырра пĕр ампара пуçтарни Совет влаçĕн йăнăш утăмĕ пулнă тесе калани питĕ те тĕрĕс мар, унпа нимĕнле тавлашура та, наука ĕçĕнче те килĕшме май çук. Унашкал ампарсене (магазинсене) тытса тăракансене ял обществисен пĕрлехи пухăвĕсенче (сход домохозяев, имеющих право голоса) çирĕплетнĕ, ĕçне кура уншăн тỹлес йĕркене пăхса тухнă. Пĕр ăруран теприне куçса пынă йăлана çирĕп пăхăнса пурăннă ялти халăх.

1921 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Чупай вулăсĕнче ака комитетне йĕркеленĕ, унăн йышне вулăсри ĕç комитечĕн председательне, Çĕнĕ Выççăлккăри Матвей Миронович Лукина та кĕртнĕ. Сăмах май, çакна калани те вырăнлă пулĕ: унăн ывăлĕ Николай Мат-веевич 19 çул Чатукасси тăрăхĕнче “Герой” колхоза ăнăçлă ертсе пычĕ.

Январĕн 14-мĕшĕнче Чупай вулăсĕнчи коммунистсен пухăвĕнче вăрлăхлăх фонда йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă, Чатукассинчи Тимофей Журавлевăн Шăнарпуç, Чатукасси; Артемий Васильевăн Çĕнĕ Выççăлккă, Çавалçырма, Пулайкасси, Çырмапуç; Лев Петровăн Итмар, Арçунакасси, Типвар ялĕсенче ăнлантару ĕçне пуçармалла пулнă. Январĕн 16-мĕшĕнче Асакасси вулăсĕнчи ака комитечĕн уполномоченнăйĕ Н.П. Петров, вăрлăх фондне йĕркелемелли инструкцин 20-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн, Çĕньял, Кỹлхĕрри, Çырмапуç, Сурăмхĕрри тата Чиркỹллĕ Карай ялĕсенчи хресченсен вăрлăхне обществăлла виçĕ тата уйрăм çынсен вун икĕ кĕлетне хывассипе акт çырнă. Чăваш облаçĕнчи ытти вулăссенче 20 хресчен тыррине пĕр кĕлете хывас ĕçе йĕркеленĕ.

Упи вулăсĕнче çак ĕçе Алманч ялĕнчен пуçăнма йышăннă. Вăтакас Тракри Сергей Федорович Федоров аса илĕвĕ тăрăх, январĕн 22-мĕшĕнче вулăс Совечĕн председателĕ Александр Захаров, çар комиссарĕ Василий Волков Алманч ялне васканă. Пăлханма пуçланă халăха чарма май килмен. 1921 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Еншик Чуллă, Супар, Алманч тата Тусай ялĕсенчи хресченсем вулăс кантурне, Малти Трак ялне тапăннă. Пăлхавçăсем вулăс Совечĕн ĕçтăвком çуртне аркатаççĕ, унтан Кайри Трака çитсе партин вулăсри ячейкин председательне, вулăсри çĕр комитечĕн председателĕнче тăрăшакан Гурий Степанова асаплантарса вĕлереççĕ. Гурий Степанова килтен ура-ма çавăтса тухса çара уран юр тăрăх хăваланă. Яков Никоноров аса илĕвĕ тăрăх, ашшĕ ывăлĕн виллине киле кĕртмен пирки Гурий Степановăн ỹтне хурал пỹртне илсе кайнă. Çак кунах, январĕн 23-мĕшĕнче, пăлхавçăсем Кĕçĕн Шетмĕпе Танăш ялĕсем хушшинчи çырма пуçĕнче 50 çулхи Ефим Осипов коммуниста тискеррĕн вĕ-лереççĕ. Е.В. Касимов пухса хатĕрленĕ кĕнекере те январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Сурăм вулăсне кĕрекен Ыхракасси ялĕн-че пăлхавçăсем Семен Иванович Иванов коммуниста вĕлерни паллă. Эпĕ 1984 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче район хаçатĕнче пичетленнĕ статьяра Упи вулăсĕнче хресченсен пăлхавĕ январĕн 24-26-мĕш кунĕсенче иртнĕ тесе çыртăм, çак кунсемех 2000 çулта пичетленнĕ “Трак ен” кĕнекере те палăрчĕç. 1957 çулхи сентябрь уйăхĕнчи архив докуменчĕсемпе çирĕплет-нĕччĕ çак синкер кунсене. Вулакансем умĕнче 2009 çулта Е.В. Касимов пичетрен кăларнă “Крестьянское восстание 1921 года в Чувашии” документсен пуххинче пăлхав кунĕсене тĕрĕс палăртнă тесе йышăнни çинчен палăртатăп. Хальхи вăхăтра пирĕн тăван район шутĕнчи ялсем 1921 çулта Упи, Асакасси, Чăваш Сурăм, Чупай, Шăпăлка вулăсĕсенче пулнă. Упи вулăсĕнчи 45 ялтан 23 пăлхава хутшăннă. Уйрăмах тискер ĕçсем Асакасси, Чăваш Сурăм вулăсĕсенче пулса иртнĕ. Совет влаçне хирĕç пуçарнă пăлхава путарма уестри милицин Мăн Шетмĕре вырнаçнă 3-мĕш участокĕ хутшăннă. Кунтах Упи вулăсĕнчи ревком та ĕçленĕ, Хĕрлĕ çар отрячĕсем тăнă; Панкратов ушкăнĕ — 118 çын, Трифонов ушкăнĕ —137 çын, Веселов ушкăнĕ — 117; пĕтĕмĕшле Мăн Шетмĕ салинче 16 коман-дирпа 356 салтак пулнă (Е.В. Касимов, 2009 çул, 100 стр.).

138-мĕш отряд командирĕ М.Веселов январĕн 30-мĕшĕнче Мăн Шетмĕре хăйĕн 3-мĕш приказĕпе вăрлăхлăх тырра виçĕ кун хушшинче пуçтарма приказ çине алă пуснă. Февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне Упи вулăсĕнче 44029 пăт вăрлăх пухса кĕлете хывнă, çак кун тĕлнех Асакасси вулăсне кĕрекен Карай тăрăхĕнче 2007 пăт сĕлĕ пуçтарнă. Февралĕн 3-мĕшĕ тĕлне Чупай вулăсĕнчен вăрлăх фондне пуçтарса çитернине Яков Модин пĕлтернĕ. Февралĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне уестĕнчи халăха лăплан-ма уисполком председа-телĕ Иван Илларионович Илларионов чĕнсе каланă (Кĕçĕн Шетмĕре çуралнăскер).

Пăлхава хутшăннă хресченсене каратель отрячĕсем судсăрах персе пăрахнă тĕслĕхсене те çирĕплетсе çырать Е.В. Касимов тĕпчевçĕ; Етĕрне уестĕнчи Асакасси — 18, Пĕчĕк Явăшра — 21, Чупай — 21,Чăваш Сурăм вулăсĕнче 31 çынна. Çĕрпỹ уестĕнчи Чурачăк вулăсĕнче — 9, Шăпăлка вулăсĕнче 36 хресчене персе пăрахнă каратель отрячĕсем. Çапла лăпланнă “Чаппан вăрçи” чăваш çĕрĕнче.

Трак тăрăхĕнче Гурий Степанова асăнса виçĕ палăх лартнă; 1951 çулта райĕçтăвкомăн культура пай пуçлăхĕ Иван Анисимович Патмар пуçарнипе; 1967 çулта Михаил Прохорович Прохоров тăрăшнипе; 1986 çулта райĕçтăвком йышăнăвĕпе Василий Петрович Черепанов скульптор мрамортан калăпланă палăк, ăна çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа 1986 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче шкул ачисемпе райцентри ĕç çыннисен митингĕнче уçнă.

2017 çул Гурий Дубров — Кăмакал Куркки “Çирĕм пĕрремĕш вилĕмсĕр çул” кĕнекене пичетрен кăларчĕ. Кĕнекере 1921 çулхи хресченсен “Чаппан вăрçи” çинчен те сăмах пырать. Гурий Егорович Дубров, Гурий Степановăн ăрăвĕнчи паянхи кунри мăнукĕ Александр Степанов тата унăн мăшăрĕ Марина Чăваш патшалăх истори архивĕнчи документсене çине тăрсах тĕпчерĕç.

В. Серафимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика