АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илсе кил хут купăсна…

14 января 2021 г.

Сăнама, куçлама пĕлни паха... Хăв курнине тĕшĕллĕ çырса кăтартма пултарни вара татах лайăхрах. Чи хакли вара чĕлхе пуянлăхĕпе çыхăнать... Пурте юрра-кĕвве ăстах мар çав. Пурне те Турă паман çав пултарулăха. Асăрхатăп-ха тепĕр чух: хăшĕ-пĕри кăштах сывлăш çавăрмаллине хурсан, эх, шăрантараççĕ çеç чăваш юррине. Сăмахĕсене тĕп тĕрĕсех пĕлмеççĕ пулин те, çавăрттараççĕ кăна ал арманне. Анчахрах Кулюкка карчăкки патĕнче пултăм. Ватлăх туяпа юнать-ха ăна. Юрра-кĕвве ытлах çывăхах мар-ха кинеми. Кăштах лешне хурсан хускалать килте кĕвĕ. Юрă-кĕвĕ кĕнеки çук-ха Кулюккка аккан. Апла пулин те темиçе юрра чĕре патне хывнă вăл. Пĕрер çаврăмне ĕнĕрлет те ыттине хăй сăвăлласа шăрантарать. Хăш-пĕр сăвăç пек сăвă йĕркисене калăпланине астумастăп-ха эпĕ. Хальхинче калиткене уçса кĕтĕм те çĕнĕ юрă тăруках хăлхасене хупларĕ. Ялти клубăн сцени çине тухнă евĕрех хăюллăн ислетет юрра Кулюкка акка. Пĕр-пĕр тупăшăва хутшăннă чухнехи евĕрех маххă памасть вăл. Кăштах итлесе тăтăм ватăна... Юрри Çĕнĕ çулпа çыхăннă иккен. Сăвви камăн-ши? Кĕвви тата? Сисĕнмесĕр Çĕнĕ çул çитрĕ Шурă шупăр тăхăнса.... Çакăн пек йĕркесем кĕчĕç хăлхана ку хутĕнче. Малалла вара Вăкăр çулĕ савăнтартăр Çĕр çынчи пур халăха... Алăк урати урлă каçса пỹрте кĕтĕм. Кулюкка акай чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе урай варрине тăнă та сар-каланать кăна. Урисене, сăмахсене çа-вăрттарнă май, тăрст! тăрст! тутарать. — Çĕнĕ çула хатĕрленетĕп! Курмас-тăн-им? Райхаçатра пичетленнĕ Галина Çуткỹлĕн сăввине çаклатрăм та... Вăт халь репетици ирттеретĕп. Юрла манпа пĕрле, тутуна ан чалăштар, — ман умра çамрăк чухнехилле тăпăр-тăпăр! тăпăр-татрĕ Кулюкка. — Илсе кил хут купăсна. Вăкăр çулталăкне халăх ретлĕ, тара-ват кĕтсе илме хатĕрленни савăнтарать ялта. Юрри пулсан ташши те юнашарах. Эрех-сăрипе кăна туслă пулар мар...

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика